Хăрушсăрлăх урокĕ

4 Авг, 2016

Çулла — ачасемшĕн чи хаваслă тапхăр: шкула каймалла мар, урамра чун каниччен выляма пулать, ирĕклĕх! Анчах шăпах çак ирĕклĕх ашшĕ-амăшне канăç памасть-çке: ачасене инкеке лекесрен мĕнле сыхласа çитермелле-ши? Хăрушлăхĕсем йĕри-таврах кĕтсе тăраççĕ тейĕн. Çуллахи кунсенче уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Шăрăха чăтаймасăр чылайăшĕ шыва кĕрсе уçăласшăн, унта аслисемсĕр çÿреме юраманнине асра тытакан сахал. «Шывăн турачĕ çук», — теççĕ халăхра. Çапла вара инкеке лекме ансат. Çулăмпа выляма юраманнине те аслисем тăтăшах асăрхаттараççĕ-ха, анчах шăпăрлансем çакна пур чухне те хăлхана чикесшĕн мар çав.

Нумаях пулмасть МЧС тата ВДПО пĕрле Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче социаллă реабилитаци центрне çÿрекен ачасемпе хăрушсăрлăх урокĕ ирттерчĕç.

Чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин халăхпа çыхăнас тата информаци уйрăмĕн пуçлăхĕ О.В.Нягина, МЧС Чăваш Енри Тĕп управленийĕн шыв çинчи хăрушсăрлăх уйрăмĕн эксперт-специалисчĕ Ольга Владимировна Курдиманова, Чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин Патшалăх инспекцийĕн Шупашкарти уйрăмĕн патшалăх инспекторĕ С.В.Аршинов тата республикăри Пĕтĕм Раççейри хăй ирĕклĕ пушар обществин председателĕн заместителĕ Г.П.Кулагина ачасене хăйсен интереслĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ пирки каласа пачĕç, вĕсене кулленхи пурнăçра кирлĕ пулакан теори тата практика пĕлĕвне илме пулăшрĕç. Ачасем пушар алхассан, газ тухсан е сирпĕнсен, электроприборсем тĕрĕс мар ĕçлесен мĕн тумаллине, шыва кĕнĕ чухне мĕнле асăрханмаллине ăса хыврĕç. «Çăлав жилечĕ тăхăн», «Александров вĕçĕ пулăшнипе путакана çăл», «Пушар сÿнтерекенĕн çи-пуçне тăхăн» йышши вăйăсем инкекрен мĕнле çăлăнса тухмаллине вĕрентрĕç. Чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин пысăк пукани Константин 01 шăпăрлансене хавхалантарсах тăчĕ. Çавăн пекех хастар ачасем пушар викторинин ыйтăвĕсене хуравларĕç. Конкурссемпе вăйăсене хутшăннă май вĕсем хăрушлăха кĕрсе ÿксен чи малтанах ятарлă йĕркене пăхăнмаллине, сехĕрленсе ÿкмесĕр ушкăнпа пĕрле ĕçлемеллине ăнланчĕç. Кăпăк, хăйăр, çĕр тата шыв пушара сÿнтерме аван пулăшнине пĕлеççĕ пĕчĕкскерсем. Ăмăртусене хутшăннисене МЧС тата ВДПО ĕçченĕсем асăнмалăх парнесемпе савăнтарчĕç. Ольга Нягина чи вăр-вар, лара-тăра пĕлмен Ромăна уйрăмах хастар пулнăшăн мухтарĕ. Пушар ĕçченĕн çи-пуçне тăхăнассипе ăмăртнă йĕкĕреш Викăпа Лерăна та асăрхамасăр май çукчĕ. Çак асра юлмалла тĕлпулу хыççăн, тен, хăшĕ-пĕри пушар хуралĕн ĕçченĕ е çăлавçă пулма та тĕв тытрĕ пулĕ. Ку — питĕ пархатарлă шухăш. Ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме ачаранах тăрăшмалла. Эппин, халĕ хăрушсăрлăх йĕркине пĕлсе ыттисене те ăс парса тăни — пуçламăш утăм.

Ачасем! Чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан мĕнле номерпе шăнкăравламаллине пĕлетĕр-и? Асра тытăр!

Хулари телефонран:

01 – пушар хуралĕ тата çăлавçăсем;

02 — полици;

03 — васкавлă пулăшу;

04 — авари газ служби.

Кĕсье телефонĕнчен:

101 – пушар хуралĕ тата çăлавçăсем;

102 — полици;

103 — васкавлă пулăшу;

104 — авари газ служби.

Çавăн пекех ятарлă службăсене васкавлă майпа чĕнсе илме 112 номерпе те шăнкăравлама юрать. Телефон çинче укçа пĕтсен те, сим-карта ĕçлемесен е вăл пачах пулмасан та 112 номерпе шăнкăравлама май пур. Çакă тÿлевсĕр пурнăçланать. Чи кирли, хăвăр е тепĕр çын инкеке лексен пулăшу ыйтма именмелле мар.

Лариса ПЕТРОВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.