ÇУРĂМ МĔНШĔН ЫРАТАТЬ?

3 Çурла, 2016

Çурăм ыратнипе тухтăр патне каякан çынсен 90 проценчĕн ку чир ача чухне тупса палăртман сколиозпа çыхăннă иккен.

Сăлтавĕ

Сколиоз сăлтавĕ чылай: çурăм шăмми айккинелле чалăшни, çураличчен аталанса çитменни, сыпăсем тĕрĕс мар формăллă, ытлашши сыпăсем, айăк пĕрчисем мăшăрсăр пулни. Чылай чухне сколиоз сывă ачанах аталанма пуçлать. Мĕншĕн çапла — паллă мар. Ку 80 тĕслĕхре пулса иртет.

Чи йывăрри

Тĕпрен илсен, кăлтăксем ача хăвăрт ÿснĕ вăхăтра — 5-7 тата 10-14 çулсенче — пуçланаççĕ. Сколиоз чухне çурăм шăмми айккинелле чалăшать кăна мар, пĕтĕрĕнме те пултарать. Çурăм шăммин тĕрлĕ пайĕ кукăрăлать. Чи йывăрри — кăкăр сколиозĕ. Ăна пула кăкăр кăшкарĕ пĕчĕкленет, çăмарта формăллă пулать, чĕрепе ÿпкесем хĕсĕнеççĕ. Юн тымарĕсем юна кислородпа япăх тивĕçтереççĕ.

Тĕрĕслемелле

Ачан сколиоз пуррипе çуккине мĕнле тĕрĕслемелле-ха? Çурăм шăммин çиччĕмĕш мăй сыппине хыпашласа тупăр, вăл ыттисенчен тухарах тăрать. Çип вĕçне аялалла туртăнтарма пĕчĕкрех тиев çыхăр. Ачана тÿрĕ тăратăр, çиччĕмĕш сыпă тĕлĕнчен аялалла тиевлĕ çипе усăнтарăр. Вăл çурăм шăмми тăршшĕпе мĕнле вырнаçнине сăнаса пăхăр. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан çип купарчасен варринчи хутлам тăрăх тÿрĕ иртет. Сколиоз чухне тиев айккинелле пăрăнать.

Сиплев

Тухтăр тĕллевĕ — хытнă мышцăсене çемçетесси, юн пырса тăрассине лайăхлатасси, сыпăсене вырăна лартасси. Вăл ортопеди корсечĕ çырса парсан ăна тăхăнмаллах. Вăл ача уйрăмах хастар ÿснĕ, скелет йĕркеленнĕ тапхăрта çурăм шăммине пулăшать. Хальхи корсетсемпе корректорсем çи-пуç айĕнче палăрмаççĕ те.

20 çулччен

Ачана вăл ÿснĕ вăхăтра, 20 çулччен, пулăшни пĕлтерĕшлĕ. Сколиоз хĕрачасемшĕн уйрăмах хăрушă: вĕсем унпа арçын ачасенчен 5 хут ытларах чирлеççĕ. Хĕрачан сколиоз аталансах пырсан кутана тĕлĕнчи шăмăсем сиенленеççĕ, ку ăна ÿссен ача çуратма чăрмантарать.

Пĕлтерĕшлĕ!

Çурăм шăмми кукăрăласран пепке ÿсĕмĕнчен пуçласах пĕлтерĕшлĕ çак йĕркесене пăхăнмалла.

  • Ачана хăй тĕллĕн ларма пуçламасăр лартмалла мар.
  • Ача хăй тĕллĕн ларма тыттăнмасăр ăна “кенгуру” рюкзакпа çĕклесе çÿремелле мар. Слинг-çыхă хăрушсăртарах.
  • Ачана ялан пĕр аллинчен çавăтса ан çÿрĕр, аллисене черетлĕр.
  • Çывăрмалли вырăн тÿрĕ те хытăрах пулмалла.
  • Лăпкăн выляса, кĕнекери ÿкерчĕксене тишкерсе ларма юратакан ачана хускануллă вăйăсемпе илĕртмелле. Мечĕкпе выляма, йĕлтĕрпе ярăнма вĕрентĕр.
  • Ачана учебниксен икĕ комплектне туянса парăр. Пĕри шкултах юлтăр, тепринпе килте усă куртăр. Ку кулленхи йывăр çĕклемрен хăтăлма пулăшĕ.
  • Тимлĕ пулăр: ача рюкзака е ранеца ялан пĕр хулпуççи çинче йăтса ан çÿретĕр.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.