Мăн Явăш шкулĕн мухтавлă ачисем
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш шкулĕнче пулнăччĕ. Пултаруллă та ăслă ачасемпе калаçнă май вĕсенчен тĕлĕнсе пĕтме çук. «Тантăш» вулаканĕсене те вĕсемпе паллаштарар-ха.
Вăхăтра вĕренсен кăна пĕлÿ илме çăмăл
Андрей Яковлев — вырăнти çамрăк талант. Пĕрремĕш класранпах сăвă çырать вăл. Унăн хăйне евĕрлĕ те тарăн шухăшлă хайлавĕсем «Тантăшра» та пичетленнĕччĕ. Чи малтанхи сăввинче вăл тĕнче уçлăхĕ пирки çырнă пулнă, лайăх «пиçсе тухнă» пек туйăннă. Эх, пуçланнă вара калем ĕçĕ! Çакăн пек маттур вĕренекенпе мĕнле шкул мухтанмĕ-ха?
Андрей пултарулăх ăмăртăвĕсене хутшăнма кăмăллать, кашни çĕнтерÿ ăна хавхалану кÿрет.
— Етĕрнери «Асамат кĕперĕ» конкурса кайсан сăвва илемлĕ вулакансене куртăм та кăмăл çĕкленчĕ. Эпĕ те чăваш поэчĕсен сăввисене вуласа конкурссене хутшăнма тытăнтăм. Чи малтанах Ваçлей Давыдов-Анатри пултарулăхĕ питĕ килĕшнĕччĕ. Кĕçĕн класра вĕреннĕ вăхăтра унăн сăввипе республикăри «Мельпомена асамлăхĕ» конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Çавăн хыççăн нумай-нумай паллă çынна /сăмахран, Раиса Сарпине/ час-часах куратăп. Кăçал республикăра «Чăваш Енĕн çамрăк поэчĕсем» конкурса хутшăнтăм, призер пулса тăтăм. Паллă çынсем унта сăвă мĕнле çырмаллине, мĕнрен пуçламаллине ăнлантарса пачĕç, ăсталăх урокĕсем ирттерчĕç. Петĕр Яккусен уйрăмах асра юлчĕ, сăмахĕсем çунатлантарсах ячĕç, — хавхалануллă туйăмпа каласа парать Андрей.
Пултаруллă арçын ача спектакльте выляма та кăмăллать. Старик сăнарне питĕ ăста калăпласа вăл «Чĕрĕлĕх хунавĕсем» конкурсра палăрнă.
Андрейăн юратнă кĕнеки — Аркадий Гайдар çырнă «Тимур тата унăн команди».
— Пирĕн ялта, Йĕрĕхкассинче, хамăрăн та Тимур команди пур, — пĕлтерет арçын ача. — Мĕн те пулин туса пулăшсан ватăсем савăннине куратпăр та хамăрăн та чун хĕпĕртет. Шкулта пĕр-пĕр мероприяти ирттернĕ чухне ватăсене чĕнетпĕр, вĕсем унта сăмах каланă чухне пире те ырламасăр хăвармаççĕ.
Ку вĕренÿ çулне Андрей йăлтах «5» паллăпа вĕçленĕ. Çулсеренех çапла лайăх кăтартупа савăнтарать вăл.
— Пĕрремĕш класра манăн «4» паллă та пурччĕ. Ун чухне çакна ăнлантăм: вăхăтра вĕренсен кăна пĕлÿ илме çăмăл. Çавăнпа хамăн явап-лăха туйса илтĕм те кĕнекепе ытларах ларма пуçларăм, — ăнлантарать Андрей.
Вĕренÿре хастарскер чăваш чĕлхипе тата литературипе иртнĕ район олимпиадинче çĕнтерсе республика шайĕнчине те хутшăннă, лайăх кăтартупа савăнтарнă.
Андрей — сăвăпа сывлакан арçын ача. Пур япала çинчен те вăл сăвăласа калаçма хатĕр. Хăçан та пулин унран пысăк поэт пуласса шансах тăратпăр.
Пурнăçра чееленни те кирлĕ
Катя Михайлова вара пĕчĕкренпех ташлама, юрă шăрантарма юратать.
— Юрлама мана атте вĕрентрĕ, — тет Хупахушкăнь хĕрĕ. — Хуткупăс калама та вăлах хăнăхтарчĕ. Атте «Выла» ансамбле çÿрет, эпĕ те унран юлмастăп. Анне юрра-ташша ăста. Икĕ пичче те пĕчĕкренпех юрлаççĕ.
Катя шкулти вокал кружокне çÿрет. Çавна май вĕрентекен ертсе пынипе тĕрлĕрен конкурса хутшăнать. Сăмахран, кĕçĕн классенче вăл Етĕрнере иртнĕ «Ачалăх принцесси» конкурсра çĕнтернĕ.
Унсăр пуçне спектакльте выляма та килĕшет Катьăна. «Чĕрĕлĕх хунавĕсем» конкурсра вăл Тилĕ пулнă.
— Çак сăнар мана питĕ килĕшет, мĕншĕн тесен чее Тилĕ рольне вылянă чухне пĕрмаях кулмалла, эпĕ вара кулма питĕ юрататăп. Тата пурнăçра чееленме пĕлни те кирлĕ, — тет шкул артисчĕ.
Катя «5» паллăпа кăна вĕренет. Предмет олимпиадисене хутшăнса Хисеп хутне чылай тивĕçнĕ. Илемлĕ вулама юратаканскер çак енĕпе час-часах тĕрлĕрен конкурсра палăрать, ытти ачасене итлесе те киленет, вĕсенчен тĕслĕх илет. Ÿкерессипе те маттур Катя. Чечек лартса ÿстерме кăмăллать. Спортпа та туслă.
— Телей çемьепе тачă çыхăннă, — тет Катя. — Кил-йыш чирлемесен, спортпа туслă, пултарулăх енчен хастар пулсан, пĕр-пĕрне пулăшсан, ырă сунсан, юратсан эпир пурте телейлĕ пулатпăр.
«Чи лайăх ашшĕн» хĕрĕ
Яна Ермакова кăçал виççĕмĕш класран вĕренсе тухрĕ, часах тăваттăмĕшне кайĕ. Çуран та, йĕлтĕрпе те хыт чупаканскер районти ăмăртусенче темиçе хутчен те çĕнтернĕ. Хĕрачан аппăшĕ те çак енĕпе маттур, пĕртăвансене шкулта питĕ ырлаççĕ.
Пионерболла, волейболла, лапталла выляма кăмăллать Яна. Лапталла вылянă чухне мечĕке ун пекех вăйлă çапса вĕçтерекен урăх çук, çавăнпа юлташĕсемпе вăййа пуçтарăнсан çак тивĕçе яланах вăл пурнăçлать.
— Эпир çемьепе час-часах хыр вăрманне çÿретпĕр, — каласа парать илеме курса хут çине сăнлама юратакан хĕрача. — Унта сывлăш çав тери уçă. Вăрманта эпир чечексемпе киленетпĕр, çырла пуçтаратпăр, усăллă курăк пухатпăр. Мана шапа хупаххи курăк килĕшет, ăна ÿкерме те аван.
Амăшĕ чечексемпе ĕçленине кура хĕрачашăн та çакă чун иленĕçне çаврăннă. Халĕ иккĕшĕ те пÿрт умĕнче, пахчара тĕрлĕрен чечек ĕрчетеççĕ, вĕсене юратса пăхаççĕ. Ашшĕпе пĕрле вара Яна шăнкăрч вĕлли ăсталама юратать, пĕррехинче пуян шухăшлăскерсем икĕ хутлине те тунă. Çав пĕчĕк çуртсене кайăксем йышăнсан мĕн тери савăнать-çке çемье. Яна çулсеренех районти «Шăнкăрч вĕлли» конкурсра çĕнтерет. Пултаруллă ашшĕ-амăшĕн хĕрĕ те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туни аван ĕнтĕ. Сăмах май, хĕрачан ашшĕ районти «Чи лайăх атте» конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Çапларах хастар та пултаруллă ачасем вĕренеççĕ Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш шкулĕнче. Вĕсем çуллахи каникула та усăллă ирттересси иккĕленÿсĕр.
Лариса ПЕТРОВА.