ЮН ТЫМАРĔСЕМ ЧИРЛĔ

3 Авг, 2016

Тромбофлебит — юн тымарĕсен чирĕ, венăсен стенкисем шыçнипе тата юн хытса ларнипе палăрать. Час-часах ача çуратнă, инфекци чирĕсем хыççăн аталанать. Кунта юн куçасси вăрахланни те, юн кĕвелесси вăйланни те витĕм кÿреççĕ. Чире чарса лартас тĕлĕшпе халăх медицини мĕнле пулăшма пултарать-ха?

Каштан экстракчĕ

Каштан йĕкелĕсем пулсан ăна килтех хатĕрлеме пулать. Е аптекăра туянмалла. Килти рецепт: йĕкелсене хуппипех аш арманĕпе авăртмалла. Пĕр литр е икĕ литр кĕрекен кĕленче банкăна иккĕ-виççĕмĕш пайĕ чухлĕ тултармалла. Хĕрринченех 70 градуслă спирт хушмалла. Савăта хупăлчапа витсе пÿлĕм температуринче 3 эрне лартмалла. Унтан сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. 3-4 кунран тата тĕплĕнрех сăрăхтармалла.

Кунне 3 хут апатчен 15 минут маларах 25-30 тумлам экстракта вĕренĕ 1 апат кашăкĕ шыва ярса ĕçмелле. Курс — 14 кун.

Экстракт шыççа хирĕçле витĕмпе палăрса тăрать, капиллярсене çирĕплетет, юн пусăмне чакарать, юнри холестерин шайне йĕркене кĕртет, аортăпа пĕверте липидсем пухăнассине сахаллатать.

Каштан настойки

Ăна та çавăн пекех аптекăра туянма е килте хатĕрлеме май пур. Йĕкелсене вĕтетмелле. 2 апат кашăкĕ чĕртавара çур литр шурă эрехе ямалла. Тĕттĕм вырăнта, пÿлĕм температуринче, 3 эрне лартмалла. Кашни кун силлесе илмелле. Сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 20 минут маларах 30-40-шер тумалам ĕçмелле. Курс — 14 кун.

Эмел курăкĕ

Тромбофлебитран сипленме эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ 2 апат кашăкĕ чечекне 1 стакан тип çăва ямалла. Вăйсăр çулăм çинче 5 минут вĕретмелле, илсен çур сехетрен сăрăхтармалла. Марльăна çак çура йĕпетсе сиенленнĕ урасем çине кунне 20 минута хумалла. Курс — 14 кун.

Ăшă ванна

Тин вĕренĕ 10 литр шыва 10 апат кашăкĕ лачака тип курăкĕ /сушеница болотная/ ярса лартмалла. 37 градус ăшă шыва урасене чĕркуççи таран чиксе 30 минут лармалла. Процедурăна кунне пĕр хут, каçхине çывăрма выртас умĕн, тумалла. Курс — 1 эрне.

Çак процедура урасем варикозла сарăлни вĕрĕлсен лайăх пулăшать.

Шĕвекпе маç

Сив чир курăкĕн /репешок/ шĕвекĕ. 1 апат кашăкĕ курăка 1 стакан шыва ямалла, 20 минут вĕретмелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апатчен 15 минут маларах çуршар стакан ăшăлла ĕçмелле. Курс — 1 уйăх.

Çак сиплевпе пĕрлех урасене каланхоэ настойкипе е сиплĕ улăх кĕпçин /окопник/ маçĕпе сăтăрсан тромбофлебит аталанăвне чылайлăха чарса лартма пулать.

Каланхоэ настойки. Чĕрĕ çулçăсене вĕтĕ вакламалла, пĕр литр банкине çурри таран тултармалла. Хĕрринченех шурă эрех ямалла. Тĕттĕм вырăнта 10-12 кун лартмалла. Хатĕр настойкăпа урасене лаппинчен пуçласа чĕркуççисем патнелле, унтан çÿлерех те сăтăрмалла. Ыратни пĕрремĕш процедура хыççăнах иртет.

Сиплĕ улăх кĕпçин маçĕ. Чĕрĕ е типĕ тымарне теркăпа хырмалла. Ирĕлтернĕ сысна е хур ăш çăвĕпе çурмалла хутăштармалла. Маçпа ыратакан вырăнсене çĕрлене хирĕç сăтăрмалла. Курс — 1 уйăх.

Турăх компресĕ

Унпа урари юн тымарĕсен склерозĕ аптратсан усă курма сĕнеççĕ. Çур стакан турăха 2 апат кашăкĕ ирĕлтернĕ пыл хушмалла. Марльăна сĕрсе сиенленнĕ урасем çине 20 минута хумалла. Процедурăна кунне 2-шер хут 7-10 кун тумалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.