Archive - 12 Чÿк, 2015
“Ротăра çуррине яхăнăшĕ чăвашчĕ”
Пуçаруллисемшĕн пур çул та уçă
Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен кунĕ. Çĕршыв хăш çулпа каясси, епле аталанасси яшсемпе хĕрсенчен те нумай килет. Çавăнпа çамрăксем кăмăлне каякан профессие алла илни, специальноçпа ĕç тупни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Аслă шкулсенче студентсене аталантармашкăн тĕрлĕ май шырани те пысăк витĕм кÿрет.
“Ачасем юнашар вылянăн туйăнать"
Унăн тĕррисенчен Мускавсем те тĕлĕнеççĕ
Нумай çул пĕрле пурăнакан Людмилăпа Евграфий Ивановсем патне кĕрсен асамлă тĕнчене лекнĕнех туйăнать. Пÿрт тĕрленĕ картинăсемпе тулнă. Стенаран мĕнли кăна çакăнса тăмасть-ши? Кăмпа пуçтаракан ачасем, хĕрарăмсем, лаша утланнă виçĕ пăхаттир... Кил хуçи хĕрарăмĕн алли ылтăн. Малалла вулас...
Пĕчĕк Егоркăн пысăк телейĕ
Çуртра ача сасси илтĕннинчен хакли мĕн пур-ши? Урамра сивĕ хуçаланнă вăхăтра та пÿрт пĕчĕк "хĕвелĕн" çутипе тулать. Хальхи вăхăтра ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене çемье ăшшине памашкăн хăйсем патне илекен сахал мар. Вĕсем усрава илнĕскерсене çын тăвассишĕн, тĕрĕс воспитани парассишĕн тăрăшни савăнтарать. Куславкка районĕнчи Çĕньялта пурăнакан Митрофановсем те сăваплă ĕç тунă: вĕсен çемйине нумаях пулмасть тепĕр ача - пĕчĕк Егорка - килнĕ.
Арăмĕ харлаттарнипе Кĕçтук çывăраймасть
Тем пысăкăш каçару ыйтатăп сирĕнтен, хисеплĕ туссем. Ташук, уйрăмах эсĕ каçар мана. Вăт ĕненетĕн-и, çук-и - ним тума та вăхăт пулмарĕ. Санăн çырăвна хаçатра куртăм-ха эпĕ, вуласа тухсанах хуравлама ларнăччĕ. Ăнсăртран кĕмсĕрт тенĕ пек Казахстанран хăнасем персе çитрĕç. Вĕсем пур чухне çыру çырма-и? Пăсланса-мăкăрланса чупкаласа çÿрерĕм. Çынран юлас килмест - хаклăран та хаклă хăнасене патша шайĕнчех пăхас терĕм. Шутсăр тутлă çитертĕм инçетрен килнĕ çынсене. Аш-пăш тултарнă кукăльпе чĕлхе çăтса яричченех сăйланчĕç. Пĕр канăç та пулмарĕ.