ÇУРĂМ ШĂММИ ВАЛЛИ

30 Мар, 2016

Çурăм шăммин пиçĕлĕхне, сыпăсен хусканулăхне упраса хăварма скакалка пулăшать. Скакалка е ун вырăнне усă куракан кантра тăршшĕ 1,5-2 метр пулмалла.

1. Урасене сарса, пуç хыçнелле янă алăсемпе тăватă хут хуçлатнă скакалка тытса тăмалла. Скакалкăна туртăнтарнă май алăсене çÿлелле çĕклемелле, сылтăмалла çаврăнмалла, туртăнмалла. Малтанхи пек майланса тăмалла. Унтан хăнăхтарăва сулахялла тумалла. Кашни енне — 5-6 хут.

2. Урасене сарса, çурмалла хуçлатнă скакалкăна пуç хыçнелле янă алăсемпе тытса тăмалла. Скакалкăна туртăнтарнă май алăсене çÿлелле çĕклемелле, сулахаялла икĕ хутчен авăнса илмелле. Малтанхи пек майланса тăмалла. Унтан хăнăхтарăва сылтăмалла тумалла. Кашни енне — 5-6 хут.

3. Урасене сарса, çурмалла хуçлатнă скакалка тытнă алăсене çÿлелле çĕклесе тăмалла. Сылтăм урана малалла сулса ямалла, алăсене аялалла ямалла, скакалкăпа урана перĕнмелле. Малтанхи пек майланса тăмалла. Халĕ хăнăхтарăва сулахай урапа тумалла. Кашни урапа — 5-6 хут.

4. Урасене сарса, тăватă хут хуçлатнă скакалка тытнă алăсене çурăм хыçне, пилĕк тĕлнелле тытса тăмалла. Алăсене хыçалалла тăсмалла, авăнса илмелле. Малтанхи пек майланса тăмалла. 6-8 хут тумалла.

5. Чĕркуçленмелле, аялалла уснă алăсемпе çурмалла хуçлатнă скакалкăна тытмалла. Скакалкăна туртăнтарнă май алăсене çÿлелле çĕклемелле, сылтăм урана айккинелле тăсса пÿрнисемпе тĕревленмелле. Сылтăмалла кĕлеткепе икĕ хут авăнса илмелле. Малтанхи пек вырнаçса тăмалла. Хăнăхтарăва сулахай урапа тумалла. Кашни енне — 5-6 хут.

6. Çурăм çине выртмалла. Хуçлатнă скакалка тытнă алăсене çÿлелле çĕклемелле. Сылтăм урана хуçлатса скакалка урлă каçармалла. Малтанхи пек майланса выртмалла. Хăнăхтарăва сулахай урапа тумалла. Кашни урапа — 8-10 хут.

7. Урасене пĕрле тытса, скакалка тытнă алăсене аялалла усса тăмалла. Скакалка варри сулахай ура кĕли айĕнче пулмалла. Алăсене айккинелле сарса ăна туртăнтармалла. Сылтăм урана хыçалалла ярса авăнмалла. Малтанхи пек майланса тăмалла. Унтан хăнăхтарăва тепĕр урапа тумалла. Кашни урапа — 4-5 хут.

8. Чĕркуçленсе тăмалла, çурăма май килнĕ таран хытăрах хыçалалла авмалла, çапла 2-3 çеккунт тытăнса тăмалла. Пуçа тÿрĕ тытмалла. 5-7 хут тумалла.

9. Хырăм çине выртмалла, алăсемпе урайĕнчен тĕревленмелле. Хыçалалла кĕлеткене урайĕнчен çĕклеме хăтланнă евĕр хытă авăнмалла.

10. Çурăм çине выртмалла, алăсене кĕлетке çумне тăсса хумалла. Кĕлеткене кăкăр тĕлĕнче авса пуçпа урасене çÿлелле çĕклеме тăрăшмалла. 5-7 хут тумалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.