Комментари хушас

8 Нарăс, 2014

Украина театрĕн мухтавĕ

Харьковри оперăпа балет театрĕн пысăк залĕнче тăвăллăн алă çупни илтĕнет. Куракансем: «Маттур!» - кăшкăрса сцена çине чечек çыххисем ывăтаççĕ. Балерина спектакле килнисене тав туса пуç таять. Халь-халь куççуль юхса анасса туять вăл. Çавăнпах куçне чечек çыххипе хупласа чаршав хыçĕнче çухалать. Украина тава тивĕçлĕ артистки Валентина Маркова юлташĕсемпе пĕрле сцена çине юлашки хут тухнине паллă тăвать.

...Унăн ачалăхĕ Шупашкарта иртнĕ. Пĕр çемьере 4 хĕр çитĕннĕ. Ашшĕ-амăшĕ заводра вăй хунă.

Шкулта вĕреннĕ вăхăтра Пионерсен çуртĕнчи ташă кружокне çырăннă вăл. Пĕчĕкренех çак искусствăна парăннă хĕр ачан кун тата апат йĕркине çирĕп пăхăнма тивнĕ.

Çав вăхăтра Чăваш Республикин тĕп хулинче 1960 çулта уçăлнă музыка театрĕнче ĕçлемешкĕн балет труппи йĕркелеме пуçланă. Çавна май пултаруллă ачасене Ленинградри е Пермьри хореографи училищине вĕренме янă. Пĕррехинче Шупашкарти Пионерсен çуртне те Пермьрен ятарлă комисси килсе çитнĕ. Училищĕре пĕлÿ илмешкĕн Валентина Марковăна, Надежда Павловăна, Регина Кузьмичевăна, Сергей Петрова, Сергей Матвеева суйласа илнĕ.

Пушкăртстан искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Кузнецова Валентинăна хăйĕн класне йышăннă. Унăн вĕренекенĕсем пысăк ăсталăхпа кăна мар, çынлăх енĕсемпе те уйрăлса тăраççĕ. Валентина Маркова эксперимент программине лекнĕ: ыттисем пек сакăр çулта мар, улттăрах вĕренÿ курсне ăша хывма лекнĕ унăн. Ĕçчен те çаврăнăçуллă çамрăка çакă пĕрре те хăратман. Залран тухма пĕлмесĕр репетицисене хутшăннă, кайран уроксене хатĕрленнĕ вăл.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Пушкăртстан оперăпа балет театрĕн паллă артисчĕсем сценăпа сыв пуллашнă. Балет студийĕ вара çак кăткăслăха сиреймен. Пушкăртстан правительстви училище ертÿлĕхĕнчен пулăшу ыйтнă. Çакăн хыççăн Галина Кузнецовăн класĕнче пĕлÿ илнĕ çамрăксенчен çуррине Уфана янă.

Пултарулăх çулĕ Пушкăртстан сцени урлă выртнишĕн çав тери кăмăллă Валентина Петровна. 8 çул хушшинче балерина куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ, çемье çавăрнă, хĕр çуратнă.

1979 çулта вĕсем çемйипе мăшăрĕн ашшĕ-амăшĕ патне Украинăна куçса кайнă. Харьковри Н.В.Лысенко ячĕллĕ патшалăх академи оперăпа балет театрĕнче çамрăк балеринăна ăшшăн кĕтсе илнĕ. Ĕçе пуçăнсанах Дюймовочка партине шанса панă ăна. Кайран «Мауглире» Хĕр сăнарне, «Щелкунчикре» Машенька рольне калăпланă. Унăн сăнарĕсене асăнса та çитереймĕн.

Сцена паллă ăстисемпе Татьяна Легатпа, Наталья Дудинскаяпа, Константин Сергеевпа, Морис Лиепăпа, Теодор Попескупа, Светлана Колывановăпа репетицисем ирттерни унăн ăсталăх шайне ÿстерме пулăшнине палăртса хăварас килет.

Валентина Марковăн мăнукĕ Саша та пурнăçне балетпа çыхăнтарасшăн. Вăл иккĕмĕш класра вĕренет.

Пĕррехинче мăнукĕпе иккĕшĕ Мироносицкая урамĕпе иртнĕ чухне 5 хутлă çурт çинче асăну хăми вырнаçтарнине асăрханă. Кукамăшĕ Сашăна унта мĕн çырнине вуласа пама ыйтнă. Арçын ача Кокель пирки асăннине украинла васкасах вуланă. «Çакăнтах урăх чĕлхепе çырни те пур», - ăнлантарнă шкул ачи. Валентина Петровнăна Чăваш Республикинчен аякра - Украинăра - асăну хăми çине чăвашла çырни тĕлĕнтернĕ. Çав çуртра унăн ентешĕ Алексей Кокель художник ĕçлесе пурăннине пĕлни мĕнешкел хавхалантарнă хĕрарăма! Ун çинчен мăнукне каласа кăтартнă вăл. Çакăн хыççăн Саша та паллă чăваш пулма тĕллев тытнă.

2007 çулта сцена çинчен кайсан Валентина Петровна çамрăксемпе ĕçлеме пуçланă. Халĕ унăн вĕренекенĕсене тăвăллăн алă çупса хавхалантараççĕ. Апла тăк Валентина Маркова хăйĕн вăй-хăватне шеллеменрен спектакль ăнăçлă пулса тухнă. Çакă нимрен ытла савăнтарать ăна. «Маттур, Валя!» - тетĕп эпĕ ура çине тăрса.

Паллă çак балерина пирки ĕçтешĕсене, юлташĕсене калаçтартăм.

Александр ЧЕПАЛОВ, Харьковри оперăпа балет театрĕн литература пайĕн ертÿçи:

- Валентина Маркова ташă сĕмне туять. Вăл ман куç умĕнчех ÿссе пычĕ. Ăна аслисем те, ачасем те ăшшăн йышăнаççĕ, мĕншĕн тесен Валентина Петровна кашни сăнарпа кураканăн чунне витерме пĕлет. Халĕ вăл хăй вĕренет. Ăсталăхне çамрăксене парса хăварни нимрен паха.

Светлана КОЛЫВАНОВА, Украина халăх артисчĕ:

- Унăн ячĕ Украина кăна мар, совет театрĕн историне ылтăн сас паллисемпе çырăннă. Вăл тĕп партисенче нумай ташланă. Халĕ çамрăксене сцена çинче чунран парăнса ĕçлеме хăнăхтарать.

«Ентешĕмсене манран - салам! Тăван тăрăха яланах ăшă кăмăлпа пырса каятăп», - тет Валентина Петровна.

Владимир ВАСИЛЬЕВ,

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.