Комментари хушас

20 Чÿк, 2014

«Пирĕн ĕлкĕрес пулать»

/Г.Я.Хлебниковăн хĕрĕх кунне асăнса/. Геннадий Яковлевич Хлебников /вăл кăçалхи октябрĕн 11-мĕшĕнче, 82 çула çитсе çĕре кĕчĕ/, малтан Чăваш ăслăлăх тĕпчев институтĕнче вăй хунăскер, 1969 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне ĕçлеме куçать. Чăваш литературин кафедри /ун чухне унăн пуçлăхĕ М.Я.Сироткин пулнă/ çĕнĕ доцента студентсен кружокне йĕркелесе яма хушать. Малтанласа «Вутчуль» стена хаçачĕ кăларма пуçлаççĕ, унта студентсемпе аспирантсен хайлавĕсем кун çути кураççĕ. В.Тимаков, Ю.Айташ тата В.Станьял аспирантсем, Б.Романов, Г.Желтухин, Р.Сарпи, Л.Мартьянова, Ю.Силэм студентсем ун чухне хăйсен сассине тупма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Сăмахран, Ю.Айташ «Йĕплĕ роза» повеçне уйрăм кĕнекен те кăларнăччĕ, «Ялав» журналта вара «Çĕрлехи тĕлпулу» поэми пичетленнĕччĕ.

Эпĕ те 1970 çулта вĕренме кĕнисен йышĕнчеччĕ. Манпа пĕрле Сергей Полкачев /хитре калавсем çыратчĕ, шел, çамрăклах çĕре кĕчĕ/, Петĕр Çăлкуç /ун чухне спорт поэзине аталантарма ĕмĕтленетчĕ/, Антон Салмин /каярах истори ăслăлăхĕсен докторĕ пулса тăчĕ/, Николай Петров /сăвăсем хайлатчĕ/, Микулай Лантăш /Пушкăртранччĕ, кĕçех вĕренме пăрахрĕ, çырма вара паян кунчченех Ишимбай хушма ятпа çырать/, Петĕр Яккусен /салтакран таврăнсан пирĕнпе вĕренчĕ/ ăс пухрĕç. Тĕлĕнмелле пултаруллă та хастар яшсемччĕ манăн студентташăмсем. Чи малтанах эпир Геннадий Яковлевич ертсе пынипе поэзи секцийĕн ĕç планне йышăнтăмăр /мана çав секцие ертсе пыма шаннăччĕ/. Унпа килĕшÿллĕн Р.Сарпин тата Л.Мартьяновăн сăввисене уйрăмшар каçсенче тишкерсе тухрăмăр. Хамăн архивăмра эпĕ Г.Я.Хлебников калама хатĕрленнĕ май /1970 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче/ çырса хунă хута тупрăм. Çапларах шăрçаланă вăл хăйĕн аллипе: «Виталий Родионов. Çирĕме яхăн сăвă. Ытларах та-и. Юрату теми, гражданла лирика, çутçанталăк, юрă майлисем, тăван çĕршыв. Лайăххисем, «Те хам тĕнче курнишĕн кĕркунне», «Эпир – пĕр тĕпрен» /кусем уйрăмах пластикăллă/, «Ĕмĕрех çамрăк юлĕç», «Тĕнчере хăрушă матч пырать», «Ĕмĕтĕм», «Епле ансат çак пурнăçра». Юрату темипе çырнисенче Вит. Родионов хăй юратни сисĕнмест-ха. Ку тĕлĕшпе Яковлева ирттерет. Юратать. Çутçанталăк ÿкерчĕкĕ /«Йăрăс пÿллĕ йăлтăркка йăмра»/ шухăшласа кăларнăн туйăнать. Шухăшласа, абстрактлă, çунмасăртарах, паянхи кун сывлăшра вĕçсе çÿрекен идейăсем пуррине пĕлсе çеç çырни – сахалтарах-ха. Анчах кунтан та хăрасах ÿкме кирлĕ мар пуль. Чун пулсан – ытти пулма тивĕç. Чун пулмасан пурнăç опычĕ те темех памĕ. Çунни. Çунни. Ансат пек курăнаççĕ. Анчах ку шăранса тухса ансатланни мар-ха, шухăшласарах çитерейментен килет-тĕр, «Вахтăра», «Çĕнĕ çул», «Ĕç хыççăн», «Çеçпĕл Мишшине», «Пурнăç хумĕ хаяр».

1970 çулхи октябрьте университета хулăн çыру килчĕ, ăна Пушкăрт университетĕнчи «Шонкар» литпĕрлешÿрен янă иккен, чăваш студенчĕсене поэзи уявне йыхравлаççĕ. Г.Я.Хлебников сĕннипе Ĕпхÿ хулине каясах терĕмĕр. Ноябрĕн 25-мĕшĕнче тăватă студент /Р.Сарпи, Ю.Силэм, А.Салмин тата эпĕ/ инçе çула тухрăмăр. Чылай çыравçăпа паллашма ĕлкĕртĕмĕр çав кунсенче, пĕр-пĕрин сăввисене куçартăмăр. 1971 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче çавăн евĕрлĕ уява хамăр университетра ирттерме пултартăмăр. Хăнасем Пушкăрт, Тутар, Мордва тата Мари университечĕсенчен килчĕç, студентсем хăйсен хайлавĕсемпе хавхалансах паллаштарчĕç. Ун чухне эпир хамăра чăннипех те çилçунатлă çамрăккăн туяттăмăр /пирĕн пĕрлĕх хăйĕн ятне тупнăччĕ ĕнтĕ, кружокран литпĕрлешÿ пулса тăнăччĕ/.

Хăнасем килнĕ вăхăта «Шупашкар çăлкуçĕ» ятлă альманах кăлартăмăр /редакторĕ В.Станьял аспирант/, унта литпĕрлешÿ ертÿçин çапларах умсăмахĕ пур /уйрăм вырăнсене кăна илсе паратăп/: «Çилçунат Хальхи тĕнче вирхĕнĕвне систермест-ши сире ку символ? Вирхĕнес, васкас, ĕлкĕрес - епле систерÿллĕ сăмахсем! Чăваш характерĕн авалхи йĕрне - хавшаклăхне те, культура тĕлĕшĕнчен кая юлнă халăхсен çынпа тан пулас ĕмĕтне те, хальхи самана ăнтăлăвне те - туйтараççĕ ку сăмахсем. «Ир тăракан тулă пĕрчи тупнă!» тесе калани, сывлăхне хĕрхенмесĕр хистени унăн пурăнас ĕмĕчĕ сÿнменнине пĕлтернĕ. Ахальтен мар пуль нумай халăх йĕрсĕр-мĕнсĕр тĕпренсе çухалнă пулсан, чăваш хăй йăхне, чĕлхине упраса хăварнă-хăварнах. Васкаварлăхĕпе тĕплĕхне пула вăл нимпе те мар, тĕрĕпе – пысăк чăтăм, тирпейлĕх кирлĕ ĕçпе – пирвайхи хут тĕнчене тухрĕ ĕлкĕрес! формула чăваш нацишĕн, уйрăмах культурипе искусствишĕн иртнĕ лозунг пулса юлман. Хăш чухне эпир çапла калаçнине илтетпĕр, «Мĕне кирлĕ вăл наци культурине аталантарни, тĕнчипе коммунизм пулсан хăçан та пулин тĕнчере пурпĕрех пĕр чĕлхеллĕ пĕр культура пулать», - теççĕ. Нациллĕ нигилизм шухăшлă çынна эпир çапла хирĕçлетпĕр: патшалăх тытăмĕ те ĕмĕрех пыракан япала мар, тĕнчипе коммунизм çĕнтерсен вăл та пĕтсе ларать. Пурнăç диалектики пире халĕ тăван халăх чĕлхине те, культурине те хисеплеме, аталантарма хушать... Пирĕн нацин уйрăм хупă ăшне питĕрĕнсе ларма юрамасть, пирĕн ĕлкĕрес пулать. Чăваш çынни çак чăнлăха тахçанах хăй характерĕн никĕсне хывнă. Вăл – ĕçчен, васкавлă, чĕрĕ, чуман мар. Çыравçăсен вара çанă тавăрсах пĕтĕм тĕнче культурине ăша хывма тăрăшас пулать. Çав вăхăтрах хамăр пуçа та хытă ватмалла, хамăр чĕрене те вăйлăн таптармалла, хамăр халăха малалла кайма чăрмантаракан япаласене сирсе ывăтмалла... Тÿпене çитес ĕмĕт кашни чăвашшăн ăш-хыппи пултăр. Унсăрăн сÿрĕк те хевтесĕр, çунатсăр та хăюсăр искусствăсăр пуçне урăх эпир тĕнчене нимех те кăтартаймăпăр. Çак аслă тĕллевпе пирĕн Çеçпĕл чăваш совет поэзине пуçласа янă. Константин Иванов, ăшри пытарăнчăклă пысăк лирик, наци мăнаçлăхĕ пулса тăчĕ... Апла пулсан, ăçта-ха пирĕн тĕнчене тухас çул? Епле ăна çывхартмалла? Çак шухăш-кăмăл искусство çыннисене кăна мар, пĕтĕм общество чĕринче вĕресе тăрсан, пĕрне-пĕри савсан, хавхалатсан çав çутă ĕмĕт пурнăçланасси аякра пулмĕ. Чăваш халăхĕн ĕмĕрхи ырă педагогикине /фольклорне, хальхи литературине/ пĕтĕм тĕнчен мал шухăшлă культурипе сыпас пулать. Çынна çав тери çывăх курма, ун чунне ăнланма, ăшшăн пăхма вĕренес пулать. Ку вăл хамăртан та килет. «Çилçунат» таврашĕнче ăшă çил варкăштăр, кашни юлташ хăйне ирĕк туйтăр, пур ыйту пирки те калаçма пултартăр, çивĕч те ăслă, шÿтлĕ те хăюллă сăмаха хисеплеме вĕрентĕр».

Чăннипех паянхи куншăн та юрăхлă халал сăмахĕсем. Çилçунатçăсем хăйсен вĕрентекенĕн çакăнта илсе кăтартнă шухăшĕсене мала лартасса, чăвашлăха вăйлатсах пырасса, халăхăмăра тĕнче кĕрекине ларма пулăшасса шанас килет. Хушăмăрта тĕп çилçунатçă кăна мар, аспирант пулнă В.Тимаковпа Ю.Айташ та, Б.Романов, Е.Ярдыков, В.Эктел, П.Çăлкуç, С.Полкачев, Р.Пăлхарпек, Н.Петров тата ытти сăвăç-студент çук ĕнтĕ. Эпир вĕсене яланах асăнса тăрăпăр, «çилçунат» çуралнă вăхăтсене ăшрах упрăпăр.

Виталий Родионов,

Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, Раççей ăслăлăхĕсен тава тивĕçлĕ деятелĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.