Комментари хушас

20 Чÿк, 2014

Кивьял Нурăс ан ватăлтăрччĕ чунĕпе

Тăватçĕр çул каялла Хирлеп шывĕ Кивьялпа Услапа юханшывĕсенчен аякра юхса иртнĕ. Каярахпа хăйĕн çулне çулсерен улăштарса пынă, Кивьялпа Услапа ялĕсен çумĕпе юхма пуçланă.

Ял мĕнле никĕсленни çинчен Никандр Кузьмич Кузьмин (1867 çулта Вăрнар районĕнчи Кивьялта çуралнă) çапла каласа панă: «1681 çултан Ватим ятлă ачаран çак истори пуçланать. Ĕлĕк-авал ку тăрăхра вăрманлă, шурлăхлă вырăн пулнă. Кивьялтан 4-5 çухрăмра Нурăс ялĕ (халĕ Калинино) вырнаçнă. Кунта инçетрен куçса килнĕ вырăс халăхĕ пурăннă.

Çав çултах Федор Федоров (ашшĕ ячĕ паллă мар) Хирлеп юханшывĕ çине арман лартать. Çывăхри уя пăрçа акать. Пĕррехинче вăл пăрçа анинче 3-4 çулхи ачана асăрхать. Арçын ăна армана илсе каять. Ача хăйĕн ятне çеç пĕлнĕ иккен. Унăн ашшĕпе амăшĕ вăхăт иртсен те тупăнман. Ватим ятлăскере арман хуçи хăех çитĕнтерет.

Ватим 17-18 çула çитсен арманта ĕçлеме пуçланă. 22-23 çул тултарсан вара авланнă. Хирлеп хĕрринче, уçланкăра (хальхи Куд-рявцевсен вырăнне) пÿрт лартнă. Çапла вара ку таврара ялсем пуçланса кайнă. Кивьял ыттисенчен маларах никĕсленнĕрен ăна Кивьял (Кивьялы) тенĕ.

Ватимăн çемйи пысăк пулнă. Анчах ялтисем унăн Антон ятлă ывăлне çеç пĕлнĕ. Антав тесе чĕннĕ ăна вĕсем. Антав хăйĕн ашшĕ вырăннех пурăнма юлнă. Ялта паллă çын пулса тăнă».

Иван Иванович Иванов каласа панинчен вара çакă паллă. Çĕр çул каялла Кивьял Нурăс пушарта тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайнă. Апла пулин те халăх пĕр-пĕрне пулăшса 6-7 çултан каллех çурт-йĕр çавăрнă. Тепĕр вупилĕк çултан Кивьял Нурăс иккĕмĕш хут çунса каять. Çакăн хыççăн çынсем ку вырăна усал çавăрса илнĕ тесе çуррине яхăн Услапа е Хăмăш ялĕсене куçса кайнă. Çапла Кивьялта нимĕнрен те хăраман çынсем çеç юлнă, пушар хыççăн та çурт-йĕре çĕнĕрен çĕкленĕ.

Архив докуменчĕсенче Кивьял пирки пĕрремĕш хут 1719 çулта асăннă. Иккĕмĕш Нурăс тесе палăртнă.

Аслă Кивьял тенĕ халăхра çак яла. Ял çыннисем Нурăсра аш-какай сутнă, хăна çурчĕ тытнă: пĕрремĕш хутра - аш-пăш лавкки, иккĕмĕшĕнче - хăна çурчĕ. Паянхи кун та çав çурт Нурăс ялĕ варринче ларать.

Таврари ялсемпе танлаштарсан Нурăс чи пĕчĕкки шутланать. Ялăн пуласлăхĕ пирки калама темшĕн иккĕленÿллĕ пек. Кунта ытларах ватăсем пурăнаççĕ, çамрăксем хулара. Ахальтен Кивьял тесе каламан пуль ĕнтĕ пирĕн яла. Ял ячĕпе Кивьял пулсан та чунĕпе, вăй-хăвачĕ-пе çеç ан кивелтĕрччĕ. Аталанса, илемленсе пытăр.

Александр СЕМЕНОВ.

Вăрнар районĕ,

Кивьял Нурăс.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.