Archive - 2 Çурла, 2014
Çĕрпÿ тăрăхĕнче пулă аван кĕрет
"Чăваш хĕрарăмĕ” 02.08.2014
Халăх татăлмасть
Кĕçĕн Таяпа ял администрацийĕн чи пысăк та çутă кĕтесне вулавăш валли уйăрнă. Кунта ĕçлекенсем чунран тăрăшни тÿрех палăрать. «Юмах тĕнчинче», «Ĕмĕр манми çĕнтерÿ», «Юратнă енĕм, Елчĕк ен», «Шупашкарăм, савнă Шупашкар» чăвашла çырнă стендсен ячĕсем библиотекăна пуянлăх сĕмĕ кĕртсе алăк уратинченех хăйсем патне туртаççĕ.
Канма кайнă та...
Чуна çывăх шкул пурнăçĕ
Ялсен аталанăвĕ тавра та калаçрĕç
Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускавра Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă. Республика Пуçлăхĕ Президента Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕ, çав шутрах çитĕнĕвĕсемпе йывăрлăхĕсем пирки каласа кăтартнă, чăваш ялĕсен аталанăвĕ çинчен те сăмах пуçарнă.