ИÇĔМ ÇУЛÇИ
Паян пахчара иçĕм ÿстерекен чылай. Çырли кăнтăрта туса илекеннинчен нимĕнпе те кая мар, тутлă, ырă шăршăллă. Çав вăхăтрах çулçи те усăллă пулнине шута илмелле.
- Юн пусăмĕ ÿссен 50 грамм иçĕм çулçине вĕтетмелле, тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. 20 минута вĕрекен шыв мунчине лартмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут çуршар стакан виçĕ эрне ĕçмелле.
- Ÿте кастарсан иçĕм çулçине сивĕ шывпа çумалла, сĕткенĕ тухиччен лÿчĕркемелле. Сĕткене сурана сĕрмелле.
- Варикоз чухне чĕрĕ çулçăсене 2 минута вĕрекен шыва чиксе кăлармалла, сиенленнĕ тĕле хурса тухмалла. Пĕр сехет тытмалла. Компреса кашни кун пĕр уйăх хумалла.
- Шăл туни шыçсан /гингивит/ иçĕмĕн 5-6 çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Савăта ăшă чĕркесе çур сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Шĕвекпе çăвара чÿхемелле.
Иçĕм çулçинче юн тымарĕсен стенкисене çирĕплетекен япаласем пур. Ваннăна ăшă /вĕри мар!/ шыв тата 10 иçĕм çулçи ямалла. Унта 10-15 минут выртмалла.
- Ывăннине ирттерме 30-40 çулçа тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, 20 минутран сăрăхтармалла. Шĕвеке пĕчĕк виçесемпе кун тăршшĕнче ĕçсе ямалла.
Комментировать