Яккушкăнь пуласлăхĕ пăшăрхантарать

18 Раштав, 2014

Яккушкăнь - Выл юханшывĕн-чен виçĕ-тăватă çухрăм хĕвел-анăçнерех, унăн йÿппин сулахай çыранĕнче вырнаçнă виçĕ урамлă ял. Архив докуменчĕсенче ун çинчен пуçласа 1858 çулта асăнни паллă.

Якку текен çын хăйĕн ушкăнĕпе пирĕн ял вырăнне килсе тухнă. Питĕ килĕшнĕ вĕсене çакăнти вырăн. Юнашарах Кушлавăш шывĕ юхса выртнă. Выльăх-чĕр-лĕх çÿретме çырми-çаранĕ те çителĕк- лĕ. Якку ушкăнĕ çакăнта пурăнма тытăннă. Кĕçех кил йышĕ те 28-ра çитнĕ. Унта 230 çын пурăннă. Тыр-пул акса çитĕнтермешкĕн 456,8 гектар çĕр, вутă пуçтармашкăн 18,3 гектар вăрман пулнă.

Кил, халăх шучĕ çулсеренех ÿссе пынă. Акă 1890 çул тĕлне кунта 54 кил çавăрнă, 305 çын пурăннă. Ялта сумлă ватăсем те нумай пулнă. 92 çултан каçнă Евдокия Дмитриевна Скворцовăна «Пробуждение», «Заря» колхозсенче ырă тĕслĕх кăтартса ĕçленĕшĕн «Тава тивĕçлĕ колхоз ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чысланă. 94 çулти Николай Семенович Семенова, унăн йăмăкне 95 çулти Татьяна Семеновна Васильевнăна та халăхра хисепленĕ. Вăрăм ĕмĕрлĕ çынсен ячĕсене ялта халĕ те манмаççĕ.

Ялăн пуçламăшĕ çинчен çÿлерех асăннă ватăсем ытларах пĕлнĕ, вăл аталанса пынине те хăйсем курнă.

Администраципе территори пайланăвĕсенче Яккушкăнь чи малтанах Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне уесне кĕрекен Шăмат вулăсне пăхăнса тăнă. Чăвашсен автономилле облаçĕ йĕркеленнĕ çул (1920) малтан Хучаш вулăсне, 1926-1927 çулсенче Штанаш (Атай вулăсне) кĕнĕ.

Октябрь уйăхĕнче, республикăра районсем йĕркеленсен, Яккушкăнь ялне Хĕрлĕ Чутай районне кĕртеççĕ. 1939 çулхи мартăн 17-мĕшĕнчен пуçласа Советски, 1956 çултан - Элĕк районне.

Яккушкăнь историйĕ юнашарах вырнаçнă Мăн Ямашпа тачă çыхăннă. Мĕншĕн тесен яккушкăньсем çав ялăн шкулĕнче вĕреннĕ. 1898 çулта йывăçран хăпартнă чиркÿре тĕне кĕнĕ. Унтах 1924 çулхи ноябрĕн 8-мĕшĕнче комсомол ячейки çуралать, икĕ ял çамрăкĕсене пĕрлештерсе ĕçе пикенет. Комсомолецсем çине тăнипех ватă çынсем хушшинче хутпĕлменлĕх чакса пырать. Çавăн пек пункт ун чухне Яккушкăньти Николай Петрович Бармин килĕнче те аван ĕçленĕ.

1914 çулта çуралнă Петр Семенович Семенов Яккушкăнь пирки акă мĕн каласа парать: «Пирĕн ял Яккушкăнь ятлă, вырăсла вăл - Якейкино. Ун вырăнĕнче малтанах сĕм вăрман кашласа ларнă. 1858 çулта хырçă-куланайсемпе ялсене хытă хĕснĕ. Йывăр пурнăçа чăтаймасăр Якку тăванĕсемпе юлташĕсене ертсе хальхи ял вырăнĕн çывăхне куçса килнĕ. «Кун пек чăтлăхлă вырăнта пире никам та шыраса тупас çук», - тенĕ вĕсем. Йывăç касса пурăнма çурт хăпартнă. Малтанах пÿртсем Кушлавăш шывĕ хĕррипе Пĕчĕк улăхра ăçта кирлĕ унта ларнă. Пурăна киле улăхран çÿлерех, тăвайккинерех пÿртсем хăпартма тытăнаççĕ. Çапла Яккун йăхĕ сарăлсах, аталансах пырать, ял йĕркеленме пуçлать. Якку чире пула çĕре кĕнĕ хыççăн унăн пиччĕшĕсемпе шăллĕсем ăна сума суса ял ятне Яккушкăнь теççĕ».

Ял Хĕрлĕ Чутай чиккинче вырнаçнă. Вăл виçĕ урамран тăрать: Пасар (Выльская), Ишпар (Овражная), Чурпай (Южная).

Пасар урамĕ тесе ăна Выл Пасар енче вырнаçнăран каланă. Вăл чи малтан йĕркеленнĕ урам.

Чурпай урамне Хĕрлĕ Чутай районне кĕрекен Чурпай ялĕ енче вырнаçнăран çапла каланă.

Ишпар урамĕнче чи малтан Ишпар ятлă çын тĕпленнĕ. Çапла урам унăн ячĕпе хисепленсе тăма пуçланă.

Ишпар урамĕ вĕçĕнче лаша вити вырнаçнă. Унта ĕлĕк колхоз лашисем пурăннă.

Пасар урамĕ вĕçĕнче пурăнакан Николай Степановăн анкарти хыçĕнчи çырмара тимĕрçĕ лаççи пулнă. Ăна колхозсем йĕркеленсен хăпартнă. Лаçра Ефим Белов ĕçленĕ. Сÿресем, плугсем тата ытти хатĕре те юсанă. 1970 çулсенче тимĕрçĕ лаççи пĕтнĕ.

Пасар урамĕнче пурăнакансем Чурпай урамĕнчисене «лешайкки» теççĕ. Лешсем те вĕсене çапла калаççĕ.

Чурпай урамĕнчен тухсан Кондратьевсен айккипе çырманалла çул кайнă. Кушлавăш юханшывĕ урлă кĕпер хывнă. Çав çул Çирĕккассинчи сÿс-кантăр заводне илсе çитернĕ. Таврари çынсем унта лашасемпе кантăр турттарнă.

Хыççăн калани

Тăван ял мĕнле пуçланса кайнине тĕпчесе пĕлес тесе ялти ватăсемпе, Мăн Ямаш таврапĕлÿçипе курса калаçрăм. Вĕсенчен нумай çĕннине пĕлтĕм.

Ватă çынсем хăйсем мĕн пĕлнине хаваспах каласа пани мана савăнтарчĕ, малалла тĕпчеме хавхалантарчĕ.

Ку ĕçе пурнăçланă май ял пирки тата нумайрах пĕлме пысăк тĕллев çуралчĕ.

Çыннăн пĕтĕм пурнăçĕ тăван ялпа, тăван килпе тачă çыхăннă. Çавăнпа та кашнин тăван кĕтес историне пĕлмеллех. Вăл пирĕн пуласлăх та, паянхи кун та, иртнĕ кунсем те.

Шел те, Яккушкăнь пуласлăхĕнче эпĕ иккĕленетĕп. Çĕнĕ пÿртсем лартаççĕ-ха, анчах та çамрăксем хулана куçса каяççĕ. Ялта пĕр ĕç вырăнĕ те çук. Кичеммĕн, тунсăхлăн ларакан хупăннă пушă çуртсем те нумайлансах пыраççĕ. Лавккана, больницăна, библиотекăна юнашар яла çÿремелле. Яккушкăньте мĕн пуррине колхозсем йĕркелесен пĕтĕмпех Мăн Ямăша куçарнă.

Çапах та тăван ялăн çутă малашлăхне ĕненес килет. Тен, вăл ÿссех пырĕ, кайран вара унта пурăнма пур услови те пулĕ. Хулана куçса кайнисем каялла таврăнса тăван кĕтесĕнчех кун кунлĕç. Чи кирли - ăна пирĕн, çитĕнекен ăрăвăн - манмалла мар.

Николай КУЛАГИН.

Элĕк районĕ,

Мăн Ямаш шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.