Архив - 10 Мар, 2016 - Хыпар

10 Мар, 2016

Вăрлăх туянассине кая ан хăварăр

Хăярăн лайăх пулакан сорчĕсем мĕнлисем-ши?

Римма ПОЛЯКОВА.
Вăрнар районĕ.

Вăрлăх туяннă чухне хутаç çине çырнине тимлĕрех вулани пăсмасть. Çакă пахчаçимĕçе ăçта, мĕнлерех меслетпе ÿстерессине пĕлме май парать. Парникре е теплицăра ÿстерме - пĕри, уçă вырăнта - тепри лайăххине пурте пĕлетпĕр.

Хутаç çинче «партенокарпический» тесе çырнă пулсан вăл хăй тĕллĕнех, вĕлле хурчĕ шăркалантармасăрах, пулаканни.

10 Мар, 2016

Гранат хуппи пулăшать

Вар пăсăлсан вар-хырăм ĕçне йĕркене кĕртме гранат хуппи лайăх пулăшать. Çак меслетпе усă куракансем Азербайджанран кÿрсе килнĕ çимĕç витĕмлĕрех пулнине те палăртаççĕ.

Граната çуса типĕтмелле, хуппине уйăрмалла. Хуппа çемçе ăшлăхĕнчен тасатса типĕтмелле. Сиплекенни - хуппи çеç. Хатĕр хупăна малашне усă курма типĕтсе хумалла. Типĕ, тĕттĕм çĕрте çулталăк упрама юрать.

10 Мар, 2016

Ылтăн вăчăрана тасататпăр

Ылтăн тĕксĕмленмест. Анчах ылтăн çĕрĕ-алкана таса ылтăнран тума май çук. Пĕр енчен вăл питĕ хаклă пулать, тепре - чăтăмсăр. Çирĕп металл хутăшĕ пулмаллах ылтăн капăрлăхсенче.

Тĕксĕмленнĕ ылтăн япалана килтех тасатма пулать. Хăшпĕр меслетпе паллашар-ха.

Пĕр стакан шыва пĕр чей кашăкĕ савăт-сапа çумалли гель кирлĕ. Эмальленĕ пĕчĕк савăта пусма татки хуратпăр, шыв яратпăр, унтан гель тумлататпăр. Ылтăн япалана пусма татки çине хурса çулăм çине лартатпăр. 2-3 минут вĕрететпĕр. Ку меслет хаклă чулсемпе илемлетнĕ çĕрĕ-колье валли мар.

10 Мар, 2016

"Сывлăх", 9 /876/ №, 10.03.2016

10 Мар, 2016

Кардиохирурги уйрăмĕн чи пултаруллă кардиологĕсенчен пĕри

Татьяна Ермолаева республикăн кардиологи диспансерĕнче çирĕм çула яхăн ĕçлет. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Паян Татьяна Николаевна - диспансерăн кардиохирурги уйрăмĕн чи пултаруллă кардиологĕсенчен пĕри, аслă квалификаци категориллĕ тухтăр.

10 Мар, 2016

ЮНРА ГЕМОГЛОБИН САХАЛ

  • Тин юхтарнă хура йÿç кăшман /черная редька/, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, гранат сĕткенĕсене пĕр виçепе илсе хутăштармалла. Уçă кĕленче савăта ярса ăшă духовкăна 3 сехете лартмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Çăтă хупнă савăтпа холодильникре упрамалла. Кунне 2-3 хут апатчен çур сехет маларах 2-3-шер апат кашăкĕ икĕ-виçĕ уйăх ĕçмелле. Кирлĕ пулсан çулталăкра икĕ-виçĕ сиплев курсĕ ирттерме юрать.

10 Мар, 2016

ӲСМЕ ПАРАС МАРЧЧĔ

Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем пуçланнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри - организмра япăх холестерин шайĕ пысăк пулни. Çавăнпа лайăх холестерин ытларах пухăнтăр тесе тăрăшмалла. Çак сĕнӳсем пулăшма пултараççĕ.

10 Мар, 2016

СЫВЛĂХ ГОРМОНĔСЕМ

Пирĕн сывлăх, кăмăл-туйăм, ыйхă, аппетит, вăй-хал, ăс-тăн мĕнле пуласси организмри гормонсен виçипе тÿрремĕнех çыхăннă.

Соматотропин гормон. Вăл çусем ирĕлессишĕн, мышцăсен тонусĕшĕн, сыпăсен çирĕплĕхĕшĕн яваплă. Çак гормон çитмесен мышцăсем ленчешкеленеççĕ. Организма С витамин, çăра мар çуллă йÿçексем /селедка, тунец, скумбри, пулă çăвĕ/, белоксем /кăркка, чăх ашĕ, рис, соя, шалча пăрçи/ кирлĕ.

Страницы