Архив - 12 Мар, 2016 - Хыпар

12 Мар, 2016

Чун витĕр кăлармалла

Алексей МОСКОВСКИЙ,

юрăç

- Пирĕн халăх тĕлĕнмелле ĕçчен те тăрăшуллă. Мускав тăрăхĕнче те чăвашсене пĕр вырăнта ларма-тăма пĕлменшĕн, ÿркенменшĕн тата яваплăхшăн хисеплеççĕ. Çавăн пиркиех вĕсене тирпейлÿçĕ те, хуралçă та, урам шăлакан та, ача пăхакан та ниçтан та мар, чăваш çĕрĕнчен çеç кирлĕ. Пире ырăпа асăнни лайăх-ха, анчах та кил-çурта, çемьене пăрахса пурте Мускава тухса каяймастпăр-çке. Ахаль те ялсенче арçын юлмарĕ. Мăшăрĕсем пĕчченех хуçалăх тытса пыраççĕ, ачисене çитĕнтереççĕ, кил-тĕрĕшри мĕнпур ыйтăва татса параççĕ. Куншăн та савăнмаллиех çук, уйрăм пурăнсан çемье саланасси те часах. Çамрăксемпе вăйпитти çынсене ĕç кирлĕ. Ялсенчи хупăннă, пушă пÿртсем чуна ыраттараççĕ.

12 Мар, 2016

Юрату та, курайманлăх та - ташăра

Следователь ĕçне чылай чухне арçынсем суйлаççĕ. Анчах хĕрарăмсем те хастарлăхĕпе, харсăрлăхĕпе этемлĕхĕн вăйлă пайĕнчен пачах та кая юлманнине çирĕплетеççĕ. Раççей Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи управленийĕнче 28 хĕрарăм вăй хурать. Çакă - пĕтĕм коллективăн пиллĕкмĕш пайĕ.

12 Мар, 2016

Ĕçре телей тупнисем

Çын пурнăçĕ ĕçпе илемлĕ. Унашкал çын ура çинче те çирĕп тăрать, хăйне те хăюллă тытать. Ыранхи кун ăна хăратмасть. Çĕрпÿ районĕнчи Анчăккасси ялĕнче пурăнакан Зоя Пантелеймоновнăпа курса калаçнă хыççăн çуралчĕ çак пĕтĕмлетÿ. Ку таврара ăна палламан, пĕлмен çын çук пулĕ.

12 Мар, 2016

Эх, Çăварни, çу эрни...

Мĕн авалтан уявлаççĕ ăна. Православи тĕнне ĕненекенсен Аслă типпе кĕрес умĕнхи уявĕ вăл. Ватти-вĕтти эрнипе икерчĕ çинĕ, вылянă-кулнă. Çак уявпа пĕрлех хĕле ăсатса çуркуннене те кĕтсе илеççĕ. Çăварние паллă тăвасси паян та анлă сыхланса юлнă. Шупашкарта ăна, сăмахран, эрнипех ирттереççĕ.

12 Мар, 2016

Асăрханулăхпа тимлĕх кирлех

Ял-хулара газ оборудованийĕсем еплерех ĕçленине ятарлă служба ĕçченĕсем çуллен тĕрĕслеççĕ. Çапла кирлĕ те. Кăмака е плита юрăхсăра тухнине, ăна юсамалла-çĕнетмеллине, вентиляци те сывлăша лайăх туртнине сăнасах тăмалла. Анчах кил хуçисен хăйсен те асăрхануллă пулмалла. Пÿлĕмре газ шăрши сарăлсан çурта кĕрекен крана хупмалла, пÿлĕме уçăлтармалла, кун пирки газ хуçалăхĕн авари службине - 04 - пĕлтермелле. Унсăрăн инкек те сиксе тухма пултарать. Асăрханулăхпа тимлĕхе пĕр самантлăха та çухатмалла мар.

12 Мар, 2016

Аттепе анне пулсассăн...

Хисеплĕ редакци! Çырăвăма хамăрăн юратнă кăларăм çинчен ырă сăмах каланинчен пуçлас килет. Элĕк районĕнчи Шураç ялĕнче "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçата питĕ юратса вулаççĕ. Эпир мăшăрпа çĕршывăн тĕп хулинче Мускавра пурăнатпăр, çуралнă кĕтесе тăтăшах çÿретпĕр. Эпир яла пынă çĕре атте "Чăваш хĕрарăмĕн" кашни номерне ятарласа пуçтарса хурать - хăйне килĕшнĕ статьясене пире вулаттармашкăн. Çапла республикăра, тĕрлĕ районта мĕн пулса иртнине хĕрарăмсен кăларăмĕ урлă пĕлсе тăратпăр.

12 Мар, 2016

Çын ĕçпе илемлĕ

Ĕç çыннин çулталăкне халалласа Кĕçĕн Таяпари культура ĕçченĕсем час-часах тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Ялти клубра чи тăрăшуллисемпе чи хастаррисем валли пысăк кĕтес уйăрнă. «Çын ĕçпе илемлĕ» куравра - тĕрлĕ тытăмра ĕçлекен професси çыннисен сăнĕсем. Ытарайми чечексен композицийĕнчен куçа илме çук, ăна культура çуртĕнче тăрăшакан Н.Муллина хатĕрленĕ. Ырми-канми, тар тăкса ĕçленĕ асатте-асанне, кукамай-кукаçи сăнарĕсене ялти вулавăшра /ертÿçи С.Агеева/ курма пулать. Курав тĕрлĕ пайран тăрать, пĕринче - ял çыннин кил-çуртĕнчи хатĕр-хĕтĕр, ал ăстисем.

12 Мар, 2016

Ку çуртра ĕмĕт пурнăçланать

Иртнĕ çул Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрте ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр çитĕннĕ ачасем валли виçĕ хутлă çурт хăпартнă. Кашни хутра - пилĕкшер хваттер. Патшалăх пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерниех - пысăк савăнăç. Малашне утас çула такăрлатма тата ĕмĕте çитерме çамрăк ăрун хăйĕнех тăрăшмалла.

12 Мар, 2016

Ача ятне те палăртма юрамасть

Хĕрĕм вĕренекен шкул сайтĕнче унăн сăнÿкерчĕкне вырнаçтарнă. Вăл олимпиадăра çĕнтернĕ май ятне те, хушаматне те палăртнă. Анчах та эпĕ, саккунлă представителĕ, çакна тума ирĕк пачах паман. Çул çитмен ачан гражданина палласа илмелли паллисене çырса шкул администрацийĕ тĕрĕсех тунă-ши?

И.ПЕТРОВА.

12 Мар, 2016

Хĕр чысĕ

Çамрăкла качча тухрĕ Валя. Пурнăçĕ пач хăй шухăшланă пек çаврăнмарĕ унăн. Çакăншăн хăй те айăплă темелле-ха. Шупашкарта вĕренме тытăнсан амăшĕпе ашшĕн куçĕнчен вĕçерĕннине туйрĕ-ши - ирĕкленчĕ. Малтанах клуба та сайра тухнăскер ташă каçĕсенчен те пăрăнмарĕ. Общежитири хĕрсемпе уявсем тăрăх çÿрерĕ, каччăсем уçăлма чĕнсен те хирĕçлемерĕ. Пĕринпе калаçрĕ вăл, тепринпе... Тепĕр чухне вĕренмелли çинчен те манчĕ-тĕр. Пĕр пÿлĕмре пурăнакан Люба тем пек ырă ăс парасшăн пулчĕ ăна, вĕренме хистерĕ, малашнехи пурнăç паянхи кунран килнине çирĕплетрĕ, каччăсемпе асăрхануллă пулма ыйтрĕ. Усси пулмарĕ.

Страницы