Архив - 30 Мар, 2016 - Хыпар

30 Мар, 2016

"Сывлăх", 12 /879/ №, 30.03.2016

о Ӳслĕкрен — тутлă сироп.
о Чĕре сывă мар пулсан.
о Гастрит вĕрĕлсен.
о Невритран — бальзам.
о Çурăм шăмми валли.
о Йăлтах — укроп вăррипе.
о Курăксем арçынсене сиплеççĕ.
о Хĕрлĕ кăшман усăллă.
о Алă систерет.

30 Мар, 2016

Шăл чирĕсенчен сиплес енĕпе пысăк опыт пухнă

Наталия Николаева 2008 çулта республикăри чи лайăх стоматолог ятне тивĕçнĕ. Вăл республикăн стоматологи поликлиникинче ĕçлет, шăл чирĕсенчен сиплес енĕпе пысăк опыт пухнă. Наталия Вениаминовна — терапевт-стоматолог, аслă квалификаци категориллĕ тухтăр.

30 Мар, 2016

ЦИФРĂСЕМ ТАТА ФАКТСЕМ

  • Чĕре клапанĕсене 24 сехет хушшинче 100 пине яхăн хутчен уçăлса хупăнма тивет.
  • Миокардăн кашни тăваткал миллиметрĕ урлă виçĕ пине яхăн капилляр иртет.
  • Йогсем этемĕн тĕп энергетика центрĕ чĕрере вырнаçнă тесе шухăшлаççĕ.
  • 80 килограмм виçеллĕ сывă арçын пĕверĕ тирпейлеме пултаракан чи пысăк виçе — 80 грамм таса спирт.
  • Пĕвер 18 сехетрен пуçласа 20 сехетчен алкоголе пуринчен те лайăхрах тирпейлеме пултарать.
  • Пĕвер унăн йĕркеллĕ тĕртĕмĕн 25 проценчĕ кăна сыхланса юлнă пулсан та малтанхи виçи таран ÿсме пултарать.

 

30 Мар, 2016

ÇУТ ÇАНТАЛĂКРАН ПУЛĂШУ ЫЙТАТПĂР

Хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви аптратсан хушма сиплевре халăх медицинин мелĕсем паха витĕм кÿреççĕ. Çут çанталăк ырлăхĕ — эмел курăкĕсем — пулăшнипе сывлăха чылай лайăхлатма пулать.

Аир тымарĕ

Унăн препарачĕсем лăплантаракан витĕм кÿреççĕ. Ÿсен-тăранри хытаракан япаласем язвăсене ÿт илме пулăшаççĕ.

30 Мар, 2016

ТИКĔТ СУПĂНĔ ÇИНЧЕН

Паянхи темĕнле паха шутланакан тасатакан хатĕрсем те тикĕт супăнĕпе танлашаймаççĕ. Вăл гигиена пахалăхĕпе кăна мар, сиплĕх енĕсемпе те палăрса тăрать.

  • Пĕчĕк шăйрăксемпе чĕртернĕ вырăнсене кашни кун тикĕт супăнĕпе çусан ÿт икĕ хут хăвăртрах сывалать. Вăл типĕтнипе сурана часах ÿт илет. Çак супăнь ÿте тухса тулнă пÿрлешке-шатрапа витĕмлĕ кĕрешет.

Енчен те сирĕн аллерги реакцийĕ палăрсан, ÿт хĕрелсен, шатра, пÿрлешке тухсан тикĕт супăнĕпе кăна çăвăнмалла.

30 Мар, 2016

ÇУРĂМ ШĂММИ ВАЛЛИ

Çурăм шăммин пиçĕлĕхне, сыпăсен хусканулăхне упраса хăварма скакалка пулăшать. Скакалка е ун вырăнне усă куракан кантра тăршшĕ 1,5-2 метр пулмалла.

1. Урасене сарса, пуç хыçнелле янă алăсемпе тăватă хут хуçлатнă скакалка тытса тăмалла. Скакалкăна туртăнтарнă май алăсене çÿлелле çĕклемелле, сылтăмалла çаврăнмалла, туртăнмалла. Малтанхи пек майланса тăмалла. Унтан хăнăхтарăва сулахялла тумалла. Кашни енне — 5-6 хут.

30 Мар, 2016

ТĔРĔС АПАТЛАННИ ПĔЛТЕРĔШЛĔ

Юн пусăмĕ ÿснипе аптракан çын диетăна пăхăнмасан эмел те пулăшаймĕ. Тĕрĕс апатланни гипертони кризĕ аталанас хăрушлăха /уйрăмах чир пуçламăшĕнче/ чакарма пулăшать.

Гипертони кризĕ хыççăнах. Апата тăвар пачах хушмалла мар. Организмра шыв виçи сахаллансан юн пусăмĕ те чакать. Тăварлă çимĕçсем — сыр, тĕтĕмленĕ çимĕçсем, консервсем — рационра пулмалла мар. Апата тутă кĕртме техĕмлĕхсем, ыхра е сухан хушма пулать.

Юн пусăмĕ йĕркене кĕрсен кунне çур чей кашăкĕ тăвар юрать, анчах ăна пĕçернĕ чухне мар, хатĕр апата сĕтел çине лартсан сапмалла.