ÇУРЛА УЙĂХĔНЧЕ МĔН КĔТЕТ?

3 Çурла, 2016

Çурлан уйăх циклĕ çĕнĕ уйăхран пуçланать, çавăнпа малтанхи виçĕ кун сывлăха упрамалла, апатлану йĕркине пăхăнмалла. Тулса пыракан уйăх тапхăрĕнче куллен уçăлса çÿрени тата тулта виçеллĕ вăй хурса ĕçлени сывлăха чылай çирĕплетме пулăшать. Уйăхăн иккĕмĕш çурри гимнастика валли тата вăрах чирсенчен сипленме меллĕ.

Сурăх /Овен/

Сурăхсен çурла уйăхĕн пĕрремĕш çурринче биохăват ÿссе пырать. Анчах аппетит вăйланни, пылакпа ытлашши иртĕхни япаласен ылмашăнăвне пăсма, самăрлатма пултарать.

Кун йĕркине тата улма-çырлапа, пахча çимĕçпе пуян виçеллĕ диетăна пăхăнни уйăх вĕçленичченех лайăх сывлăхпа пурăнма витĕм кÿрĕ.

Вăкăр /Телец/

Вăкăрсем шăрăх çанталăка тата хĕвел хĕртсе пăхнине йывăртарах чăтса ирттереççĕ. Çавăнпа уçă сывлăшра вăй-хал ĕçĕ тунă чухне асăрхануллăрах пулмалла.

Унсăрăн апат ирĕлтерекен орган, пÿрепе шăк хăмпин ĕçĕ пăсăлма пултарать, диетăна тата çирĕпрех пăхăнма тивет.

Йĕкĕреш /Близнецы/

Çурла уйăхĕнче сывлăх тĕлĕшпе йывăрлăхсем пулмаççĕ. Йĕкĕрешсем хастар, çынсемпе хаваспах хутшăнаççĕ. Çав вăхăтрах энерги ытлашши пулни туйăмсене те хытах çивĕчлетет, çакна пула нерв тытăмĕ хавшать.

Çемьере стресс лару-тăрăвĕ йĕркеленесрен сыхланма Йĕкĕрешсемпе тимлĕрех пулмалла, вĕсен туйăмĕсене хисеплемелле.

Рак

Çурла уйăхĕнче Раксем çывăх çыннисен шанчăклăхĕ пирки кăна мар, хăйсен вăй-халĕ пирки те иккĕленеççĕ. Çакна пула хăйсене кăшт сывах мар туйнине, çăмăл кăна сунас пуçланнине тĕнче пĕтсе килнĕн йышăнаççĕ.

Канлĕ çывăрма лăплантаракан шĕвек ĕçмелле. Лару-тăрăва лайăхлатма пахчара васкамасăр ĕçлени пулăшĕ. Унта Раксем хăйсене хăрушсăрлăхра, шанчăклă туяççĕ.

Арăслан /Лев/

Арăслансен çурла уйăхĕнче энерги тапса тăрать, вĕсем кăткăс кирек мĕнле ĕçрен те хăрамаççĕ. Çапах та йăлари, ĕçри асăрханусăрлăх хытах аманнин сăлтавĕ пулма пултарать.

Тавлашнă, пĕр-пĕр ыйтăва сÿтсе явнă чухне никама итлемесĕр хыттăн калаçни сасă чĕлĕхĕсене япăх витĕм кÿрет, хирĕçÿллĕ лару-тăру туса хурать.

Хĕр /Дева/

Çурла уйăхĕ Хĕрсемшĕн — çулталăкри чи кăткăс тапхăрсенчен пĕри. Пурнăç энергийĕ çителĕксĕррипе вĕсен вăй-хала перекетлеме тивет, çавăнпа кану çинчен шухăшламалла, килте те, ĕçре те кулленхи тивĕçсене май килнĕ таран чакармалла.

Тăвансемпе, ĕçтешсемпе тавлашни, хирĕçни организмăн хÿтлĕх ĕçне вăйсăрлатать.

Тараса /Весы/

Тарасасене çăлтăрсем çурла уйăхĕнче тутлăхлă апатланма, ытларах хускалма, вăй-хал ĕçĕ тума сĕнеççĕ.

Ку вĕсене шлаксенчен, япаласен ылмашăнăвĕн ытти каяшĕнчен хăвăртрах хăтăлма пулăшать, мускулатурăна çирĕплетет, организма юнпа тивĕçтерессине лайăхлатать.

Пуçлăхсемпе, çывăх çынсемпе тавлашмалла мар, унсăрăн нервсем йĕркерен тухаççĕ.

Скорпион

Скорпионсем çурла уйăхĕнче тухтăр патне кайма шухăшламаççĕ те. Вĕсене карьера ÿсĕмĕ тата пурлăх пухасси ытларах хумхантараççĕ.

Кăлăхах. Скорпионсенчен чылайăшĕн çак тапхăрта чĕре тата апат ирĕлтерекен тытăмăн ĕçĕ вăйсăрланать. Çавăнпа кăшт япăхрах туйсан та тухтăрпа канашламалла.

Ухăçă /Стрелец/

Ухăçăсен çурла уйăхĕнче организмĕн çĕнетÿ хăвачĕ ÿсет. Ку вĕсене чир хыççăн та хăвăртрах вăй пухма, кĕлетке виçине, вăрах чирсен паллисене йĕркене кĕртме пулăшать.

Анчах çак витĕм активлă пурнăç йĕркине пăхăнсан, физкультурăпа туслă пулсан, куллен шыв процедурисем ирттерсен кăна кирлĕ пек палăрать.

Ту Качаки /Козерог/

Çурла уйăхĕнче Ту качакисем хăйсен шалти туйăмĕсене путса йĕри-тавра мĕн пулса иртнине те асăрхамаççĕ. Кирек мĕнле пăшăрхану, тавлашу стресс патне илсе çитереççĕ. Ку вăрах чирсене вĕрĕлме, çĕннисене пуçланма витĕм кÿрет.

Çак тапхăрта Ту качакисемшĕн чи лайăх эмел — отпуска килтен инçетре ирттерни.

Шыв тăкан /Водолей/

Шыв тăкансемшĕн çурла уйăхĕ сывлăх тĕлĕшĕнчен кăлтăксемсĕр иртет. Вĕсем хăйсене ирĕклĕ туяççĕ, çавăнпа сахал пăлханаççĕ.

Ыйтусенчен хăшне-пĕрне мăшăр е ĕçтешсем çине тиеме май тупăнать. Ку Шыв тăкана сывлăхне тĕрĕсрех хакласа ăна лайăхлатмалли витĕмлĕ мелсемпе усă курма пулăшĕ.

Пулă /Рыбы/

Çурла уйăхĕ чылай çыншăн — отпускпа кану вăхăчĕ, Пулăсемшĕн вара — хĕрÿ ĕç тапхăрĕ. Çăлтăрсем малашлăх пирки нумай шухăшлама мар, ĕçри паянхи ăнăçусемшĕн, ачасемпе çывăх çынсен ÿсмĕсемшĕн савăнма сĕнеççĕ.

Пессимизм, хăйĕнпе хăй кăмăлсăрланни Пулăн япаласен ылмашăнăвĕ пăсăлнин, аллерги реакцийĕн, япăх туйнин сăлтавĕ пулма пултарать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.