Ялсен аталанăвĕ тавра та калаçрĕç
Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускавра Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă. Республика Пуçлăхĕ Президента Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕ, çав шутрах çитĕнĕвĕсемпе йывăрлăхĕсем пирки каласа кăтартнă, чăваш ялĕсен аталанăвĕ çинчен те сăмах пуçарнă. Регионра ача сачĕсен черечĕсене пĕтермешкĕн йышăнакан мерăсене, çамрăк çемьесене пулăшмалли программăсене сÿтсе явнă. Республикăра ĕçлесе пурăнакансем пысăк çак пулăма мĕнле хакланипе кăсăклантăмăр.
Александр ИЛЮТКИН, Патăрьел районĕнчи «Исток» хуçалăх ертÿçи:
- Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулса калаçни, пĕр-пĕринпе ăнланса, килĕштерсе ĕçлени пире те, Чăваш Енре пурăнакансене, савăнтарать. Кун пек тĕл пулу кашни кунах иртмест-çке. Владимир Путин Чăваш Ен Пуçлăхне çапла йышăнни, пирĕн республика аталанăвĕпе кăсăкланни - пысăк чыс. Апла, çĕр-шыв Президенчĕ пирĕн Чăваш Ене, Михаил Игнатьева шанать. Республика кăтартăвĕсем те япăх мар. Владимир Путин та, Михаил Игнатьев та пĕрлехи ĕç пурнăçлаççĕ, çавăнпа вĕсен сÿтсе явмалли нумай. Ертÿçĕ республикăри хăш-пĕр чăрмав пирки, тĕслĕхрен, ял хуçалăх продукцине туса илес енĕпе, пĕр пытармасăр, нимĕн ÿстермесĕр каласа кăтартни те килĕшрĕ.
Петр НИКИФОРОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Патăрьел районĕнчи «Красное Знамя» хуçалăх ертÿçи:
- Владимир Путин Михаил Игнатьевпа тĕл пулнине ырламалла кăна. Çакă республикăна малалла аталанма, социаллă ыйтусене татса пама, экономика лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшать. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ят-сумĕ ÿссех пынине çирĕплетет ку тĕл пулу. Владимир Путин кашни регион ертÿçипе курнăçмасть. Пĕр-пĕр пуçарупа е çитĕнÿсемпе палăрманнисем ун патне лекме пултараймаççĕ те. Вăл хăй патне ытларах чухне вăйлисене, лайăххисене, малта пыракансене чĕнет. Мана чăваш ялĕсен пуласлăхĕпе малашлăхĕ, аталанăвĕ пирки сăмах пуçарни уйрăмах килĕшрĕ.
Владимир КУЗЬМИН, Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- РФ Президенчĕ Владимир Путин Михаил Игнатьева чĕнсе илсе итлени пирĕн республика сумне çÿллĕ шая хăпартать. Чăваш Енĕн каласа кăтартмалли пур. Ырă улшăнусене эпир хамăр та туятпăр. Питĕ кирлĕ те усăллă тĕл пулу республика ертÿлĕхне татах та хавхаланса ĕçлемешкĕн полномочисем кÿрет. Халăх муниципалитет ертÿçисен умĕнче те Михаил Игнатьевăн ят-сумĕ татах та ÿсрĕ. Вăл хăй те хастар ĕçлет, пирĕнтен те çирĕп ыйтать. Кашни района çитме тăрăшать вăл, вырмапа кăсăкланать, çитменлĕхсене асăрхасан ятлать те, тивĕçлĕ хушусем парать.
Пирĕн районта та çуралакансен йышĕ вилекенсенчен нумайрах. Кăçал 181 ача çут тĕнчене килнĕ. Анчах та хулара ача садне вырнаçмалли черет ыйтăвĕ çивĕч. Нумаях пулмасть Етĕрнери «Пукане» ача садĕнче юсав иртрĕ, халĕ тата тепĕр 80 пепке валли вырăн уçма май килчĕ. Çавăн пекех шкул ÿсĕмĕчченхи икĕ учреждение бюджет укçипе юсаса çĕнетрĕмĕр. Кăçал чÿк уйăхĕнче 200 вырăнлăх çĕнĕ садик хута каймалла. Вара черет ыйтăвĕ те татăлмалла.
Вырма аван пырать, тухăç - 1 гектартан 22 центнер. Çурхисене кĕрхисенчен ытларах та пухса илессе шанатпăр.
Маргарита ДАНИЛОВА, Канашри тавра пĕлÿ музейĕн директорĕ:
- Мана, хулари хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи пулнă май, ачасем çурални, садиксем уçăлни уйрăмах хавхалантарать. Пирĕн хулара та çуратакансем йышланчĕç. Культура çулталăкĕнче çавнашкал тĕл пулу иртни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатăп. Шел те, культура пирки сăмах хускатмарĕç вĕсем. Хамăр çине те пăхтарас килет-çке çапах та. Камăн мĕн мĕн ыратать - çавăн пирки калать теççĕ те, манăн та хамăр музейшăн чун лăпкă мар. Юсав ирттермешкĕн мĕнле майсем шырамарăмăр-ши? Çурлан 19-мĕшĕнче пысăк зала савăнăçлă лару-тăрура уçатпăрах. Çичĕ çул кĕтнĕ эпир çак саманта.
Нумаях пулмасть Михаил Игнатьев Канаш хулин администрацийĕн çĕнĕ ертÿçине Людмила Ивановăна çирĕплетрĕ. Манăн шухăшпа, тилхепене хĕрарăм тытсан - йĕрке пулатех. Килте те хĕрарăмсăр пурнăç саланать, влаçра та çавнашкалах.