Чысра – ĕçченлĕх, пултарулăх

Тихвин ярмăрккин уявĕнчи Акатуйра Çĕрпÿ районĕн çĕр ĕçченĕсем тулли кăмăлпа савăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов асăннă тăрăх – пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 20002 гектар акнă. Çакă пĕлтĕрхи шайăн 111 проценчĕпе танлашнă. Ял хуçалăх культурисене пĕтĕмпе 28021 гектар çинче акнă тата лартнă.

Çĕрпÿсен уявне хутшăннă Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районта ырă улшăнусем вăй илнине палăртнă. Çакă тата та хĕрÿллĕрех ĕçлеме хавхалантармалла. "Çĕнĕ меслетсемпе, технологисемпе усă курса малалла талпăнмалла", – тенĕ вăл.

Çапла тума пултаруллă хресченсем те, ытти тытăмра тăрăшакансем те хатĕр. Тĕслĕхрен, Александр Журавлевпа Евгений Матвеев тин çеç ĕçе пуçăнакан фермерсене паракан пулăшăва – гранта (пĕр миллион ытла тенкĕ ) – тивĕçнĕ. Районти чи лайăх механизаторсене сумлă уявра хĕрлĕ хăю çыхса янă, укçа парса хавхалантарнă. Çакăн пек чысланă хыççăн епле ÿрĕк-сÿрĕк ĕçлĕн? Ыттисен те вĕсем пек пулас килет мар-и?

Хисепĕн çÿллĕрех пусми çине хăпарнисем те сахал мар. "Авангард "Цивильский бекон" пĕрлешĕвĕн филиалĕнче выльăх пăхакан Галина Сергеева оператор кăçал "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Нумай çул агропромышленноç тытăмĕнче тăрăшса вăй хунăшăн республикăн Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин тĕп специалист-эксперчĕ Алевтина Андреева, Çĕрпÿри ветеринарипе санитари завочĕн директорĕ Владимир Григорьев, Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕн директорĕн хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕ Анатолий Степанов Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине илнĕ. Ытти наградăсене тивĕçнисен йышĕ те пысăк пулнă.

Çĕрпÿ ĕçченĕсем Акатуйĕнче те, виçĕ куна пынă ярмăрккăра та чун ăшшипе йĕркеленĕ куравсене, музыка фестивалĕсене, спорт ăмăртăвĕсене йыхравланă.

Республика ертÿçи вĕсенчен чылайăшĕпе паллашнă хыççăн хĕрарăмсен мăнастирьне çитсе курнă. Кунта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсене Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ тĕле вĕçлемелле.

Сăн ÿкерчĕке www.cap.ru сайтран илнĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.