Çĕрулми çитĕнтерекенсен ăнăçу никĕсĕсем

Çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курни, çĕр ĕçне пĕлсе тата ăна наукăпа агротехника ыйтнă пек туса пыни, пахалăхлă вăрлăх çеç акни, туслă коллектив пĕлĕвне пĕрмай ÿстерме ăнтăлни - шăпах çак самантсем "Çĕрулмине мухтав-Елчĕк" агрофирмăна яланах малтисен йышĕнче пулма май параççĕ. Кăçалхи çитĕнÿсем те савăнтараççĕ, çавна май асăннă ОООра тăрăшакансем ЧР Ялхуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне лайăх кăмăл-туйăмпа кĕтсе илеççĕ.

Агрофирма пахалăхлă çĕрулми çитĕнтерес енĕпе ĕçлет. Кăçал "иккĕмĕш çăкăра" 200 гектар çинче лартса ÿстернĕ. Элита вăрлăхпа /"Невский", "Гала", "Импала", "Ред Скарлет".../ çеç усă курнăран тухăç та аван пулнă: пĕр гектартан - 370 центнер. Çĕрулмине ятарлă агрегат-установкăсемпе шăварни те витĕм кÿнĕ, паллах. Кăçал çулла Елчĕк тăрăхĕнче чылай вăхăт çумăр çумарĕ те - асăннă хатĕрсем шăпах вырăнлă пулнă. Шăваракан çĕрте, паллах, тухăç чылай пысăкрах. Çакна шута илсе хирте татах ятарлă агрегатсем вырнаçтарма планланă, çĕрулмин шăваракан лаптăкне 170 гектара çитерме йышăннă. /Кăçал 100 га çинчи çĕрулмине, 70 га çинчи пĕрчĕллĕ культурăсене шăварнă/.

Çĕрулми çитĕнтерекенсем ăнăç­лă ĕçленин тепĕр вăрттăнлăхĕ - ăнса пулнă пахча çимĕçе вăхăтлă пухса кĕртни тата ăна упрама лайăх условисем йĕркелени. 2014 çулта агрофирма 4,5 пин тонна кĕрекен ятарлă управ туса хута янă. Унта пĕтĕм ĕçе механизациленĕ, çĕнĕ йышши оборудованипе пуянлатнă. Автоматика сывлăш температурине кирлĕ шайра тытса тăрать. Кăçал унта 600 ытла контейнер вырнаçтарнă, 4,6 пин тонна çĕрулми упрама хунă. Тепĕр складра, 2009 çулта тĕпрен юсанинче, 800 ытла тонна пахча çимĕç упранать. Унта та температура режимне кирлĕ пек тытса тăракан автомат пур. Лайăх управсем пурри çĕрулмине çулталăк тăршшĕпех сутма май парать. Чăвашсен çĕрулмине Самартан, Ульяновскран, Хусантан тата ытти çĕртен килекенсем хапăлласах туянаççĕ. Малалла вулас...

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.