Archive - 20 Чÿк, 2014

20 Чÿк, 2014

«Пирĕн ĕлкĕрес пулать»

/Г.Я.Хлебниковăн хĕрĕх кунне асăнса/. Геннадий Яковлевич Хлебников /вăл кăçалхи октябрĕн 11-мĕшĕнче, 82 çула çитсе çĕре кĕчĕ/, малтан Чăваш ăслăлăх тĕпчев институтĕнче вăй хунăскер, 1969 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне ĕçлеме куçать.

20 Чÿк, 2014

"Тăван кĕтесрен лайăххи çук"

Тăван çĕр яланах хăйĕн патнелле туртать, илĕртет, пурăнма тата ĕçлеме вăй-хăват хушать. Çакна Елчĕк районĕнчи Каркаларти Андрей Севриков фермер аван пĕлет. "Тăван кĕтесрен лайăххи çук", - тет вăл.

20 Чÿк, 2014

Асамлă юрă-кĕвĕ тĕнчинче

Иртнĕ эрнере 13-мĕшĕнче Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче «Павлов кунĕсем» пуçланнă. Республикăмăрти çак сумлă вĕренÿ заведенийĕ 85 çул тултарнине халалланă музыка пĕлĕвĕпе юрă-кĕвĕ уявĕ декабрĕн 12-мĕшĕчченех пырĕ.

20 Чÿк, 2014

«Вуннă курнă, вунпĕрмĕш хут курма та хирĕç мар...»

Янкăлч шкулĕн музейĕ Раççей конкурсĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă.      Канаш районĕнчи Янкăлчри шкул ку тăрăхри пĕлÿ çурчĕсемпе танлаштарсан хăйне евĕрлĕхĕпе, вĕренÿ тытăмĕнче çĕнĕлĕхсемпе усă курнипе уйрăлса тăрать. Паян кунта 91 ача пĕлÿ илет.

20 Чÿк, 2014

Асамат эрешĕсем

Светлана Асамат - Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Ульяновск облаçĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ, Раççей Писательсен союзĕн, Чăваш Композиторсен ассоциацийĕн членĕ. Кĕскен - чăваш халăхĕ лайăх пĕлекен сăвăç, юрăç, композитор.

20 Чÿк, 2014

Çуралнă кун тĕлне - пысăк парне

Чăваш кĕнеке издательствинче çак кунсенче кун çути курнă кĕнеке - Ухсай Яккăвĕн «Çырнисен пуххин» улттăмĕш томĕ - тăван литературăн ылтăн çÿпçине пуянлатакан кăларăм.

20 Чÿк, 2014

Ырă ĕç тăвасси - малти вырăнта

Киев Руçĕнчи Игорь кнеçпе унăн арăмĕ Ольга çинчен пĕлетĕр вĕт-ха? Вырăс литературине лайăх вĕренекенсем вуланă. Ывăлĕн ятне ас тăватăр-и-ха? Тĕрĕсех, Святослав.

20 Чÿк, 2014

Пилеш хыçĕнче пытанса юрлакан Илья

Çиччĕмĕш класра вĕренекен Илья Шибаевăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Спортра хастар, вĕренÿре малтисен ретĕнче, тус-юлташĕ хушшинче - хисепре. Ашшĕ-амăшне пулăшма ялан хавас. Шкултан киле таврăнать-и, урамра юр хырать е сарайĕнчи выль-ăхĕсене пăхать-и - ялан юрлать вăл.

20 Чÿк, 2014

Хрюша, Степашка тата Филя - савăнăç парнелекенсем

Иртнĕ эрнере «Чи лайăххи - ачасене» ыркăмăллăх акцийĕ-пе килĕшÿллĕн Шупашкара Мускаври Останкинăран «Спокойной ночи, малыши» телекăларăм сăнарĕсем килнĕччĕ.

Pages