Archive - Юпа 2015

юпа 30th

30 Юпа, 2015

Тар тăкрăмăр вырмара, савăнар-ха уявра

Паян республикăри çĕр ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. "Ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсен хăйсен ĕçне харпăрлăхăн мĕн пур формипе çирĕппĕн аталантарма шанчăклă майсем пур. Тĕнчери хальхи политика лару-тăрăвне тата импорта улăштармалли тĕллевсене шута илсе ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçа малалла хăвăрттăн аталантарасси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать. Чăваш Енре ял хуçалăхне патшалăх паракан пулăшу калăпăшĕ çуллен ÿссе пырать.

30 Юпа, 2015

Тăрăшакана ытларах пулăшмалла

2012 çултанпа фермер /хресчен/ хуçалăхне тытса пыракан Михаил Тагеев /Сĕнтĕрвăрри районĕ/ вырăнти ял хуçалăх предприятине пĕтме памарĕ. Унăн харпăрлăх форми улшăнчĕ ?малтан СХПК пулнă%, анчах капла туман пулсан çурма пушă "лав" тÿнсех каятчĕ мар-и?

30 Юпа, 2015

Хăюлăх - хăватлă, пĕлÿлĕх - пит хаклă

Çуллахи шăрăх кун. Иртен пуçласа каçченех пĕве патĕнчен ача-пăча, ватти-вĕтти татăлман. Красноармейски районĕнчи Тусайри Николай Аркадьев та мăнукĕсемпе çыран хĕррине аннă. Арçын вĕсене пулă тытмалли хатĕр ăсталаса панă. Сасартăк хĕрарăм хыттăн кăшкăрни илтĕннĕ.

30 Юпа, 2015

Сава-пăчкă тытмассерен ...

Катка-пичке ăсталас ĕçе Федор Тихонович Ермолаев ашшĕнчен вĕреннĕ. Тихон Михайлович ку тĕлĕшпе Нăрваш Шăхальте çеç мар, таврара та палăрса тăнă. Ара, вăл вăхăтра ял çынни йывăç савăт-сапапа анлă усă курнă. Пахча çимĕçе, улма-çырлана каткапа йÿçĕтнĕ, тăварланă. Выльăх-чĕрлĕх валли лаххан ăсталанă.

30 Юпа, 2015

Авăнать те явăнать хăва хулли

Ир-ирех хăва хулли хуçма тухса утнăшăн арăмĕ ăна вăрçса та илет, килте ĕçлеместĕн тесе ятлаçам пекки тăвать. Анчах Вениамин Ситков ăна лăплантарма вĕренсе çитнĕ. "Укçа кирлĕ-çке", - тесен мăшăрĕ тÿрех чĕлхине çыртать. Вара 63-ри арçын икĕ кустăрмаллă велосипечĕ çине ларать те пахча хыçĕнче юхса выртакан Энĕш шывĕ хĕррине васкать. Кĕсйинчен пĕккине кăларать, типтерлĕн хăва хуллине касать. Вăрăмраххине суйлать, капла карçинкка тунă чух нушаланма тивмĕ, унашкаллине çавăрма меллĕ. Вăрăммине кĕскетме пулать, кĕскине - вăрăмлатаймăн.

30 Юпа, 2015

«Хыпар» 219-220 (26871-26872) №. 30.10.2015

30 Юпа, 2015

Çитес çул çăмăл пулмĕ

Çитес çул çăмăл пулмасси çинчен тÿрех асăрхаттарчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ юнкун Министрсен Кабинечĕн ларăвне пухăннисене. Унта республикăн 2016 çулхи бюджечĕн проектне тишкересси кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ.

Малтанах Михаил Васильевич хăй тин çеç алă пуснă указсемпе паллаштарчĕ. Пĕрремĕшĕ - Сергей Павлова çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрне çирĕплетесси çинчен. Халиччен вăл «тивĕçсене пурнăçлакан» статуспа ĕçлетчĕ. Федераци ведомствисемпе тивĕçлĕ процедурăсем ирттерсе çураçнă - ЧР Пуçлăхĕ Сергей Владимировича ĕçре ăнăçу сунчĕ.

30 Юпа, 2015

Çĕрулми çитĕнтерекенсен ăнăçу никĕсĕсем

Çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курни, çĕр ĕçне пĕлсе тата ăна наукăпа агротехника ыйтнă пек туса пыни, пахалăхлă вăрлăх çеç акни, туслă коллектив пĕлĕвне пĕрмай ÿстерме ăнтăлни - шăпах çак самантсем "Çĕрулмине мухтав-Елчĕк" агрофирмăна яланах малтисен йышĕнче пулма май параççĕ. Кăçалхи çитĕнÿсем те савăнтараççĕ, çавна май асăннă ОООра тăрăшакансем ЧР Ялхуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне лайăх кăмăл-туйăмпа кĕтсе илеççĕ.

Pages