ИÇĔМ ÇУЛÇИ

Паян пахчара иçĕм ÿстерекен чылай. Çырли кăнтăрта туса илекеннинчен нимĕнпе те кая мар, тутлă, ырă шăршăллă. Çав вăхăтрах çулçи те усăллă пулнине шута илмелле.

  • Юн пусăмĕ ÿссен 50 грамм иçĕм çулçине вĕтетмелле, тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. 20 минута вĕрекен шыв мунчине лартмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут çуршар стакан виçĕ эрне ĕçмелле.
  • Ÿте кастарсан иçĕм çулçине сивĕ шывпа çумалла, сĕткенĕ тухиччен лÿчĕркемелле. Сĕткене сурана сĕрмелле.
  • Варикоз чухне чĕрĕ çул­çăсене 2 минута вĕрекен шыва чиксе кăлармалла, сиенленнĕ тĕле хурса тухмалла. Пĕр сехет тытмалла. Компреса кашни кун пĕр уйăх хумалла.
  • Шăл туни шыçсан /гингивит/ иçĕмĕн 5-6 çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Савăта ăшă чĕркесе çур сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Шĕвекпе çăвара чÿхемелле.

Иçĕм çулçинче юн тымарĕсен стенкисене çирĕплетекен япаласем пур. Ваннăна ăшă /вĕри мар!/ шыв тата 10 иçĕм çулçи ямалла. Унта 10-15 минут выртмалла.

  • Ывăннине ирттерме 30-40 çулçа тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, 20 минутран сăрăхтармалла. Шĕвеке пĕчĕк виçесемпе кун тăршшĕнче ĕçсе ямалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.