Комментари хушас

8 Авăн, 2016

Çамрăк сăвăç Анита

Тăххăрмĕш класри Анита Алемесова кашни япалара илемлĕхе курма пултарать. Ытларах чухне ку çут çанталăкпа çыхăннă. Çулла ем-ешĕл улăхсемпе çарансем, куçа йăмăхтаракан тĕрлĕ тĕслĕ чечексем, кĕркунне хĕрлĕ- сарă çулçăллă йывăç-курăк, хĕлле вара шап-шурă мамăкпа витĕннĕ таврăлăх… Шел те, пур саманта ас туса юлма пул¬масть. Анчах ăна хут çине куçарма май пур! Хутпа кăранташ, сăрăсем е ручкăпа тетрадь çеç кирлĕ. Анита çапла тăвать те. Вăл ÿкерме тата сăвă шăрçалама ăста. Мĕн пĕчĕкренех кăсăкланать иккен. Акă нумай пулмасть унăн пĕрремĕш юптарăвĕ кун çути курнă.

— Юптару тÿрех «яка» пулса тухрĕ пек туйăнать. Манăн пултарулăхшăн чи малтан аттепе анне, чăваш чĕлхи вĕрен-текен Людмила Анатольевна Тихонова хĕпĕртерĕç. Чун савăнать кун пек чухне, тата та нумайрах çырас килет, — калаçрĕ çамрăк сăвăç.

Мĕнле çуралнă-ха юптару? Питĕ ансат- мĕн — чăваш литературипе киле ĕç парса янă, тепĕр урока хайлав çырма хушнă. Анитăн вара улттăри йăмăкĕпе вылянă самантрах пуçра йĕркесем çуралнă. Çапла, ăнсăртран кун çути кураççĕ çав сăвă-калавсем. Кун пек самантсенче чи кирли — вĕсене хут çине куçарасси, унсăрăн манăçма пултарать.

Хĕрачан сăввисем чăваш ачисен юрат¬нă хаçатĕнче, «Тантăшра» та чылай хут пичетленнĕ.

— Турă панине кашнийĕнех аталантарма тăрăшмалла, унсăрăн вăл пĕтсе ларать. Кам сăвă çырассипе кăсăкланать, çавсене сĕнÿ парас килет. Хайлавсене ыттисене кăтартма вăтан¬малла мар. Май пур таран хаçат-журнала пичетлеме парăр. Конкурссене хутшăнăр. Çырас туртăм пысăк пулсан унран мĕншĕн ютшăнмалла? Аталану çеç çитĕнÿ патне çитерет, — шухăшлать пулта¬руллăскер.

С ă в ă ç ы р а с с и ч у н н е çывăххине пĕчĕкренех туйса илнĕскер унпа малашне те кăсăкланма пăрахман. Çак енĕпе тата ÿкерессипе тĕрлĕ конкурс-викторинăна хутшăн¬са палăрать. Çутă ĕмĕчĕпе те паллаштарчĕ Анита — вăл сăвăсен пуххине хатĕ¬рлесшĕн. Хăйĕн хайлавĕсем¬пе «Тантăш» страницисене те пуянлатма сăмах пачĕ çамрăк талант.

Нина ЦАРЫГИНА.

Красноармейски районĕ,

Пикшик шкулĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.