ӲСМЕ ПАРАС МАРЧЧĔ

10 Пуш, 2016

Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем пуçланнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри - организмра япăх холестерин шайĕ пысăк пулни. Çавăнпа лайăх холестерин ытларах пухăнтăр тесе тăрăшмалла. Çак сĕнӳсем пулăшма пултараççĕ.

1. Рационра ăшаланă çăмарта пулмасан лайăх. Чăх çăмартинче холестеринăн пĕр кунхи норми пур. Сывлăхшăн сиенлĕ ан пултăр тесен эрнере виçĕ çăмартаран ытла çимелле мар. Ирхи апатра унсăр ниепле те май килмесен çăмарта шуррине кăна çийĕр, мĕншĕн тесен пĕтĕм холестерин - сарринче. Çăмарта хăпартмăшĕ хатĕрленĕ чухне пĕр çăмарта сарри пуçне икĕ-тăватă çăмарта шурри илмелле. Чуста валли тулли пĕр çăмартана икĕ çăмарта шуррипе улăштармалла.

2. Сысна какайĕ пирки манмалла. Çуллă мар ĕне ашĕ - холестерин шайне виçере тытса тăмалли чи лайăх какай. Холестерин шайĕ пысăк арçынсене /вĕсем атеросклероз умĕнче уйрăмах хӳтлĕхсĕр/ кунне 200 грамм çусăр ĕне какайĕ çиме сĕнеççĕ.

3. Панулми-пыл диети лайăх. Панулми холестерин шайне витĕмлĕ чакарать. Кунне икĕ панулми çисен е тин юхтарнă сĕткен çур литр ĕçсен 12 эрнере холестерин шайне йĕркене кĕртме пулать. Пыл та унпа лайăх кĕрешет. Кашни кун пĕр стакан шывра тăватă апат кашăкĕ пыл ирĕлтерсе темиçе сăтăрккăпа ĕçмелле.

4. Пулă çимелле. Унра холестерин шайне, юн пусăмне, юн хытассине чакаракан усăллă çуллă йӳçексем пур. Сардинăна, шпрота, лосось пулла, скумбрие, селедкăна эрнере 2-3-шер хут 200-400 грамм çимелле. Тунеца, трескана, пикшăна, камбалана кирек мĕн чухлĕ те çиме юрать.

5.Кăрккапа чăх какайĕ паха. Кăвакалпа хур какайĕнче холестерин чылай. Кăрккапа чăх какайĕнчен апат хатĕрленĕ чухне тирне сӳмелле, мĕншĕн тесен унра çупа холестерин нумай. Тата какая шывра е пăспа, грильпе çу хушмасăр пĕçерсен тĕрĕсрех.

6. Пахча çимĕçпе улма-çырла усăллă. Сывă çыннăн кулленхи рационĕнче çулталăкĕпех 400 грамм улма-çырлапа пахча çимĕç /çĕрулмисĕр пуçне/ пулмалла. Виççĕмĕш пайĕнчен кая мар - чĕрри. Баклажан, хăяр, кабачок, кавăн усăллă. Холестерин шайĕ пысăк пулсан кашни кун пĕрер панулми, банан, икĕ киви, пĕр апат кашăкĕ типĕтнĕ улма-çырла çимелле.

7. Тутана пĕçертсех яракан кофе ĕçмелле мар. Вĕретнĕ чухне унра холестерин шайне ӳстерекен япаласем пухăнаççĕ. Шыва вĕретмен, температурăна кирлĕ пек тытса тăракан тумламлă кофе машинипе пĕçерни лайăхрах.

8. Хĕрлĕ эрех çинчен аса илни те вырăнлă. Иçĕм çырлинчен хатĕрленĕ типĕ паха эрех кунне пĕр стакан ĕçни лайăх холестерин шайне ӳстерет. Шурă иçĕм эрехĕн витĕмĕ сахалрах.

9. Ытларах утмалла. Куллен гимнастика туни ĕçлекен мышцăсенче калорие çунтарса холестерин шайне чакарма пултарать. Вăй хунă чухне юн пĕвер тăрăх хăвăртрах иртет, япăх холестерин ват шĕвекне куçать, пĕвер ăна пыршăлăха кăларать, пыршăлăхран тула тухать.

Асра тытăр

  • Çăра çусем юнри холестерин шайне ӳстереççĕ. Вĕсемпе çуллă какай, услам çу, сыр пуян.
  • Полиçăра мар çусем холестерин шайне чакараççĕ. Вĕсем соя, хĕвелçаврăнăш, куккурус çăвĕсенче, пулăра, тинĕс çимĕçĕсенче, çусăр кайăк-кĕшĕк какайĕнче, çусăр /15 процентран сахалрах/ сĕт çимĕçĕсенче пур.
  • Моноçăра мар çусем шăпах япăх холестерина чакараççĕ. Вĕсем оливăпа арахис çăвĕсенче, мăйăрта, авокадăра пур. Вĕсемпе ытти çу вырăнне усă курмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.