Куршанкă-Шăхалĕн çутă малашлăхне ĕненетпĕр

4 Раштав, 2014

Эпĕ Куршанкă-Шăхаль ялĕ çинчен каласа парасшăн. Унта манăн анне çуралса ÿснĕ. Вăл пысăк çемьере çитĕннĕ: унăн виçĕ тетĕшĕ тата икĕ аппăшĕ пур. Ултă ача çуратса ÿстернĕ кукамайпа кукаçи. Вĕсем мана юратаççĕ, яланах хăйсем патне килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Анчах та Шупашкартан унта çÿреме инçерех, 160 çухрăма яхăн. Куршанкă-Шăхаль (Коршанги-Шигали) Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнче вырнаçнă.

Эпĕ пĕчĕкренех ку яла хăнана çÿретĕп. Вăл пысăках мар. Анне каланă тăрăх хальхи вăхăтра унта 50 киле яхăн çеç.

Кукамайăн çурчĕ умĕнче юханшыв пур: хĕлле унта эпир çунашкапа ярăнатпăр. Инçех мар, сылтăм енче, ял çумĕпе Кахăрлă (Б. Карла) юхса выртать.

Кукаçи каланă тăрăх çак таврари ялсенчен чи малтан никĕсленни - Кахăрлă-Шăхаль. Халĕ унта мишерсем пурăнаççĕ.

Тĕпчевçĕсем çырнинчен вара çакă паллă: 1554 çулта кунта малтан тăватă çемье куçса килсе тĕпленнĕ. Ял пысăкланса пынă. Хăш-пĕр çемьесем лайăхрах вырăнсем шыраса урăх çĕре куçса кайнă. Комсомольски районне кĕрекен Шурутран та темиçе çемье куçса килсе хальхи Куршанкă-Шăхаль ялĕнче тĕпленнĕ. Вĕсенчен пĕри - Шуркка Тимахви, тепри Большаковсен йăхĕнчен пулнă. Çак йăхсене тăсакансем паян та пурăнаççĕ.

Кукаçипе кукамай ялĕ пĕчĕк пулсан та илемлĕ. Унта йывăçсем нумай, уй-хирсем пысăк. Çыннисем те ырă кăмăллă, пĕр-пĕрне яланах пулăшаççĕ. Эпĕ ун çинчен юрă та пĕлетĕп:

Ах, мĕнле хитре Куршанкă ялĕ,

Куршанкă ялне кам юратмĕ?

Куршанкă çине сывлăм ÿкнĕ,

Ĕнтĕ уйрăлма вăхăт çитнĕ.

Эпĕ калаçма вĕренсенех мана анне çак юрра вĕрентнĕччĕ.

Ĕлĕкхи пурнăç çинчен каланине итлеме те юрататăп эпĕ. Шкулта Аслă вăрçă çинчен пĕлнĕ хыççăн эпĕ аннерен: «Пирĕн кукаçи вăрçăра пулнă-и?» - тесе ыйтрăм. Пулман иккен. Вăл 1939 çулта çеç çуралнă. Унăн тетĕшĕ вара, Николай Константинович Терентьев, 23 çулта вăрçă хирне тухса каять. Вăрçăри паттăрлăхшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе тата медальсемпе наградăланă. Вăрçăпа ĕç ветеранĕ ятне те тивĕçнĕ вăл. «Афганистан вăрçинче, - каласа пачĕ анне. - Унта чылай çамрăк паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă. Вĕсенчен пĕри Куршанкă-Шăхальтен пулнă. Çирĕм çулхи çамрăк, Петр Иванович Маркелов та çав хăрушă вăрçăран таврăнайман. 90-мĕш çулсем иртсен унăн ячĕпе урам уçрĕç.

Çак ялтан тĕнче шайĕнчи спорт мастерĕ те тухнă. Вăл Сильвия Петровна Шемеева (Скворцова). Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи физкультура факультетне вĕренсе пĕтернĕ. 15 çухрăм чупассипе Раççей чемпионĕ (2001), çурма марафонта Раççей кубокĕшĕн тупăшса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче, Европăра, Азире пысăк çитĕнÿсем тунă.

Паллă çынсем татах та нумай кукамайпа кукаçи ялĕнче. Пурин çинчен те каласа пĕтереймĕн.

Юлашки çулсенче тăван ялĕ пушанса пыни питĕ кулянтарать аннене. Хĕллехи, кĕрхи вăхăтра кĕрсе тухма йывăр Куршанкăна, çулĕ япăх. Çамрăксем те урăх çĕре куçса каяççĕ.

Апла пулсан та эпир Куршанкă-Шăхале çутă малашлăх кĕтнине чунтан ĕненетпĕр.

Тайби ТЕРЕНТЬЕВА.

Шупашкар,

1-мĕш шкул.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.