«Трактористсемшĕн» савăнмалла-тăр, «бройлерсемшĕн» вара...
Кун йĕркине кĕртнисем мар, ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уйрăммăн çĕкленĕ ыйтусем пушшех интереслĕ пулчĕç. Юрĕ, йĕркипе каласа парар.
Малтанах Михаил Васильевич патшалăх служащийĕсене, пысăкрах чин илнисене, саламларĕ. Теçетке патнеллех-тĕр - кашнинех халăх умне кăларчĕ, тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн тав турĕ. Паллах, Çĕнĕ çул умĕн ку пулăм кашниншĕн кăмăллă пулчĕ.