Archive - 20 Чÿк, 2014 - Тантăш

20 Чÿк, 2014

Ырă ĕç тăвасси - малти вырăнта

Киев Руçĕнчи Игорь кнеçпе унăн арăмĕ Ольга çинчен пĕлетĕр вĕт-ха? Вырăс литературине лайăх вĕренекенсем вуланă. Ывăлĕн ятне ас тăватăр-и-ха? Тĕрĕсех, Святослав.

20 Чÿк, 2014

Пилеш хыçĕнче пытанса юрлакан Илья

Çиччĕмĕш класра вĕренекен Илья Шибаевăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Спортра хастар, вĕренÿре малтисен ретĕнче, тус-юлташĕ хушшинче - хисепре. Ашшĕ-амăшне пулăшма ялан хавас. Шкултан киле таврăнать-и, урамра юр хырать е сарайĕнчи выль-ăхĕсене пăхать-и - ялан юрлать вăл.

20 Чÿк, 2014

Хрюша, Степашка тата Филя - савăнăç парнелекенсем

Иртнĕ эрнере «Чи лайăххи - ачасене» ыркăмăллăх акцийĕ-пе килĕшÿллĕн Шупашкара Мускаври Останкинăран «Спокойной ночи, малыши» телекăларăм сăнарĕсем килнĕччĕ.

20 Чÿк, 2014

Кивьял Нурăс ан ватăлтăрччĕ чунĕпе

Тăватçĕр çул каялла Хирлеп шывĕ Кивьялпа Услапа юханшывĕсенчен аякра юхса иртнĕ. Каярахпа хăйĕн çулне çулсерен улăштарса пынă, Кивьялпа Услапа ялĕсен çумĕпе юхма пуçланă.

Ял мĕнле никĕсленни çинчен Никандр Кузьмич Кузьмин (1867 çулта Вăрнар районĕнчи Кивьялта çуралнă) çапла каласа панă: «1681 çултан Ватим ятлă ачаран çак истори пуçланать. Ĕлĕк-авал ку тăрăхра вăрманлă, шурлăхлă вырăн пулнă. Кивьялтан 4-5 çухрăмра Нурăс ялĕ (халĕ Калинино) вырнаçнă. Кунта инçетрен куçса килнĕ вырăс халăхĕ пурăннă.

20 Чÿк, 2014

Кĕрешмелле! И.МАНДРИК

Тарни

- Антон... Антон, - пăшăлтатрĕç лейтенант тутисем. - Асту, вĕсен аллине ан çаклан. Тискер чĕрчунсем вĕсем, çын çиенсем... Çак сехете асăнмалăх ил, - командирăн вăйсăрланнă алли кăкăр умĕнчи кĕсйине тĕрĕслерĕ. - Манăн документсене, Антон, çĕр айне чавса хур... Чĕрĕ юлсан киле, Кубане, пĕлтер...

20 Чÿк, 2014

Кăвар чĕреллĕ поэтăмăр

Чÿк уйăхĕнче кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитрĕ. Ытла кĕске пулнă унăн ĕмĕрĕ. Хăйĕн пурнăçне пултаруллă чăваш каччи ахаль ирттермен, тăван халăхĕн пуласлăхĕшĕн пăшăрханнă, сăвă хыççăн сăвă шăрçаланă.