Тар тăкрăмăр вырмара, савăнар-ха уявра

Паян республикăри çĕр ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. "Ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсен хăйсен ĕçне харпăрлăхăн мĕн пур формипе çирĕппĕн аталантарма шанчăклă майсем пур. Тĕнчери хальхи политика лару-тăрăвне тата импорта улăштармалли тĕллевсене шута илсе ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçа малалла хăвăрттăн аталантарасси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать. Чăваш Енре ял хуçалăхне патшалăх паракан пулăшу калăпăшĕ çуллен ÿссе пырать. Юлашки пилĕк çулта ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсемпе агропромышленноç комплексĕн организацийĕсене 11 млрд ытла укçа-тенкĕ уйăрнă, отрасле çĕнетме 10 млрд тенкĕ ытла хывнă, 200 яхăн инвестици проектне пурнăçланă, çĕршер пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ", – палăртнăччĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев маларах каланă салам сăмахĕнче.

Чăваш Енри халăхăн 40 проценчĕ ял çĕрĕ çинче ĕçлесе пурăннине шута илсен аграри тытăмĕ пĕлтерĕшлисен шутĕнче пулмалла, унта тăрăшакансен ĕç тухăçлăхĕ ÿснине туйса тăмалла. Хавхалануллă кăмăлпах кĕтсе илеççĕ-и çĕр ĕçченĕсем хăйсен уявне? Çавна пĕлесшĕн пултăмăр эпир çĕр çинче чуна парса вăй хуракансенчен.

Николай Андреев, Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ СХПК ертÿçи: – Хресченсене халалланă уяв çак эрнере хамăр районта та иртрĕ. Хальхи вăхăтра производствăна тытса пыма çăмăл мар, малтанхи шайран чакас мар тесен питĕ хытă тăрăшмалла, чăтăмлă, тÿсĕмлĕ пулмалла. Уяв умĕн япăххи çинчен калаçас килмест. Пирĕн хуçалăхăн тĕп пуянлăхĕ – ĕç коллективĕ. Вăл маттур пулнăран кăçалхи 9 уйăхри экономика кăтартăвĕпе кооператив районта пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Çакăншăн район администрацийĕ 10000 тенкĕ парса хавхалантарчĕ.

Владимир Иванов водительшĕн хĕпĕртес килет. Вăл ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине илчĕ. Николай Иванов водитель, Владимир Алексеев пăру пăхакан, Светлана Волкова рабочи те чи лайăх ĕçченсен шутне лекрĕç. Вĕсене тата ытти мĕн пур ĕçчене чунтан тав тăватăп.

Çанталăка пула кăçалхи ĕççи йывăррăн иртрĕ, çапах выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрлерĕмĕр. Сĕтлĕ хуçалăх ятне яланхиллех чыслăн тытса пымалла вĕт. Çĕнĕ техника та туянтăмăр.

Сергей Матвеев фермер, Муркаш районĕнчи Катькас ялĕ: – Фермер хуçалăхне тинтерех кăна йĕркеленĕрен хальлĕхе ытла мухтанаймастăп. Юлашки çулсенче çĕр ĕçĕнчен уйрăлман, паллах. Выльăх йышлă усранă, çамрăккине халăхран пуçтарса та самăртнă. Халĕ мăйракаллă шултра выльăх шутне ÿстересшĕн, витене анлăлатма пикеннĕ. Строительство ĕçне вĕçлесен ăратлă сурăх ĕрчетес шухăш та пур. Кăркка, индокăвакал ашне кăçалхи пек вырнаçтарма май килсен вĕсене малалла та усрасшăн. Шухăш-тĕллевсĕр пурăнмастпăр. Вĕсене пурнăçлама тăрăшăпăр.

Михаил Петров, Патăрьел районĕнчи «Малалла» хуçалăх ертÿçи: - Çанталăк республикăн кăнтăр районĕсене темиçе çул сиен кÿрет пулсан та уяв кăмăл-туйăмĕ аванах. Паллах, лайăххипе юнашар япăххи те пулать пурнăçра. Малтан шăрăх çунтарчĕ, кайран çумăр тăкрĕ, çапах та çĕр улмине тухăçлă пуçтарса илтĕмĕр. Унсăр пуçне çĕртме тума та, кĕрхисене акма та хĕвеллĕ çанталăк пулчĕ.

Тыр-пула гектартан 28,5 центнер пухса кĕртрĕмĕр, çĕр улмине - 235 центнер. Ял ĕçченĕсен уявне яланах савăнăçпа кĕтсе илетпĕр. Вăл - пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ пулăм. Акара, вырмара тар тăкни ахаль ан ирттĕр.

Владислав Ананьев, Муркаш район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ: - Кăçал пире çанталăк пулăшса пычĕ темелле: çу - çумăрлă, кĕр типĕ килчĕ. Уй-хирте лартса-акса хăварнине йăлтах пуçтарса кĕртрĕмĕр. Тухăç та иртнĕ çулхинчен пысăкрах, районĕпе гектар пуçне вăтамран 22,2 центнер тырă тухрĕ. Пÿлмене «сарă ылтăн» 31 пин тонна кĕчĕ. Уй-хир пушаннă - чунра лăпкă, уява хутшăнма та намăс мар.

Районĕпе тăхăр уйăхра пĕлтĕрхинчен 300 тонна ытларах сĕт сунă. Условнăй выльăх пуçне 42 центнер апат единици хатĕрленĕ. АПК отраслĕнчен 60 млн тенкĕрен кая мар тупăш илессе шанатпăр. Суворов, Евтихий Андреев, Чкалов ячĕллĕ, «Оринино», «Герой», «Путь Ильича» тата ытти хуçалăхра кăтартусем палăрмаллах ÿснĕ. Толстов, Бихтеров, Бархаткин, Горбунов фермерсене те ырăпа асăнмалла.

Марина Ефимова, Элĕк районĕнчи Прашкушкăнь ялĕ: - Хушма хуçалăхра 8 ĕне выльăх, çав шутра сăвăнаканни - 3. Ĕне шутне 6-7 пуçа çитерес шухăш та пур-ха, анчах сĕт йÿнелсе кăйрĕ те иккĕленме тытăнтăм: нушаланма кирлех-ши? Паян пĕр литрне 16 тенкĕпе сутатпăр. Пирĕн тăрăхра 5 усламçă сĕт пуçтарать. Унччен ялта пурăнакансем килĕрен тенĕн 4-5 ĕне усранă. Пирĕн тăрăхра хуçалăх арканнă, çынсен ирĕксĕрех выльăх-чĕрлĕх усрамалла е аякка ĕçлеме каймалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.