Комментировать

3 Авг, 2016

КАШНИН - ХĂЙНЕ ЕВĔР

Геморройпа кĕрешмелли меслет чылай. Малтанлăха хăвăр валли ансат мелсенчен пĕрне суйласа илмелле. Енчен те витĕмĕ пулмасан урăххипе сипленсе пăхмалла. Пĕрисене — курăксем, теприсене — тĕрлĕ процедурăсем, виççĕмĕшсене ятарлă хусканусем тата сывă пурнăç йĕрки пулăшаççĕ. Акă, темиçе меслет.

Пыл. Мамăка паха пыл лайăх сĕрмелле те геморрой мăкăлĕсем çине хумалла. Процедурăна 7-10 кун тумалла. Мăкăльсем çухалма пуçлаççĕ.

Вир. 16 килограмм вир кирлĕ. Ăна лайăх çумалла. 3 литр банкине виççĕмĕш пайĕ чухлĕ тултармалла, хĕрринченех фильтрпа тасатнă шыв ямалла. Сулхăн тĕттĕм вырăнта 4 талăк лартмалла. Унтан шĕвекне урăх савăта ярса илмелле те сипленме тытăнмалла. Шĕвеке апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле. Вăл вăтамран 4 куна çитет.

Шĕвеке ĕçнĕ вăхăтрах малалла тăхтавсăр сипленме тепĕр виçе хатĕрлемелле. Курс — 3-4 эрне. Процедура профилактика валли те аван, вăл хулăн пырша тасатать, унăн тонусне вăйлатать.

Çĕрулми. Унран кача пÿрни пысăкăш çурта касса кăлармалла, ăна çĕрлене хирĕç кутанана чикмелле. Процедура питĕ витĕмлĕ. Ăна 1-4 эрне кашни кун тумалла. Сывлăх маларах лайăхлансан çĕрулми çуртипе сипленме чарăнмалла. Сывалнă хыççăн процедурăна профилактика тĕллевĕпе уйăхра пĕрре тума юрать.

Пăр. Малтанлăха питĕ çинçе темиçе пăр çурта хатĕрлĕр. Каярахпа хăнăхнă май кача пÿрни пысăкăш пăр çуртасемпе усă курма юрать. Кутанана чикиччен çурта вĕçне ăшă шыва чиксе кăлармалла, кăшт якатма алăпа сăтăрса илмелле. Çуртана кутанана ыраттарасран питĕ асăрханса чикмелле. Çапла шăнтни ануса ырă витĕм кÿрет.

Малтанхи 3-5 кун çуртана çур минут кăна тытмалла, унтан хăвăра мĕнле туйнине кура кашни 3-5 кунра çуршар минут хушса пымалла. Пĕр уйăх сипленнĕ хыççăн — тăхтав. Геморрой тĕввисем курăнми пулсан процедурăсене вĕçлеме те юрать, çук пулсан тата 1 уйăх сипленмелле.

Пилеш. Чĕрĕ пилеш сĕткенне кунне 3 хут апат умĕн 50-шар грамм кăштах сахăр хушса тата 1 стакан шывпа сыпса ĕçмелле. Сиплев курсĕ — 1-2 уйăх.

Шывпа сапăнни. Кĕлеткене кăвапаран аяларах каçсерен сивĕ шывпа сапни — паха профилактика меслечĕ. Çак процедура венăсем варикозла сарăлсан та пулăшать.

Хускану. Çурăм çине чĕр­куççисене хуçлатса, ура лапписене 30-40 сантиметрта тытса выртмалла. Сывласа илнĕ чухне ануса çÿлелле туртăнтармалла, сывласа кăларнă чухне антармалла. 10-20 хут тумалла. Кашни кун сипленмелле. Çак хускану простатит, импотенци, вар хытни аптратсан та усăллă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.