Комментари хушас

9 Утă, 2014

Усăллă хурт-хăмăр

Çĕр çинче пурăнакан миллиона яхăн хурт-кăпшанкăран çыншăн чи усăлли – пыл хурчĕ. Вăл этеме тĕлĕнмелле чаплă, тĕрлĕ чир-чĕртен сыватакан, тутлă пыл парать.

Çĕр çинчи пур халăх та пылăн сиплĕ паллисене ĕлĕкренех пĕлет. Унпа медицинăра анлă усă кураççĕ. Пĕр кашăк пыл – пĕр тумлам сывлăх. Вăл ватти-вĕттишĕн тутлă эмел шутланать, вăй кĕртет, организма чир-чĕртен хÿтĕленме пулăшать. Яппун халăхĕ калашне пыл вăл – çут çанталăк çимĕçĕсен патши.

Вĕлле хурчĕсем ăвăс та тăваççĕ. Пыл шĕвĕ ылтăн пулсан, ăвăс – ылтăн чăмакки. Ахальтен мар унпа ют патшалăхсемпе суту-илÿ тунă чухне укçа вырăнне усă курнă.

Ăвăспа радиоэлектроникăра, металлурги, тир-сăран, пир-авăр промышленноçĕнче, уçлăхра, хут тунă çĕрте усă кураççĕ.

Вĕлле хурчĕ пухакан чечек тусанĕ, хурт амин сĕчĕ, пыл хурчĕн çилĕмĕ (прополис) питĕ усăллă. Прополис сиенлĕ хăш-пĕр микроба пĕтерме пултарать. Унпа медицинăра анлă усă кураççĕ.

Чечек тусанĕ вара пыл пекех, хуртсемшĕн тутлăхлă апат шутланать. Пылпа пуянлатнă чечек тусанне юн сахаллипе аптранă чухне, çын вăйсăрлансан çиме сĕнеççĕ.

Ял хуçалăх культурисене шăркалантарас, çут çанталăка сыхлас енĕпе пыл хурчĕсен пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк.

 

Çемьепе пурăнаççĕ

Кирек мĕнле çемьери пекех вĕлле хурчĕсен те ашшĕ-амăшĕ тата ачисем пур. Кашни çемье уйрăм пурăнать.

Вĕсен пысăк çемйинче 70-80 пин хурт. Кашнийĕн хăйĕн тивĕçĕ, ĕçĕ. Вĕллене уçса пăхăр-ха. Унта чарăнми ĕçлекен хуртсене куратăр.

Вĕлле хурчĕсем пĕр-пĕрне апат парасси анлă сарăлнă. Çамрăксем ватăсене апатпа пĕрле гормонсем параççĕ. Çавăнпа вĕсен вăйĕ кирлĕ шайра тытăнса тăрать. Ĕç хурчĕсем икĕ ушкăна пайланаççĕ: пĕрисем вĕллере вăй хураççĕ, теприсем апат пухаççĕ. Çамрăксем йăвари ĕçсене пурнăçлаççĕ, вăтам тата аслăрах ÿсĕмрисем, тавралăха лайăх пĕлнĕрен, нектарпа пыл пухма, шыв илме вĕçеççĕ. 3-4 кунри хуртсем те хăйсем çитĕннĕ вырăна тасатаççĕ.

 

Шыв ĕçеççĕ

Хĕвел питтинче пусă, çăл куç патĕнче е юхан шыв хĕрринче вĕлле хурчĕ шыв ĕçнине курнах ĕнтĕ эсир. Вăл шыв ĕçнисĕр пуçне нектар пухнă пек пĕсехине шыв тултарать те вĕллине вĕçсе каять. Вăл ăна личинкăсене çитермелли «пăтă» хатĕрлеме кирлĕ иккен. Унта пыл, вĕлле хурчĕн сĕчĕ тата чечек тусанĕ кĕрет. Организмра «пăтă» часрах ирĕлтĕр тесен ăна кăштах шыв ярса шĕветмелле. Йăвара личинка нумай пулсан çемье шыв йăтма хурт ытларах уйăрать. Çуллахи типĕ, шăрăх çанталăкра йăвари температурăна чакарма, кирлĕ чухлĕ нÿрĕк тытма хуртсем шыва карас çине сирпĕтеççĕ. Кун каçипе пĕр çемье йăвана çур литр таран шыв илсе çитерет. Çавăнпа утарта шыв тултарнă савăт пулмаллах.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.