ТĔРĔС АПАТЛАННИ ПĔЛТЕРĔШЛĔ
Юн пусăмĕ ÿснипе аптракан çын диетăна пăхăнмасан эмел те пулăшаймĕ. Тĕрĕс апатланни гипертони кризĕ аталанас хăрушлăха /уйрăмах чир пуçламăшĕнче/ чакарма пулăшать.
Гипертони кризĕ хыççăнах. Апата тăвар пачах хушмалла мар. Организмра шыв виçи сахаллансан юн пусăмĕ те чакать. Тăварлă çимĕçсем — сыр, тĕтĕмленĕ çимĕçсем, консервсем — рационра пулмалла мар. Апата тутă кĕртме техĕмлĕхсем, ыхра е сухан хушма пулать.
Юн пусăмĕ йĕркене кĕрсен кунне çур чей кашăкĕ тăвар юрать, анчах ăна пĕçернĕ чухне мар, хатĕр апата сĕтел çине лартсан сапмалла.
Тăварсăр диетăпа пурăнсан эмелсен витĕмĕ ÿсет, юн тымарĕсем хĕсĕнесси вăйсăрланать. Кăтартусене лайăхлатма тăварсăр диетăна 5-7 талăкран кая мар пăхăнмалла, 2-3 эрнерен витĕмĕ тата пахарах пулать.
Сăмах май, пĕрремĕш степень гипертонипе чирлисен 70 проценчĕн юн пусăмĕ — начарланнине, 45 проценчĕн тăварпа пачах усă курманнине пула чакать.
Криз хыççăнхи малтанхи икĕ кунра. Менюра çăмăл апатсем — рис, пĕçернĕ пахча çимĕç, панулми — пулсан, пахча çимĕç, рис-компот е сĕт-турăх кунĕсем ирттерсен лайăх.
Организма калори мĕн чухлĕ çухатнине шута илсе çавăн чухлĕ калорипе тивĕçтермелле. Кĕлетке виçи ытлашши пулсан менюри калори виçине те пĕчĕклетмелле.
Апатланура магниллĕ тата калиллĕ çимĕçсем кирлĕ. Кали организмран шĕвекпе натрие кăларассине хăвăртлатать, магни юн тымарĕсене сарать. Менюра кали нумай /5-6 грамм/ пулсан апата талăкра 1 чей кашăкĕнчен кăшт сахалрах тăвар хушма юрать. Çакăн чухлĕ кали 300 грамм курагара, 600 грамм иçĕмре, шалча пăрçинче, тинĕс купăстинче, 500 грамм тулă хывăхĕнче пур. Магни тĕксĕм симĕс çулçăллă пахча çимĕçре, тĕшĕллĕ çимĕçсенче, шалча пăрçинче, ясмăкра, тĕксĕм шăккалатра, сĕт çимĕçĕсенче, кориандрта, эмел шур курăкĕнче, базиликра нумай. Шăк хăвалакан препаратсем ĕçнĕ чухне калипе магни уйрăмах кирлĕ.
Çăра мар çуллă йÿçексен виçине ÿстермелле: вĕсем атеросклероз аталанасран хÿтĕлеççĕ, юн тымарĕсене сараççĕ. Çак тĕллевпе тинĕс çимĕçĕсем, çуллă пулă, тип çу /кунне 2 апат кашăкĕ/ çимелле, çуллă выльăх продукчĕсене рационран кăлармалла.
Гипертони чухне организм час-часах сахăра япăх йышăнать. Çак çимĕç виçине хытах чакарни чир йывăрланасран асăрханма пулăшать. Çав вăхăтрах ÿсен-тăран клетчаткипе пуян çимĕçсем /чĕрĕ улма-çырла, пахча çимĕç, шултра кĕрперен пĕçернĕ пăтă, хывăхлă е тĕшĕллĕ çăкăр, мăйăр/ ытларах çимелле.
Менюра протеинлă çимĕçсем çителĕклĕ пулмалла. Сĕт çимĕçĕсемпе пулă аван. Çăмартапа какай сахалрах çимелле.
Тăтăшрах — кунне 5-6 хут — апатланмалла. Каçхине çывăрма выртас умĕн çисе тултармалла мар. Чĕре таппи пăсăлсан çăра кофепе чей вырăнне урпаран е сив курăкĕн /цикорий/ тымарĕнчен хатĕрленĕ шĕвек ĕçсен усăллăрах.
Комментировать