Комментари хушас

20 Чÿк, 2014

Хрюша, Степашка тата Филя - савăнăç парнелекенсем

Иртнĕ эрнере «Чи лайăххи - ачасене» ыркăмăллăх акцийĕ-пе килĕшÿллĕн Шупашкара Мускаври Останкинăран «Спокойной ночи, малыши» телекăларăм сăнарĕсем килнĕччĕ.

Чи малтанах ачасем каçсерен экран умĕнче чăтăмсăр кĕтекен Хрюша, Степашка тата Филя Республикăри ача-пăча клиника больницинче пулчĕç, йывăр чирлĕ ачасемпе пĕчĕк тĕлпулу ирттерчĕç, калаçу йĕркелерĕç, ĕмĕт-тĕл-левĕпе кăсăкланчĕç. Шăпăрлансенчен кам пулас текен кăна çук-ши! Пĕри нумай çиме юратнăран повар пуласшăн, тепри хăйне сыватакансене хисепленĕ- рен тухтăр ĕçне суйласшăн, малашлăхра хăйне инженер пек куракан та пур. «Телеертÿçĕ пулас шухăшлисем пур-и кунта?» - кăсăкланчĕç телесăнарсем. Çавăнтах ăсталăх урокĕ пама васкарĕç: «Телеертÿçĕ ĕçне суйлас тесен сирĕн харсăр пулмалла!»

Тĕл пулăва пуçтарăннă ачасене Хрюша, Степашка тата Филя парнесемпе (ÿкерÿ хатĕрĕсемпе) савăнтарчĕç тата пысăк ĕç хушрĕç: «Ачасем, кайран меллĕ самант тупăнсан пире хут çине ÿкерĕр те ĕçĕрсене тухтăрсене парăр, вĕсем вара пирĕнпе çыхăнĕç. Сирĕн ÿкерчĕксене илсен эпир вĕсене «Спокойной ночи, малыши» телекăларăмра кăтартатпăрах».

Çак сăмахсене илтсен ачасем тата хавхаланчĕç, мĕншĕн тесен хутпа кăранташ тата тĕрлĕрен сăрă тытса ĕçлесси - вĕсен чун киленĕçĕ. Больница коридорĕнче ачасен ÿкерчĕкĕсенчен курав та хатĕрленĕ. Вĕсене сăнанă май шăпăрлансем пурнăçа мĕн тери юратнине асăрхатăн.

Элĕк районĕнчи Йăлкăш ялĕнчен килнĕ Никита Якимовпа амăшĕ Надежда Ивановна та ÿкерчĕк хатĕр-леме шантарчĕç. Çак больницăна Никита алă парезĕн чирне пула лекнĕ.

- Çулталăкне икĕ-виçĕ хутчен больницăра выртмалла, çак йĕркене пăхăнатпăр. Халĕ Никитăн алă пÿрнисем хускалма пуçларĕç ĕнтĕ, малашне тата ырă улшăнусем пуласса шанатпăр, - пĕлтерчĕ Надежда Ивановна.

Юратнă телесăнарсем тухтăрсене çăмăл мар ĕçĕшĕн тав турĕç. Ачасене вара хăвăртрах сывалма, çывхарса килекен çĕнĕ çула хаваслă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илме сунчĕç.

Каçхине Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Хрюшоу - пысăк концерт» иртрĕ. Юратнă телесăнарсем Шупашкарта пилĕк çул каялла та пулнă. Татах килес шухăш та пур-ха вĕсен.

Виктория МАЙОРОВА.

Нина ЦАРЫГИНА сăнÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.