Archive - Утă 2014

июля 9th

9 Утă, 2014

Чысра – ĕçченлĕх, пултарулăх

Тихвин ярмăрккин уявĕнчи Акатуйра Çĕрпÿ районĕн çĕр ĕçченĕсем тулли кăмăлпа савăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов асăннă тăрăх – пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 20002 гектар акнă. Çакă пĕлтĕрхи шайăн 111 проценчĕпе танлашнă. Ял хуçалăх культурисене пĕтĕмпе 28021 гектар çинче акнă тата лартнă.

9 Утă, 2014

Вăрман пăхать пахчана

"Пĕр е икĕ ачаллă çемьесем Березовка ялĕнче сайра пулнă. Тĕслĕхрен, Исаевсем саккăрăн ÿснĕ. Вĕсемпе юнашаррисем – çиччĕн, теприсем – пиллĕкĕн. Унтан каллех саккăр, пиллĕк, çиччĕ, пиллĕк..." – пÿрнисене хуçса шутлама тытăнчĕ Канаш районĕнчи çак ялта пурăнакан Валерий Григорьевич Федоров. Иртнине аса илчĕ вăл.

9 Утă, 2014

Анна аппа – 100 çулта

Елчĕк районĕнчи Тÿскел ялĕнче пурăнакан Анна Паймина çак кунсенче 100 çул тултарнă. Ăна сумлă юбилейпе саламлама ял-йыш, тус-тăванĕ чылай пуçтарăннă. Анна Архиповнăна РФ Президенчĕ Владимир Путин янă саламлă çырупа паллаштарнă.

9 Утă, 2014

Усăллă хурт-хăмăр

Çĕр çинче пурăнакан миллиона яхăн хурт-кăпшанкăран çыншăн чи усăлли – пыл хурчĕ. Вăл этеме тĕлĕнмелле чаплă, тĕрлĕ чир-чĕртен сыватакан, тутлă пыл парать.

Çĕр çинчи пур халăх та пылăн сиплĕ паллисене ĕлĕкренех пĕлет. Унпа медицинăра анлă усă кураççĕ. Пĕр кашăк пыл – пĕр тумлам сывлăх. Вăл ватти-вĕттишĕн тутлă эмел шутланать, вăй кĕртет, организма чир-чĕртен хÿтĕленме пулăшать. Яппун халăхĕ калашне пыл вăл – çут çанталăк çимĕçĕсен патши.

9 Утă, 2014

Тырă сутăнать-и?

Раççей тĕш тыррине нумай туянакан патшалăхсенчен чи малтанах Турципе Египета асăнаççĕ. Импорт шайне вĕсем юлашки икĕ çулта чылай ÿстернĕ. Çакăн çинчен Пĕтĕм тĕнчери "Тырă рынокĕ – ĕнер, паян, ыран" конференцире Раççей Федерацийĕн "Про Зерно" компанийĕн тĕп директорĕ Владимир Петриченко пĕлтернĕ.

9 Утă, 2014

Чăваш Ен Украина çыннисене пулăшать

Раççейĕн ытти кĕтесĕнчи пекех, пирĕн республикăра та Украинăран тарса килекен çынсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Хăйсем пурăнакан яланхи вырăна пăрахса хăварса таракансене ытларах чикĕ çывăхĕнчи облаçсенче йышăнаççĕ. Чăваш Республикине вара тĕпрен илсен кунта тăванĕсемпе пĕлĕшсем пуррисем килеççĕ.

9 Утă, 2014

«Тавах ывăла манманшăн»

Çак сăмахсене Çурçĕр Кавказра вилнĕ Леонид Пучковăн амăшĕ Галина Александровна ывăлĕн ĕçтешĕсене тав туса каларĕ. «Полици тумĕллĕ çынсене курма кăмăллă та, çав вăхăтрах чун та ыратать...» - тет хуйхăллă хĕрарăм. Анчах йĕркелĕх хуралçисене пулăшушăн, тĕрев кÿнĕшĕн тав тăвать.

Pages