Комментари хушас

8 Авăн, 2016

Туслăх пытăр ĕмĕре

Шăматкун, авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Енре пурăнакан халăхсен съезчĕ иртет. Унта районсемпе хуласенчен 650 делегат хутшăнĕ. Ăна пуçаракансем - республикăри наципе культура пĕрлешĕвĕсем. Вĕсем вара 34-н. Юлашки çыравра Чăваш Енре 128 тĕрлĕ наци çынни тата этника 8 ушкăнĕ пурăннине çирĕплетнĕ.

Аса илтеретпĕр, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче республикăра пурăнакан халăхсен съездне ирттересси пирки йышăну кăларнă.

Съездра халăхсен хушшинчи хутшăнусем, вĕсен йăли-йĕркине, культурине, чĕлхине упраса хăварасси пирки калаçĕç. Çавăн пекех Чăваш Республикин халăхĕсен Ассамблейине йĕркелес ыйту та пур.

Эдуард БАХМИСОВ, Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн членĕ, тавра-пĕлÿçĕ:

- Съезд умĕн маларах Çĕрпÿри Тихвин ярмăрккинче кăçал наци культурисен фестивальне ирттертĕмĕр. 17 халăх картишне йĕркелерĕмĕр. Унтах вĕсен тумтирĕпе, апат-çимĕçĕпе, культурипе, символикипе паллашма май пулчĕ. Уява наци культура пĕрлĕхĕсен ертÿçисене те чĕнтĕмĕр. Питĕ кăмăллă иртрĕ фестиваль. Çак йăлана малашне те тытса пырасчĕ, ăна аталантарма та шухăш пур. Сăмахран, унта федерацин Атăлçи округĕнчи халăхсене чĕнсен те аван.

Халăхсен съезчĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ мероприяти. Ман шутпа, тĕрлĕ наци çыннисен шухăш-кăмăлне пĕр тĕвве пуçтарма, республикăри халăхсен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме пулăшатех вăл. Унта палăртакан ĕçсене манмалла мар, шута илсе пурнăçламалла.

Азиз БАДИРОВ, Пĕтĕм Раç¬çейри «Азербайджан конгресĕ» общество организацийĕн Чăваш Республикинчи уй-рăмĕн ертÿçи:

- Съезд питĕ кирлĕ вăхăтра иртет. Паянхи самана çăмăл мар. Авă, Раççее хирĕç санкцисем те йĕркелерĕç, анчах ĕç тухмарĕ вĕсен. Çавăнпа та пирĕн, пур халăхăн, пĕр чăмăра пĕрлешмелле, нихçанхинчен те çирĕп пулмалла.

Чăваш Енре эпир, азербайджансем, лайăх, хăтлă пурăнатпăр. Хăй вăхăтĕнче тăван тăрăхран куçса килнĕскерсем кунтах çемьеленнĕ. Япăх вырăнта вара кайăк та йăва çавăрмасть.

Надежда ТИТОВА, Çĕрпÿ районĕнчи Çырмапуç ялĕнчи библиотекарь:

- Чăваш халăхĕ авалтанах ырă кăмăллă, ăшпиллĕ, тараватлă. Çавна май вăл ытти наципе те килĕштерсе пурăнать. Çавăнпа та халăхсен съезчĕ шăпах Чăваш Енре иртни никама та тĕлĕнтермĕ.

Патшалăх наци ыйтăвĕсем çине тимлĕх уйăрма тытăнни савăнтарать. Вак халăхсен культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине упраса хăварасси паян - çивĕч ыйту. Аслă форум туслăха çирĕп¬летнисĕр пуçне асăннă ыйтусене татса парасса шанас килет.

Валентина ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.