Комментари хушас

30 Юпа, 2015

Яла çывăх агрокластер мĕнле йĕркелемелле?

Патăрьел районĕнче çак тата ытти ыйту хуравне шырарĕç

Юнкун кунта «Яла çирĕплетни - Раççее ÿсĕмлĕн аталантарни» ятпа регионсен хушшинчи V «Шăнкăртамри диалог» форумĕ иртрĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннисем ирхи кÿлĕм секцисенче хресчене пулăшассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Пленарлă лару Шăнкăртам ялĕнчи культурăпа кану çуртĕнче пулчĕ. Унта республикăн кăнтăр районĕсенчи ял тăрăхĕсен, мĕнпур харпăрлăхлă ялхуçалăх организацийĕсен пуçлăхĕсем, предпринимательсем хутшăнчĕç. Ăна форумăн йĕркелÿ комитечĕн ертÿçи - Мускав хулин, Раççей тĕп регионĕпе Чăваш Ен муфтийĕ Альбир Крганов ертсе пычĕ. Шăнкăртамра 6 пин ытла çын пурăннине, ял хуçалăхĕнче продукци нумай туса илнине, анчах çынсем ăна хуласенче сутса тупăш тăвайманнине палăртрĕ. Кунта тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхсенчен продукци йышăнакан логистика центрĕ, ăна тирпейлесе хуласене вырнаçтаракан, вырăнтах апат-çимĕç хатĕрлекен предприятисем кирлĕ терĕ. Влаç органĕсенчен республикăн кăнтăр пайĕнчи аграри кластерне Шăнкăртамра йĕркелеме ыйтрĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев форумра панă сĕнÿсене Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче тишкерме, вĕсене шута илсе Раççей саккунĕсене улшăнусемпе хушăмсем кĕртес тĕллевпе республика интересĕсене РФ Федераци Пухăвĕнче хÿтĕлекенсен умне лартма шантарчĕ.

- Паян çеç 2016 çулхи бюджет саккунĕн проектне пăхса тухрăмăр, - терĕ. - Ял территорийĕсене, чи малтанах ялхуçалăхне килес çул кăçалхинчен пĕр пус та сахалрах уйăрмастпăр. Хресченсем ытлашши продукцие потребительсене сутса укçа туччăр. Патшалăх органĕсен Раççей шайĕнче ĕçлекен предпринимательсене тĕкĕлесе апат-çимĕçе хуласене вырнаçтарма пулăшмалла. Ку ĕç ăнăçлă каясси пĕчĕк тата вăтам бизнес çаврăнăçулăхĕнчен нумай килет. Уйрăм предпринимательсем, фермерсем, килти хуçалăхсем пĕр-пĕринпе кооперациленсе продукци пуçтарассине, тирпейлессине, унран апат-çимĕç хатĕрлессине тата ăна хуласенче вырнаçтарассине йĕркелемелле.

М.Игнатьев ялсенчи урамсенче çул тата утма çул тума килес çулхи бюджетра 570 млн тенкĕ - кăçалхинчен 25: нумайрах - пăхассине, çывăх вăхăтра культурăпа кану центрĕсем уçассине, 2016-2017 çулсенче 50 ФАП хăпартассине пĕлтерчĕ. Аграрисем кăçал федераципе республика хыснинчен 2,8 млрд тенкĕ илессине тепре çирĕплетрĕ.

Шăнкăртам çумĕнче федераципе республикăн ял тăрăхĕсене комплекслă, пĕр вырăнарах хăтлăлатасси çинчен калакан саккунĕсемпе килĕшÿллĕн пурăнмалли çуртсем тăваççĕ. Хыснара укçа çителĕксĕр пухăннă пирки строительствăна кĕмĕл кирлĕ чухлĕ уйăраймаççĕ. М.Игнатьев кунта укçа ытларах явăçтарас тĕллевпе Раççей Ялхуçалăх министерстви ирттерекен конкурса хутшăнса грант çĕнсе илĕпĕр терĕ.

- Ял производствипе логистикине аталантармаллах, - терĕ РФ Патшалăх Думин вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова. - Раççей Ялхуçалăх министерстви çак тĕллеве пурнăçлассишĕн мĕн кирлине пурне те тăвасса шанатăп. - Ялсенче çамрăк вĕрентекенсемпе врачсем сахал, - терĕ. - Вĕсен пысăкрах пайĕ аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн ялсене таврăнмасть. Кун пек ан пултăр тесен хыснаран уйăракан укçапа усă курса пĕлÿ илекенсене çуралса ÿснĕ вырăна тавăрмалли йĕркене саккунпах çирĕплетмелле.

- Раççее чикĕ леш енчен апат-çимĕç кăçал пĕлтĕрхинчен чылай сахалрах /уйрăммăн илсен сĕт тата унран хатĕрленĕ юр-вар - 25:, пахча çимĕç - 21, ашран хатĕрленĕ апат-çимĕç - 19:/ илсе килнĕ, - терĕ РФ Ялхуçалăх министерствин ялхуçалăхне аталантарассин тата социаллă политика департаменчĕн директорĕ Дмитрий Торопов. - Вĕсене хамăр çĕршывра нумайрах туса илме тытăнтăмăр. Çавăн пекех пирĕн тĕллевсенчен пĕри - пахча çимĕçпе улма-çырла управĕсем, логистика центрĕсем ытларах ĕçе кĕртесси. Аграрисене федераци хысничен укçа çуллен нумайрах уйăратпăр.

- Ялсене аталанма хистесе улттăмĕш çул хула-ялта сабантуй ирттертĕмĕр, - терĕ Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕн председателĕ Ринат Закиров /Хусан/. - Тутарстанра туса илекен продукцие Китайра сутас тĕллевпе унти аслă шкулсене çуллен тутар çамрăкĕсене вĕренме яратпăр. Таврăнса Раççейпе Китай хушшинчи суту-илĕве йĕркелеме хутшăнаççĕ.

- Пĕтĕм тĕнчери Банк рейтингĕпе ĕçлĕ лару-тăру тăвас енĕпе Раççей 2011 çулта - 130-мĕш, кăçалхи çак кун тĕлне 51-мĕш вырăнта, - терĕ РФ Стратегиллĕ пуçарусен агентствин регионсен аталанăвне йĕркелемелли проектсен ертÿçи Андрей Гаврилин. - Бизнеса аталантарма май туса парассипе Чăваш Ен çĕршывăн ытти суб<екчĕ хушшинче 2014 çулта малти вырăнсенчен пĕрне йышăнчĕ.

Форума хутшăннисене Тутарстан премьер-министрĕн канашçи Линар Якупов, РФ Общество палатин членĕ Максим Григорьев, Шупашкарпа Чăваш Ен епархийĕн секретарĕ Михаил Иванов, ыттисем саламларĕç. Турцин Хусанти консуллăхĕн суту-илÿ енĕпе тăрăшакан Закерия Бекташ атташе Чăваш Енпе Турци хушшинчи суту-илÿ çыхăнăвне çирĕплетме чĕнсе каларĕ. Мускав облаçĕнчи суту-илĕве апат-çимĕçпе тивĕçтерекен логистика центрĕн, çĕршыври 18 регионта продукци пуçтаракан «Разгуляй» компани элчисем ялхуçалăх организацийĕсенчен продукци пуçтарас енĕпе пухнă опытпа паллаштарчĕç.

Форум йĕркелÿçисенчен пĕри республика Пуçлăхĕнчен Шăнкăртамра логистика центрĕ хута ярассине, ăна ялхуçалăх продукцийĕпе тивĕçтерессине, тирпейлекен предприяти уçассине, унта хатĕрлекен апат-çимĕçе хуласенче вырнаçтарассине витĕм кÿмешкĕн пулăшма ыйтрĕ. М.Игнатьев Шăнкăртам агрокластерне налук инспекцийĕнче предприяти статусне парса шута илтерменнине, çавăнпа республика хыснинчен вăл е ку программăпа тÿрремĕнех укçа уйăрма юраманнине палăртрĕ.

- Бюджетран грант илес тесен хăвăр ума лартакан тĕллевсене пурнăçлама юридици сăпачĕллĕ, бизнесра пĕрремĕш çул çеç ĕçлемен, укçа-тенкĕ çавăрттарса курнă организацие суйласа илĕр, - терĕ. - Пĕтĕм яваплăха хăйĕн çине илтĕр. Шăнкăртамра ялхуçалăх потребителĕсен е производство кооперативĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Вĕсем кооперациленсе агрокластер никĕслеме пултараççĕ. Патшалăх майĕпен вĕсене тĕрлĕ программăпа субсиди уйăрма тытăнĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.