Çĕрпÿ районĕнче пурăнакансемшĕн пулă тытасси - вăхăта усăллă ирттерни тата канни кăна мар, хăйне евĕр ăмăрту та, пултарулăхпа ăс-хакăла кăтартма тăрăшни те. Çак кунсенче Метикассинчи культура центрĕнче ав шкул ачисем валли «Маттур пулăçсем» конкурс ирттернĕ.