Комментари хушас

8 Нарăс, 2014

Чăваш чăваш патнех туртăнать

Йăхташăмăрсем чăваш пулса çуралнишĕн мухтанни çинчен тăтăш çыратпăр. Тĕнчипех саланнă халăхăн пурнăçĕ пире çав тери кăсăклантарать. Йăх тымарĕ, тăванлăх туйăмĕ, аслă ăру пехилĕ пур чăваша та вăй парса тăнине туяс килет.

Украина чăвашĕсем, тĕслĕхрен, 5 обществăна пĕрлешнĕ. Киев, Чернигов, Черновцы, Севастополь, Одесса хулисенче тĕпленнĕ йăхташăмăрсем пĕр-пĕринпе çыхăну йĕркеленĕ. Эстонири йăхташсем 3 ушкăна пуçтарăннă. Латви, Беларуç, Казахстан чăвашĕсен те пĕр сĕтел хушшинче чуна уçса калаçма май пур. Унсăр пуçне Раççей нумай хулинче пур çакнашкал тытăм. Йăхташăмăрсем ытлă-çитлĕ пурăннишĕн эпир те савăнатпăр. Тăван халăха маннă çынна çухалнă пуртă аврипе танлаштараççĕ. Пирĕн йышра ун пеккисем çук ахăр.

Чăвашсем Красноярск тăрăхĕнче Енисей хĕрринче, ял хуçалăх районĕсенче кил-çурт çавăрма тăрăшнă. Вĕсем тăван халăх йăли-йĕркине манăçа кăлармаççĕ. Ăруран ăрăва куçакан юрă-ташăпа ытти наци çыннисене тĕлĕнтереççĕ. Ал ĕç тума, сĕтел янтăлама ÿркенмеççĕ. Хăна пăхма пĕлнипе те уйрăлса тăраççĕ вĕсем. Сăмах май, çак халăх ниçта та кучченеçсĕр çÿременнине ваттисен сăмахĕнче те палăртса хăварнă. Ахальтен мар тата чăваш ĕçленĕ çĕрте савăнать теççĕ. Эх, тĕнчипех янăратăрччĕ чăваш сасси!

Марина ТУМАЛАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.