Асамат эрешĕсем
Светлана Асамат - Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Ульяновск облаçĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ, Раççей Писательсен союзĕн, Чăваш Композиторсен ассоциацийĕн членĕ. Кĕскен - чăваш халăхĕ лайăх пĕлекен сăвăç, юрăç, композитор. Республикăра çулсеренех иртекен тĕрлĕ паллă уявсен сценари авторĕ, режиссерĕ, ертсе пыраканĕ. Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер С. Асамат тин çеç кăларнă «Чунтан, чунтан, чунтан...» кĕнекин умсăмахĕнче каланă пек, «чăн-чăн ăста пĕр вырăнта тăма пултараймасть, вăл хăйĕн чун талпăнăвĕпе яланах малалла ăнтăлать». Асăннă кĕнеке аллăма лекнĕ май унăн авторĕпе тĕл пулса калаçас килчĕ.
- Светлана Васильевна, Культура çулталăкĕ сирĕншĕн лайăх иртсе пынăн туйăнать.
- Кăçалхи çул маншăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ, асамлă çул пулса тăчĕ. Ку пачах та ăнсăртран сиксе тухрĕ тесен те йăнăш мар. Йĕркипе каласа кăтартатăп. Çеçпĕл Мишши музейĕн ертÿçипе А.В.Андреевăпа Çеçпĕл çуралнăранпа 115 çул çитнине еплерех уявлас пирки калаçса ларнă чухне «Ман сăвăсем тахçан «Çеçпĕл çеçкисем» кĕнекере пичетленнĕччĕ» терĕм. Çакă ĕç миçемĕш çулта пулса иртнине Чăваш наци библиотекине шăнкăравласа пĕлсен сĕре тĕлĕнтĕмĕр. Иккен 1984 çулта, 30 çул каялла. Ку – пĕрремĕш палăрмăш пулчĕ.
Унтан Çеçпĕл фончĕн директорĕ В.В.Туркай 2010 çулта кăларнă «Халăхсен хушшинчи Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕсем» кĕнекене уçрăмăр. Мана çав вышкайсăр хаклă ята 1989 çулта панă-мĕн, 25 çул каялла. Ку – иккĕмĕш палăрмăш. Апла Çеçпĕл сăввипе хывнă «Ан васка-ха каймашкăн, тăхта» юррăм та - 25 çулта. Ăна эпĕ пĕрремĕш хут Тутарстанри Теччĕ хулинче Çеçпĕлĕн 90 çулхи юбилейĕ ячĕпе ирттернĕ уявра юрланăччĕ. Çавна М.Сунтал, ун чухне Чăваш радио журналисчĕ, халĕ философи наукисен докторĕ, çырса илсе хамăрăн радиопа янраттарнăччĕ. Шупашкарта, Çеçпĕл уявне Чăваш оперăпа балет театрĕнче ирттерчĕç. Пире - мана, А.П.Хусанкая, Шупашкарти трактор тăвакансен завочĕ çумĕнчи хора ертсе пыракан А.Ф.Бурундукова - Çеçпĕл премийĕн медальне алла тыттарнă саманта халĕ те пăлханса аса илетĕп.
1994 çулта, чăваш телекуравĕн музыка передачисен редакторĕ пулнă май, Чăваш халăх поэчĕ Ю.С.Сементер, Çеçпĕлĕн А.П.Червякова патне çырнă çырăвĕсене вырăсларан чăвашла куçарса кăларнă «Чунăмçăм-Çунатăмçăм» кĕнекипе усă курса çав ятпах юрăллă-çыруллă телекомпозици çырса калăпланăччĕ. Çеçпĕл рольне Чăваш драма театрĕн артисчĕ Николай Булаткин вылянăччĕ, Чăваш радиопа телекурав хорĕ, уйрăм паллă юрăçсем хутшăннăччĕ. Унтанпа 20 çул иртнĕ. Ку - виççĕмĕш палăрмăш.
1999 çулта, манăн «Сас» кĕнеке пичетленсе тухнă. Ăна эпĕ ятарласа Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа ун ячĕпе хывнă «Йывăр шухăшсем» поэмăран пуçланă. Çав хайлав «Ялав» журнал йĕркеленĕ «Çеçпĕл-90» литература конкурсĕн лауреачĕ пулнăччĕ. Унтанпа 15 çул иртнĕ. Ку – тăваттăмĕш палăрмăш.
Çеçпĕл Мишшин 90 çулне Чăваш драма театрĕнче ирттерчĕç. Çеçпĕлпе А.П.Червякова юратăвне çутатса кăтартнă музыкăпа поэзи композицине СССР халăх артисчĕ В.Н. Яковлев лартрĕ, вăл мана çав пĕчĕк спектакле хамăн «Хыт хурапа сарă чечек юнашар» юррăмпа хутшăнма сĕнчĕ. Каярах çав асамлă спектакль Мускавра ирттернĕ уяв программинче пулчĕ. Ку вара – Çеçпĕл ячĕпе çыхăннă пиллĕкĕмĕш палăрмăш.
Кăçал Чăваш халăх поэчĕ Г.Н.Айхи çуралнăранпа 80 çул çитнине питĕ çÿллĕ шайра уявларĕç. Унăн 60 çулне Вырăс драма театрĕнче ирттернĕччĕ, сăвăçа «Чăваш халăх поэчĕ» ят парса чысланăччĕ. Ун пултарулăх каçĕнче эпĕ ăна епле хакланине çирĕплетсе чечек кăшăлĕ тухса парайманшăн çав тери куляннăччĕ. Киле таврăнсан çĕрĕпе унăн «Здесь» кĕнекине вуларăм. Тепĕр кунне, 15 сехет те15 минутран пуçласа çурçĕр иртсе 3 сехет те 15 минутчен 14 пайран тăракан «Ода Поэту» сăвăсен кăшăлне çырса хутăм. Сăввăмсен кăшăлне «Чăваш ен» хаçатра пичетленĕренпе, Г.Н.Айхи хăй куçĕпе хăй вуласа мана сĕре савăнса тав тунăранпа 20 çул çитрĕ. Ку – улттăмĕш палăрмăш. Кайран эпĕ çав поэмăна вырăсла çырса кăларнă «Стихи под настроение» кĕнекене тата Çĕнĕ Шупашкарти çыравçăсен ушкăнпа пичетленсе тухнă «50х50» кĕнекине кĕртнĕ. Айхи ыйтнипе унăн 70 çулне Чăваш наци ÿнер музейĕнче ирттернĕ пултарулăх уявĕнче çичĕ пайне вуласа панăччĕ.
Кăçал, декабрĕн 12-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ хăйĕн 90 çулне уявлать. Юбилей каçĕн программине манăн 5 сăвă-кĕвĕрен хатĕрленĕ «Пурăнас килни» юрăпа ташă сюити те кĕмелле. Ташă лартма ĕлкĕреймесен те, уяв программине кĕреймесен те 4-мĕш сюитăна çитес çул пуçламăшĕнче курса савăнăпăр. Раççей халăх артисчĕ Ю.В.Васильев ертсе пыракан чаплă ансамбль репертуарĕнче эпĕ маларах çырнă, Ю.В. Васильев хорпа юрлама илемлетнĕ, И.Слуцкерпа В.Милютин хореографсем лартнă 3 юрăпа ташă сюити - «Асамат юррисем», «Шурă çĕмĕрт çурăлчĕ», «Ĕмĕрлетпĕр ĕмĕре» - упранать. Ман телее, малтанхи икĕ сюитăпа ансамбль Чăвашри пысăк уявсенче, Раççейри фестивальсенче, Италире, Францире, Бельгире, Германире, Голландире, Испанире, Египетра паллаштарнă. Пирĕн хушăри туслăх çирĕм çулта. Ку - çиччĕмĕш палăрмăш. Ывăнтармарăм-и мухтанса?
- Мухтанни мар ĕнтĕ, пурнăçра чăн пулса иртнине аса илсе савăнни. Ман ыйтусем татах та пур-ха. Паянхи куна эсĕ миçе кĕнеке авторĕ?
- 15 кĕнекен: 9 – чăвашла, 6 – вырăсла. Пĕрремĕш - «Хуркайăк çулĕ» - 1986 çулта пичетленчĕ, кăçал икĕ кĕнеке тухрĕ: «Чунтан, чунтан, чунтан...» тата «Малышня». Ушкăнпа кăларнă сăвă, проза кĕнекисен шучĕ çирĕмрен иртнĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче ачасем валли çырнă «Тĕлĕнтермĕш тĕлĕк» 2006 çулта тухнă. Унтанпа... Кĕнеке çыракан нумай та, мана хăçан черет çитесси паллă та мар. Кĕнекесене патшалăх пулăшнипе те кăларса савăнас килет. Алексей Сорокинăн «Çĕнĕ Вăхăт» издательствипе туслăн ĕçлетпĕр. Кĕнекене тăрăшса, хавхаланса çыратăн, пичетлесси патне çитсен халтан каятăн. Пичетлеме хатĕр пысăк кĕнекемсен шучĕ çиччĕ. Хальхи вăхăт, пенси карчăккин вăхăчĕ, çавсемпе аппаланса иртет. Тата тепĕр питĕ йывăр ыйту сиксе тухрĕ. Кĕнекесене кам вулать? Шкулта та, аслă пĕлÿ паракан хĕсметсенче те чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçе чаракласа пыраççĕ. «Чăваш литератури кама кирлĕ?» - ыйту пуç мимине пăралать. Пурăнар-ха, куç курать. Чĕлхине те касса-ватса амантса пĕтерчĕç. Шел те, кичемлĕхе путнă тăван чĕлхемĕре сÿрĕклĕх авăрĕнчен туртса кăларса çĕнĕ сывлăшпа сывлаттарса яма çăмăлах пулмĕ пек туйăнать. «Чавса çывăх та çыртма çук» тапхăр алкум вĕçĕнче тапăртатса тăнине никамах та асăрхамасть. Çĕтĕк-çатăк тумтир тăхăнас килет-и? Касса вакланă сăмахсене сыпа-сыпа вуласа ларас килет-и? Вĕренÿ кĕнекисенчи ăнкарма йывăр ыйтусене ачисене, мăнукĕсене ăнлантарма пурин те чăтăмлăх çитет-и? Тăван чĕлхе пăтăрмахĕсем чăваша та тарăхтараççĕ пулсан, ытти-хытти пирки мĕн калаçмалли пур? Çапах та кĕнеке çырса кăларас хавас пĕтмен-ха чăвашсен, тăрмашатпăр. Çав вăхăтрах чăвашла тухса тăракан хаçат-журнала çырăнса илменни питĕ пăшăрхантарать.
- Хăв мĕн çырăнса илетĕн?
- Пирĕн почта ещĕкĕсенче ним те тăмасть. «Тăван Атăлпа» «Капкăна» тăтăшах çырăнатăп, редакцие пырса илетĕп. Хамăн тăван ялăмри, Канаш районĕнчи Кайри Ăнтавăшри, шкул хупăниччен ял ачисене вулама «Теттепе» «Çамрăксен хаçатне» çырăнтарса тăраттăм. Кăçал вара Муркаш районĕнчи Калайкассинче вĕренекенсене «Тетте» журнал çырăнса патăм. Канашри педучилищĕне вĕренсе пĕтерсен эпĕ çав шкулта ĕçлеме пуçланă. Тата Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине, унтан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ. Пурĕ пĕрле 14 çул вĕреннĕ. Нумай та мар, сахал та мар, пурнăçри чылай япалана ăнланса çитерме пурпĕрех тăн çитмест.
- «Чунтан, чунтан, чунтан...» кĕнекĕрпе паллашрăм, унта эсĕ темĕн тĕрлĕ темăна та хускататăн, самаях уçăмлă та хăюллă пĕтĕмлетÿсем тăватăн.
- Ырă сăмахушăн тав. Апла пулсан ирĕк парăр мана «Хыпар» хаçат урлă чăваш халăхне хыпар пĕлтерме. Манăн çÿлерех асăннă 7 палăрмăша уявлама тата çĕнĕ кĕнекене хаклама пурне те йыхрав яратăп. «Асамат эрешĕсем» пултарулăх каçне Чăваш наци библиотекинче ноябрĕн 27-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Вăл 15 сехет çурăра пуçланать. Унта манăн вĕр-çĕнĕ юррăмсем, сăввăмсем янăрĕç. Вĕсене паллă юрăçсем, сăвă вулакансем шăрантарĕç. Хам юрлас кăмăл та вĕресе тăрать. Кĕтетĕп, пырăр, хатĕрленни сая ан кайтăр.
Надежда СМИРНОВА
калаçнă
Комментари хушас