Archive - 8 Feb, 2014

Кăçалхи Олимпиада пирĕн республикăшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. 42 çул хушшинче пĕрремĕш хут Чăваш Ен спортсменки Елена Муратова /тренерĕ - Валерий Васильев/ Олимп вăййисене хутшăнать. Европа кубокĕн çĕнтерÿçи, Раççей чемпионачĕн бронза призерĕ фристайл енĕпе /«могул» дисциплинăра/ ăмăртĕ.

Керлингпа кăсăкланакансем Раççей хĕрĕсен командин йышĕнче илемлĕ те хура сăнлă мулаткăна сăнанах пулĕ. Мускав пикине Нкеирука Езех тесе чĕнеççĕ, тăванĕсемпе юлташĕсемшĕн - Кира. Вăл чăваш хĕрĕпе негр каччин юратăвĕн çимĕçĕ.

Вăрçă шавĕ тахçанах лăпланнă, çапах унăн суранĕсем паян та тарăн-ха. Етĕрне хулинче пурăнакан Иустина Петровна Рыбакова 94 çулта пулин те çав çулсене хальхи пекех ас тăвать. Тылра ырми-канми тăрăшнă ветеран Ленинград блокадине те тÿссе ирттернĕ.

Ыттисемшĕн, урăх халăхсемшĕн, эпир хамăрлăхпа кăсăклă. Пирĕн те вĕсен культури, йăли-йĕрки пирки пĕлес килет. Вăл е ку халăх чунлăхĕ, кăмăл-сипечĕ, ăс-хакăлĕ никамшăн та ют мар. Çапла пулмалла та.

Ферран Гуэль - Йĕпреç çĕрĕ çине ура ярса пуснă пĕрремĕш испан. Каталонире çуралса ÿснĕ, 35 çула çитсе те çемье çавăрман çул çÿревçĕ пирĕн тăрăха кăмăлланă иккен. Кун пек чухне хăйне юлташ тупăнни лайăх ĕнтĕ, анчах вăл вăрăм çула пĕчченех кĕскетме юратать. Туристăн куçа тыткăнламан ансат кăна çи-пуçне тăхăннăскерĕн çурăмĕ хыçĕнче - пысăк мар кутамкка. Пурте, пурте кăсăклантарать ăна, Раççейре пурăнакан сахал йышлă халăхсен йăли-йĕрки те, тыткаларăшĕ те, юрри-çемми те.

- Вăл пур çĕре те çитет. Унăн пĕлмен япала çук. Аллисем ылтăн. Ваттипе - ватă, çамрăкпа çамрăк пек, - ырă çак сăмахсене пĕтĕмпех Ураскассинчи Владимир Никифоров ячĕпе калаççĕ.

Çĕнĕ Шупашкар хулин сучĕ Ставрополь крайĕнчи Кисловодск хулин 48 çулти арçынни, вăхăтлăха Шупашкарта тĕпленнĕскер, тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пĕтернĕ. Приговор вăя кĕмен-ха, анчах преступлени ÿкерчĕкĕ уçăмлă ĕнтĕ.

Чăваш Енре пулакан кашни пилĕк аварирен пĕри - çамрăк /руль умĕнчи стаж 3 çул таран/ водительсен тÿпи. Транспорт хатĕрĕпе çул çÿрекен яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç çарĕ вара çуллен 20-25 пин çын чухлĕ хушăнса пырать.

Пирĕн несĕлсем çулталăкри кирек хăш вăхăта та усăллă ирттерме тăрăшнă. Хĕллехи вăрăм каçсенче яшсемпе хĕрсем улах ларнă. Анчах вĕсем вăхăта ташă-юрăпа, вăйă-кулăпа кăна ирттермен, унта ал ĕç тунă. Ламран лама куçса пыракан ырă йăла-йĕрке - улах ларасси упранса юлни питех те вырăнлă.

Максим Федорович ача чухнех купăспа туслашнă. Ку тарана çитсе унран пачах та уйрăлман. Çитмĕл урлă каçнă ватăшăн купăс юлташран та çывăхрах. Тăсса ярать те ăна вăл...

М.Кочетков Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Чемен ялĕнче çуралса ÿснĕ. Купăс калама ашшĕн­чен, ку тăрăхри ăста купăсçăран, вĕреннĕ. Шăхач, Турхан шкулĕ­сенче вĕреннĕ çулсенче арçын ача инструмента алăран яман. Пĕчĕк чухне шкулти уяв каçĕ­сенче, ÿсерехпе вăйăсенче хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме купăс каласа юрлаттарнă, ташлаттарнă.

Pages