Комментари хушас

30 Юпа, 2015

Çитес çул çăмăл пулмĕ

Çитес çул çăмăл пулмасси çинчен тÿрех асăрхаттарчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ юнкун Министрсен Кабинечĕн ларăвне пухăннисене. Унта республикăн 2016 çулхи бюджечĕн проектне тишкересси кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ.

Малтанах Михаил Васильевич хăй тин çеç алă пуснă указсемпе паллаштарчĕ. Пĕрремĕшĕ - Сергей Павлова çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрне çирĕплетесси çинчен. Халиччен вăл «тивĕçсене пурнăçлакан» статуспа ĕçлетчĕ. Федераци ведомствисемпе тивĕçлĕ процедурăсем ирттерсе çураçнă - ЧР Пуçлăхĕ Сергей Владимировича ĕçре ăнăçу сунчĕ.

Тепĕр указ ялсенчи культурăпа кану ĕç-хĕлне лайăхлатмалли мерăсем пирки. Унăн тĕп тĕллевĕ - ял çыннисемшĕн хăтлă условисем йĕркелесси. Михаил Игнатьев республикăра ку енĕпе чылай ĕç пурнăçланине палăртрĕ: çĕнĕ ача сачĕсемпе шкулсем çĕкленеççĕ, 100 фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайнă, çывăх вăхăтра тата 50 тума палăртнă, физкультурăпа сывлăх комплексĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Регион ертÿçи влаç органĕсен представителĕсене культурăпа кану учрежденийĕсен строительствин проектпа смета документацине хатĕрленĕ чухне ялсенчи лару-тăрăва тĕплĕн те тĕрлĕ енлĕн хакламалли пирки асăрхаттарчĕ.

Бюджет проекчĕпе те Михаил Васильевич хăй паллаштарчĕ. Ăна хатĕрленĕ май чи малтан ЧР Пуçлăхĕн суйлавĕ умĕнхи кампани вăхăтĕнче халăхпа тĕл пулнă май çынсем панă сĕнÿсене, вĕсен ыйтăвĕсене шута илнĕ. Республика экономикине тулашри япăх процессен пăхăнăвĕнчен хăтарассине тĕпе хунă. «Эппин, пирĕн патшалăх парăмĕ тĕлĕшпе тытса пыракан консервативлă политикăна малалла тăсмалла, ку енĕпе тĕрлĕ инструментпа усă курмалла, хаклă коммерци кредичĕсене çулталăкри 0,1: танлашакан бюджет кредичĕсемпе улăштарма тăрăшмалла», - терĕ вăл. Сăмах май, шăпах парăм инструменчĕсемпе ăнăçлă ĕçлени юлашки икĕ çулта патшалăх парăмне татас тĕлĕшпе 800 млн тенкĕ перекетлеме май панă. Çакă - 5,6 млрд тенкĕлĕх бюджет кредичĕпе усă курнин кăтартăвĕ. Унашкал кредитсене юлашки сакăр çулта пĕтĕмпе те ун чухлĕ илеймен.

Михаил Васильевич республика Правительстви халăх умĕнчи социаллă обязательствăсене туллин пурнăçлассине çирĕплетрĕ. Çапах «социаллă пулăшăва ятран кÿме тăрăшмалла, хăш çемьесене, граждансене тĕрев чăннипех кирлине тĕпе хумалла».

Бюджетран укçа уйăрса пур­нăçлакан проектсем вара экономика ÿсĕмне, уйрăм çынсем тĕрлĕ отрасле инвестици хывассине вăйлатма пулăшмашкăн тивĕç. Бюджет проекчĕн параметрĕсемпе паллаштарчĕ. Бюджетăн тупăш пайĕ 32,1 млрд тенкĕпе танлашĕ - кăçалхин 89,3% чухлĕ. Цифра пĕчĕкленни хальлĕхе проектра федераци бюджечĕн укçи çуккипе сăлтавланнă. Дотацисене шута илмесен кăçал федераци республикăна паракан укçа 8 млрд тенкĕпе танлашмалла. Федераци бюджечĕн тăкакĕсем 10: чакнă пулин те Чăваш Ен кăçал илекен укçа пĕлтĕрхи шайра. «Укçапа хуçаланакан тытăмсен умне тĕллев лартатăп: бюджетра пăхса хăварнă укçапа çулталăк вĕçлениччен май пур таран туллин усă курмалла», - асăрхаттарчĕ Михаил Игнатьев.

2016 çулхи бюджет тăкакĕсене 34,3 млрд тенкĕ шайĕнче палăртнă /кăçалхипе танлаштарсан 86,4%/. Çакă та, паллах, хальлĕхе федераци бюджетĕнчен укçа уйăрассине çирĕплетменнипе çыхăннă.

- 2016 çул 2015 çултан çăмăлрах пулмĕ. Бюджета йĕркеленĕ, пурнăçланă чухне Чăваш Ен экономикин аталану векторĕсене уçăмлă палăртмалла, кашни отрасльте пур шалти резервсемпе усă курмалла. Мĕншĕн тесен экономикăри, социаллă сферăри лару-тăру, кашни çын, çемье социаллă пурнăç енĕпе хăйсене мĕнлерех туясси пирĕн йышăнусенчен килет, - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Финанс министрĕ Светлана Енилина пулас бюджет уйрăмлăхĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Аталану прогнозĕсен уçăмсăрлăхне пула федераци тата суб<ектсен бюджечĕсене ку хутĕнче пĕр çулталăклăха кăна хатĕрлеççĕ. Республика бюджетĕнче хамăрăн тупăшсем 5: пысăкланассине шута илнĕ. Вĕрентÿри, сывлăх сыхлавĕнчи, культурăпа социаллă сферăри тĕп ыйтусене туллин шута илнĕ. Тăкаксен пысăк пайĕ шăпах вĕрентÿ валли - 10,5 млрд тенке яхăн /пĕтĕм тăкакăн 30:/. Сывлăх сыхлавĕ валли - 6,3 млрд яхăн, культурăпа спорт валли 467 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.

ЧР Çул-йĕр фончĕн тÿпи те курăмлă - 2,7 млрд тенкĕ. Çав шутра 21% - ялсенче çулсем тума, вĕсене тĕпрен юсама. Социаллă политикăна 7,4 млрд тенкĕ уйăрса тĕревлеме пăхнă. Граждансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 1,5 млрд тенке яхăн уйăрĕç. Экономикăн чăн секторне аталантарма - 5,3 млрд тенкĕ. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Иван Моторин премьер çапла палăртрĕ: «Тĕп тĕллев - тупăш пайне пысăклатасси. Хушма тупăша вара эпир социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне хывмашкăн яланах хатĕр».

Бюджет проектне ырласа Патшалăх Канашне тишкермешкĕн ярса пама йышăннă хыççăн ларура Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн бюджечĕ, патшалăх пурлăхне тытса пырасси, приватизацилесси çинчен калакан саккунсен проекчĕсене пăхса тухрĕç.

Светлана Енилина республикăн кăçалхи бюджетне 9 уйăхра мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Тупăш 27 млрд тенкĕрен иртнĕ - пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 1,5: пысăкрах. Организацисен тупăшĕнчен илекен налук, акцизсен, транспорт налукĕн, патшалăх пошлинисен калăпăшĕ пысăкланнă. Çав вăхăтрах уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук виçи пĕчĕкрех. Çакă, министр шухăшĕпе, пысăк предприятисем хăйсен ĕçченĕсемпе акционерĕсене тÿлекен премисемпе дивидендсем пĕчĕкленнипе çыхăннă.

Кăçалхи виççĕмĕш квартал валли çын пуçне пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене çирĕплетрĕç - 8191 пин тенкĕ. Умĕнхи виçепе танлаштарсан вăл 400 тенкĕ чухлĕ пĕчĕкленнĕ. Апат-çимĕç хакĕсем чакнă имĕш...

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев патшалăх служащийĕсем командировкăсене çÿремелли йĕркепе условисем улшăнни çинчен хыпарларĕ. Раççей шайĕнче йышăннă саккун çулçÿрев докуменчĕсене парас тĕлĕшпе çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Чиновниксем Раççей тата Еврази экономика пĕрлĕхĕнчи патшалăхсен авиакомпанийĕсен рейсĕсемпе кăна вĕçме пултараççĕ. Ку йĕркерен çак компанисен самолечĕсем вĕçмен маршрутсемпе кайма тивсен кăна пăрăнма юрать.

Дмитрий НИКОЛАЕВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.