10 Мар, 2016
ЮНРА ГЕМОГЛОБИН САХАЛ
- Тин юхтарнă хура йÿç кăшман /черная редька/, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, гранат сĕткенĕсене пĕр виçепе илсе хутăштармалла. Уçă кĕленче савăта ярса ăшă духовкăна 3 сехете лартмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Çăтă хупнă савăтпа холодильникре упрамалла. Кунне 2-3 хут апатчен çур сехет маларах 2-3-шер апат кашăкĕ икĕ-виçĕ уйăх ĕçмелле. Кирлĕ пулсан çулталăкра икĕ-виçĕ сиплев курсĕ ирттерме юрать.
- 1-ер апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ пилеш тата шăлан çырлисене тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 5 минут пĕçермелле. Илсен савăта ăшă чĕркесе 12 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Пыл хушма юрать. Кунне 3-5 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле.
- Чĕрĕ 4 инжира тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 10 минут вĕретмелле. Сивĕниччен лартмалла. Апат умĕн стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ пĕр уйăх ĕçмелле.
- 250 грамм сухана вĕтетсе 200 грамм сахăрпа хутăштармалла, çур литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 2 сехет лартмалла. Унтан 2 апат кашăкĕ пыл хушмалла. Кунне 2 хут апат хыççăн 1-ер апат кашăкĕ пĕр уйăх ĕçмелле.
- Аш арманĕпе 300-шер грамм курагана, иçĕме, типĕ хура сливăна, инжира, 2 лимона хуппипех тата вăррисĕр авăртмалла. Тутă кĕмелĕх пыл хушса лайăх пăтратмалла. Кĕленче савăтпа холодильникре упрамалла. Кунне 3-4 хут 1-ер апат кашăкĕ çимелле.