Пĕтĕм тĕнче кĕтнĕ Олимпиада

Эльбрус тăвĕ çине хăпарнă, Байкал тĕпне аннă, Çурçĕр полюсне çитнĕ, уçă космоса хăпарнă Олимп çулăмĕ палăртнă вырăна çитрĕ. Ĕнер Сочире Мускав вăхăчĕпе 20:14 сехетре чаплă лару-тăрура XXII Олимпиада уçăлчĕ. 20:14 сехете ăнсăртран суйласа илмен, Раççейре пĕрремĕш хĕллехи олимпиада ирттернĕ куна палăртать вăл.

Уяв Олимп паркĕнче, Хура тинĕсрен аякра мар вырнаçнă “Фишт” стадионра, пуçланчĕ. Вăл виçĕ сехете яхăн пычĕ. Уявăн тĕп саманчĕ - Олимп чашăкне çутни. Ăна уçлăха хăпарнă факелтан чĕртрĕç.

Олимпиадăра пирĕн çĕр-шыв чысне 223 атлет хÿтĕлет, вĕсен 60 ытла проценчĕ кунашкал ăмăртăва пирвайхи хут хутшăнать. Вĕсем çак хисепе патшалăхри чи вăйлă спортсменсен йышне кĕме пултарнипе тивĕçнĕ. Спортсменсен вăтам ÿсĕмĕ - 22,5 çул. Çĕр-шыв историйĕнче ку ушкăн чи çамрăкки шутланать.

Олимпиада ĕнер çеç уçăлчĕ пулин те хăш-пĕр тупăшу виçĕм кунах пуçланчĕ. Ту çинче фристайлистсемпе сноубордистсем ăмăртрĕç. “Айсберг” керменри пăр çине фигуристсем тухрĕç. Тĕнчипе палăрнă Евгений Плющенко куракансене тÿрех тыткăна илчĕ. Юзуру Ханю яппун фигурисчĕ хыççăн иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Туринти Олимп чемпионĕ 91,39 балл пухрĕ.

Мăшăрлă ярăнакансем Татьяна Волосожар тата Максим Траньков пĕрремĕш вырăна тухрĕç. “Пире куракансем вăйлă хавхалантарчĕç, çакă та çитĕнÿ тума пулăшрĕ пуль”, - терĕ Татьяна Волосожар журналистсене интервью панă май.

Олимпиадăна кайма, ăмăртусене хăйсен куçĕпе курма аслисемпе пĕрле кĕçĕннисем те ĕмĕтленсе пурăнчĕç. ЧР Вĕренÿ министерстви республикăри ача çурчĕсенче пурăнакан ултă çамрăка Олимп вăййисене çитсе курма май туса панă.

Ăмăртусене курма каякан та чылай. ЧР Культура министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ен 20 артисчĕ Сочие çул тытать. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнчен унта кайма труппăн илемлĕх ертÿçи Анатолий Федоров тивĕçнĕ. Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнчен Ольга Мацуцына артиста суйланă. Вырăс драма театрĕн директор çумĕ Владимир Лазарев çула тухать. Чăваш патшалăх академи драма театрĕнчен Евгений Урдюков артист та Сочие кайма хатĕрленет. Вăл Словенипе Словаки командисем хоккейла вылянине курĕ.

Волонтерсен пулăшăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕнчери чи пысăк ăмăртусенче вĕсен ĕçĕ уйрăмах курăмлă. Сочири Олимп тата Паралимп вăййисем те волонтерсемсĕр иртмеççĕ. Пирĕн респубпикăран унта 176 çамрăк хутшăнать. Волонтерсен йышĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем те пур. Ют чĕлхе тата управлени факультечĕсенче вĕренекен 6 пикене яваплă ĕç шанса панă.

Шупашкарти экономика-технологи колледжĕн 94 вĕренекенĕ Сочие çитнĕ те. Пирĕн ентешсем апатлану предприятийĕсенче поварта, сутуçăра, официантра ĕçлеççĕ.

Сочири Олимп паркĕнче РФ регионĕсен экспозицийĕсен куравĕ уçăлнă. Унта Чăваш Ен те хутшăнĕ. Чăваш патшалăх филармонийĕн “Çавал” фольклор ансамблĕ хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарĕ. Экспозиципе паллаштаракансен йышĕнче пирĕн республика çыннисем те пур. Олимпиадăна пынисен чăваш халăх апатне ас тивсе курма та май пулĕ.

Елена АТАМАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.