Тăван ялăм çапла пуçланнă

25 Раштав, 2014

Ялăн пуласлăхĕ хамăртан килет

Тахçан авал икĕ Çавал пĕрлешнĕ тĕле Нурăс ятлă улпут çитсе чарăннă. Кунти çĕрсем тыр-пул акма юрăхлă пулнă, çавăнпа вăл чылай лаптăка хăй аллине илнĕ, çурт-йĕр çавăрма пикеннĕ. Çав çулсенчех кунта темиçе çемье куçса килнĕ. Нурăс ят панă яла. Куçса килнисенчен чылайăшĕ Нурăсран уйрăлса ултă выселка йĕркеленĕ. Мачамăш Нурăс, Кивьял Нурăс, Хăмăш Нурăс, Услапа Нурăс, Кăмпал Нурăс, Çĕньял Нурăс.

18 Раштав, 2014

Яккушкăнь пуласлăхĕ пăшăрхантарать

Яккушкăнь - Выл юханшывĕн-чен виçĕ-тăватă çухрăм хĕвел-анăçнерех, унăн йÿппин сулахай çыранĕнче вырнаçнă виçĕ урамлă ял. Архив докуменчĕсенче ун çинчен пуçласа 1858 çулта асăнни паллă.

Якку текен çын хăйĕн ушкăнĕпе пирĕн ял вырăнне килсе тухнă. Питĕ килĕшнĕ вĕсене çакăнти вырăн. Юнашарах Кушлавăш шывĕ юхса выртнă. Выльăх-чĕр-лĕх çÿретме çырми-çаранĕ те çителĕк- лĕ. Якку ушкăнĕ çакăнта пурăнма тытăннă. Кĕçех кил йышĕ те 28-ра çитнĕ. Унта 230 çын пурăннă. Тыр-пул акса çитĕнтермешкĕн 456,8 гектар çĕр, вутă пуçтармашкăн 18,3 гектар вăрман пулнă.

4 Раштав, 2014

Куршанкă-Шăхалĕн çутă малашлăхне ĕненетпĕр

Эпĕ Куршанкă-Шăхаль ялĕ çинчен каласа парасшăн. Унта манăн анне çуралса ÿснĕ. Вăл пысăк çемьере çитĕннĕ: унăн виçĕ тетĕшĕ тата икĕ аппăшĕ пур. Ултă ача çуратса ÿстернĕ кукамайпа кукаçи. Вĕсем мана юратаççĕ, яланах хăйсем патне килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Анчах та Шупашкартан унта çÿреме инçерех, 160 çухрăма яхăн. Куршанкă-Шăхаль (Коршанги-Шигали) Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнче вырнаçнă.

Эпĕ пĕчĕкренех ку яла хăнана çÿретĕп. Вăл пысăках мар. Анне каланă тăрăх хальхи вăхăтра унта 50 киле яхăн çеç.

27 Чÿк, 2014

Услапа Нурăса çутă малашлăх кĕтет

Ĕлĕк-авал Нурăс ялĕнче /халĕ Вăрнар районне кĕрекен Калинино/ Нурăс /Норус/ ятлă улпут пурăннă. Унăн ултă ывăл пулнă. Ывăлĕ-сем ÿссе çитсен ашшĕ вĕсене çапла каланă: «Акă сире пĕрер ĕне. Камăн ĕни ăçта курăк çыртать - çавăнта эсир кил-çурт çавăратăр». Çапла ку таврара ултă ял пулса кайнă.

Услапа Нурăса /Ослаба/ Нурăс улпутăн Услап ятлă ывăлĕ никĕсленĕ. Яла унăн ятне панă: Услап - Услапа.

20 Чÿк, 2014

Кивьял Нурăс ан ватăлтăрччĕ чунĕпе

Тăватçĕр çул каялла Хирлеп шывĕ Кивьялпа Услапа юханшывĕсенчен аякра юхса иртнĕ. Каярахпа хăйĕн çулне çулсерен улăштарса пынă, Кивьялпа Услапа ялĕсен çумĕпе юхма пуçланă.

Ял мĕнле никĕсленни çинчен Никандр Кузьмич Кузьмин (1867 çулта Вăрнар районĕнчи Кивьялта çуралнă) çапла каласа панă: «1681 çултан Ватим ятлă ачаран çак истори пуçланать. Ĕлĕк-авал ку тăрăхра вăрманлă, шурлăхлă вырăн пулнă. Кивьялтан 4-5 çухрăмра Нурăс ялĕ (халĕ Калинино) вырнаçнă. Кунта инçетрен куçса килнĕ вырăс халăхĕ пурăннă.

Pages