Archive - 4 Çĕртме, 2015

4 Çĕртме, 2015

Руль умĕнче те - хăех

ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ Ирина Лепешкина çуралнă тăрăхрах хăйĕн вырăнне тупма ĕмĕтленнĕ. Ял пурнăçне кăмăллаканскер Муркаш районĕнчи Мулкачкассинче пурăнать.

4 Çĕртме, 2015

Урамра чупакансен хушшинче, тен, санăн та пур?

Ырă кун пултăр пурне те! «Çамрăксен хаçатне» чунран юратнипех хам та алла ручка тытрăм. Алла туя тытрăм пулсан та чун ватăлмасть. Çамрăксен çырăвĕсене вуласан хам вунсаккăрта пулни аса килет. Питĕ шухă каччăччĕ эпĕ. Вăйăра хĕрсен чĕрине аванах çунтараттăм. Купăс калама юрататтăм та - вăрăм çивĕтлĕскерсем ман умра акăш пек ярăнса ташлатчĕç. Темиçе хĕр те килĕшетчĕ. Шел, пĕрне çеç арăм тумалла. Нихăшне те кÿрентерес килместчĕ. Хăюллăраххи пуçа çавăрчĕ те... чутах куç хупса авлантаратчĕ. Чĕрене чи çывăххи вара сарă çÿçлĕ вăтанчăк Наçтаçчĕ.

4 Çĕртме, 2015

Хĕрлĕ эрех ĕçмен пулсан...

...Айван пуçăма ниçта кайса чикме аптăранăран çыратăп. Пурнăçри чи пысăк йăнăш çинчен çынпа калаçса чĕрене лăплантарма намăсланатăп. Хаçата çырсан, тен, сĕнÿ паракан тупăнĕ?

4 Çĕртме, 2015

Иванов çĕршывĕнче янăрать чăваш сăмахĕ, юрри-кĕвви...

 Иртнĕ юнкун, май уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Чăваш Енрен Пушкăртстана, Константин Иванов çуралнă тăрăха, пысăк йышпа тухса кайрăмăр.

Pages