- Чăвашла верси
- Русская версия
Ялăн пуласлăхĕ хамăртан килет
Тахçан авал икĕ Çавал пĕрлешнĕ тĕле Нурăс ятлă улпут çитсе чарăннă. Кунти çĕрсем тыр-пул акма юрăхлă пулнă, çавăнпа вăл чылай лаптăка хăй аллине илнĕ, çурт-йĕр çавăрма пикеннĕ. Çав çулсенчех кунта темиçе çемье куçса килнĕ. Нурăс ят панă яла. Куçса килнисенчен чылайăшĕ Нурăсран уйрăлса ултă выселка йĕркеленĕ. Мачамăш Нурăс, Кивьял Нурăс, Хăмăш Нурăс, Услапа Нурăс, Кăмпал Нурăс, Çĕньял Нурăс.
Çĕньял Нурăсран пĕр çухрăм çурçĕ-ререх вăрăм вар пуçланать. Якуне çырми теççĕ ăна халăхра. Ку таврари паллăрах вырăнсенчен чылайăшне унăн ячĕпе çыхăнтарнă. Сăмахран, «Якуне вăрманĕ», «Якуне утарĕ» тата ытти те.
Ялăн малтанхи никĕсне хываканĕ Якуне пулнă теççĕ ватăсем. Вăл Хирлеп шывĕ юхса тухакан вăрăм вар хĕррине пырса вырнаçнă имĕш. Икĕ патвар ывăлĕ-пе кил-çурт çĕкленĕ, тыр-пул акнă.
Ĕçчен Якуне лара-тăра пĕлмен: урапа-çуна, катка-пичке, ĕç хатĕрĕсем ăсталанă. Хурт вĕллисем те унăн виççĕре яхăн пулнă теççĕ ваттисем.
Якуне тĕпленнĕ вырăнтан инçех мар - аслă çул. Çырма урлă çÿреме тертлĕ пулнă. Çывăхри вăрмантан юман турттарнă, ниме туса кĕпер ăсталанă. Çакăн хыççăн çул тăрăх çÿрекенсен йышĕ те ÿснĕ.
Кĕпер хывни Якунене пăтăрмах кÿме пуçланă. Вăрă-хурах кăнтăрлах унăн кĕлечĕсене, мĕн пур япалине çаратса кайнă. Çакăн хыççăн Якуне çултан аяккарах тĕпленме шутланă. Хальхи Кăмпал ларакан вырăна çитнĕ, кунта вăрă-хураха кĕрсе тухма кансĕртерех пулнă. Ялти çуртсем майĕпен йышланнă. Хирлеп шывĕ тăрăх вырнаçнă пĕр урамлă ял Якуне йăхĕнчен пуçланса сарăлнă.
Мĕншĕн Кăмпал ят панă-ха ăна? Яла вăрман хупăрласа тăнă. Çулсерен кăмпа пухнă унта вырăнти халăх. Таврари ялсенчен те çынсем йышлăн пуçтарăннă. Çак сăлтава пула яла Кăмпал теме пуçланă таврара. Кăмпал - кăмпаллă ял.
Çичĕ Нурăс хушшинче Кăмпала Суккăр Кăмпал тенĕ. Сăлтавĕ мĕнре-ха? Ĕлĕк чăваш ялĕсенче чир-чĕр алхаснă. Медицина вăйсăррине пула нумай çын пурнăçран уйрăлнă. Трахом (куç чирĕ) - Кăмпал халăхне пырса тивнĕ. Таврари ялсенче ку чирпе нушаланакансен йышĕ сахалтарах пулнă. Кăмпалта вара нумайăшĕ трахома пула суккăрланнă. Çакăн хыççăн хушма ят тухса каять. Паянхи куна вăл манăçнă.
Архив докуменчĕсем тăрăх Кăмпал ялне 1722 çулта Пĕрремĕш Нурăс тесе асăнни паллă.
Кăмпалта майор, çар журналисчĕ, çыравçă, куçаруçă Антип Николаевич Николаев çуралса ÿснĕ.
Ял çывăхĕнчен Емельян Пугачев хăйĕн çарĕпе иртсе çÿренĕ. Кăмпалпа Çĕньял хушшинчи çырма урлă çапăсенчен каçса çÿреме кĕпер хывнă вĕсем. Халăхра ăна Çат кĕпер (çапăран тунă кĕпер) тесе ят панă.
Тăван кĕтесĕм çулсерен çĕнелсе пырать. Çамрăксем ялтах тĕпленеççĕ. Çамрăксен урамĕ те пур. Ăна «Хунямасăр урам» теççĕ. Кунта чăнах та хуняçсемпе хунямасем çук.
Юратнă ялăмăрăн пуласлăхĕ эпир, çитĕнекен ăру тесе шухăшлатăп. Апла унăн малашлăхĕ мĕнле пуласси вара пирĕнтен килет.
Юля НИКОЛАЕВА.
Вăрнар районĕ,
Кăмпал Нурăс.
Комментари хушас