Комментари хушас

20 Чÿк, 2014

Асамлă юрă-кĕвĕ тĕнчинче

Иртнĕ эрнере 13-мĕшĕнче Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче «Павлов кунĕсем» пуçланнă. Республикăмăрти çак сумлă вĕренÿ заведенийĕ 85 çул тултарнине халалланă музыка пĕлĕвĕпе юрă-кĕвĕ уявĕ декабрĕн 12-мĕшĕчченех пырĕ.

Культура форумĕ наукăпа практика конференцийĕпе уçăлнă. Музыка училищин директорĕ Наталья Яклашкина, культура министрĕн çумĕ Альбина Алексеева салам сăмахĕсем каланă. Конференцие хутшăнакансем Михаил Кондратьев, Любовь Бушуева, Артур Салихов, Светлана Макарова, Алевтина Григорьева, Светлана Ткаленко доклачĕсем тĕрлĕ енлĕ те тарăн шухăшлă пулнине палăртнă. Канашри ача-пăча музыка шкулĕн преподавателĕ Лолита Гайнутдинова форума пухăннисене хăй хатĕрлесе кăларнă «Чăваш музыка литератури – таблицăсенче» вĕренÿ кĕнекипе паллаштарнă. Раççей тата Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, искусствоведени докторĕ Михаил Кондратьев профессор каланă тăрăх - кун пек интереслĕ конференци музыка училищинче тахçантанпах пулман-мĕн.

Ноябрĕн 25-мĕшĕнче дирижерпа хор уйрăмĕн «Хор уявĕ» юбилей концерчĕ пулĕ, 27-мĕшĕнче училищĕри фортепиано уйрăмĕ классикăна кăмăллакансене роялĕн асамлă та хăватлă чĕрĕ сассипе килентерĕ.

Декабрĕн 3-мĕшĕнче халăх инструменчĕсен уйрăмĕн концерчĕ пулĕ, 5-мĕшĕнче училище вокалисчĕсем куракан умне «Пурнăç тăрăх – юрăпа» пĕтĕмлетÿ программипе тухĕç, тепĕр кунне вара халăх юррисене шăрантаракансен «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» ятпа хатĕрленĕ концерчĕ иртĕ. Декабрĕн 8-мĕшĕпе 10-мĕшĕнче те музыка училищин аслă залĕ куракансемпе лăк туласса шанас килет: ун чухне вĕрсе тата çапса каламалли музыка инструменчĕсен «вăрттăнлăхĕсене» пĕлекенсем тата эстрада искусствине алла илнисем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç.

«Павлов кунĕсем» музыка фестивальне чаплă лару-тăрура декабрĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕç, Федор Павловăн «Сăрнайпа палнай» балет фантазийĕ, Вольфганг Моцартăн сĕрме купăспа оркестр валли çырнă, Ференц Листăн фортепианăпа оркестр валли хайланă концерчĕсем янрĕç.

Р.ПРОКОПЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.