Комментари хушас

9 Утă, 2014

«Тавах ывăла манманшăн»

Çак сăмахсене Çурçĕр Кавказра вилнĕ Леонид Пучковăн амăшĕ Галина Александровна ывăлĕн ĕçтешĕсене тав туса каларĕ. «Полици тумĕллĕ çынсене курма кăмăллă та, çав вăхăтрах чун та ыратать...» - тет хуйхăллă хĕрарăм. Анчах йĕркелĕх хуралçисене пулăшушăн, тĕрев кÿнĕшĕн тав тăвать. Ку хутĕнче ывăлĕн ĕçтешĕсем Шупашкар районĕнчи Шуркассине Леонид ячĕпе ас тăвăм хăмине уçма пухăнчĕç.

Ăна республикăн шалти ĕçсен органĕсене йĕркеленине паллă тăвакан кун умĕн уçрĕç. ШĔМ йышĕпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕн çумĕ Андрей Метельков, шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсен канашĕн председателĕ Михаил Киселев, Шупашкар районĕн полицийĕн пуçлăхĕ Александр Кириллов, райадминистраци представителĕсем, пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă полицейскин тăванĕ-пĕлĕшĕ килнĕ...

Леонид пĕлтĕрхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чечен Республикинче пуç хунă. Полицин территори пайне кĕнĕ çĕрте смертник автомобиле сирпĕтсе янă. Вăл тĕп хапхаран шала кĕме тăнă, анчах пакунлă çынсем иккĕленÿ çуралнине кура унăн çулне пÿлнĕ. Преступник вара çавăнтах машинăна сывлăша сирпĕтсе янă. Виçĕ полицейски вилнĕ, çав шутра пирĕн ентешсем Леонид Пучковпа Александр Егоров аслă сержантсем. Паллах, вĕсем вăхăтра мерăсем йышăнман тăк инкек тата та хăрушăрах, çухату пысăкрах пулатчĕ.

28 çулти аслă сержант Шупашкар районĕн полицийĕнче патрульпе пост службин уйрăм взводĕнче полицейски-водитель должноçĕнче ĕçленĕ. Мăшăрĕ, çулталăкри хĕрĕ тăлăха юлнă.

Сăмах илнисем Леонида ăшшăн аса илчĕç. Унăн, служба вăхăтĕнче пуç хунă ытти полицейски ячĕсене ĕçтешĕсем манмаççĕ - министерство йышне яланлăхах кĕртнĕ. Леонид Пучковăн асăну хăми районăн шалти ĕçсен пайĕнче те пур. Ентешĕсем вăл вĕреннĕ вăтам шкула тата район полицийĕ вырнаçнă урама унăн ятне пама пуçару тунă.

...Акă ялти çурт стени çине вырнаçтарнă асăну хăмине витнĕ шурă пусмана сирчĕç /сăн ÿкерчĕкре/. Унтан Леонид ăшшăн тинкерет...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.