Хăрушсăрлăх урокĕ
Çулла — ачасемшĕн чи хаваслă тапхăр: шкула каймалла мар, урамра чун каниччен выляма пулать, ирĕклĕх! Анчах шăпах çак ирĕклĕх ашшĕ-амăшне канăç памасть-çке: ачасене инкеке лекесрен мĕнле сыхласа çитермелле-ши? Хăрушлăхĕсем йĕри-таврах кĕтсе тăраççĕ тейĕн. Çуллахи кунсенче уйрăмах асăрхануллă пулмалла.