Archive - 8 Нарăс, 2014

8 Нарăс, 2014

Чăваш чăваш патнех туртăнать

Йăхташăмăрсем чăваш пулса çуралнишĕн мухтанни çинчен тăтăш çыратпăр. Тĕнчипех саланнă халăхăн пурнăçĕ пире çав тери кăсăклантарать. Йăх тымарĕ, тăванлăх туйăмĕ, аслă ăру пехилĕ пур чăваша та вăй парса тăнине туяс килет.

8 Нарăс, 2014

Çармăссем чăвашла вуласшăн

Теччĕ районĕнчи Çармăс ял вулавăшĕнчен ватти-вĕтти кунĕпех татăлманнинчен тĕлĕнмелли çук. Ял çыннин пушă вăхăта усăллă та интереслĕ ирттерес килет-çке.

- Пирĕн ял хĕрарăмĕсем ĕç çук тесе килте лармаççĕ, - ку тăрăхри лару-тăрупа паллаштарать Лидия Караева библиотекарь. Çакăнта пурăнакансем темиçе çухрăмри Пăва хулинчи предприятисене вырнаçнă. Анчах çамрăк амăшĕсемпе çыхăннă çивĕч ыйту татăлман-ха. Ялта садик çукран тĕпренчĕкĕсене ниçта хăвараймаççĕ вĕсем.

8 Нарăс, 2014

Украина театрĕн мухтавĕ

Харьковри оперăпа балет театрĕн пысăк залĕнче тăвăллăн алă çупни илтĕнет. Куракансем: «Маттур!» - кăшкăрса сцена çине чечек çыххисем ывăтаççĕ. Балерина спектакле килнисене тав туса пуç таять. Халь-халь куççуль юхса анасса туять вăл. Çавăнпах куçне чечек çыххипе хупласа чаршав хыçĕнче çухалать.

8 Нарăс, 2014

Пĕтĕм тĕнче кĕтнĕ Олимпиада

Эльбрус тăвĕ çине хăпарнă, Байкал тĕпне аннă, Çурçĕр полюсне çитнĕ, уçă космоса хăпарнă Олимп çулăмĕ палăртнă вырăна çитрĕ. Ĕнер Сочире Мускав вăхăчĕпе 20:14 сехетре чаплă лару-тăрура XXII Олимпиада уçăлчĕ. 20:14 сехете ăнсăртран суйласа илмен, Раççейре пĕрремĕш хĕллехи олимпиада ирттернĕ куна палăртать вăл.

8 Нарăс, 2014

«Хастар» ят панипех хастар пулаймăн

Тунти кун Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче командировкăра пулнă май «Хастар» физкультурăпа спорт комплексĕн ĕç-хĕлĕпе паллашма тÿр килчĕ. Район администрацийĕн культура, спорт тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Александр Самсонов журналистпа пĕрле хапăлласах çула тухрĕ.

Pages