Архив - 10 Мар, 2016 - Çамрăксен хаçачĕ

10 Мар, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 9 (6102) №. 10.03.2016

10 Мар, 2016

Путене усраса тупăш тăвать

Ял çынни ахаль ларма хăнăхман. Унăн аллинче яланах ĕç вĕрет. Акă çур аки пуçлансан хире тухма вăхăт çитет. Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнчи «Труд» колхозра тăрăшакан 25 çулти Дмитрий Лукс та трактор рулĕ умне ларса уя тухма хатĕрленет.

10 Мар, 2016

Çемçе пукана мар, хăйсен ĕçне юратаççĕ

Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ. Иртен пуçласа каçчен илемлĕ курăнма тăрăшакансем, кил ăшшине упракансем, çемьене «çĕнĕ кайăк» илсе килекенсем, тĕнчене ăшăлăхпа тата юратупа тултаракансем хăйсен уявне паллă турĕç. Хĕрарăм пурнăç тыткăчи тесен те йăнăш мар. Çемьешĕн тăрăшаканскерсем кил-тĕрĕшри ĕçсене те туса ĕлкĕреççĕ, хăйсене те тĕрлĕ профессире тĕрĕслеççĕ. Çунакан çурта кĕме те, ĕрĕхсе чупакан лашана чарма та пултараççĕ вĕсем. Çутçанталăкăн черчен пайне ертÿçĕ пуканне те шанса параççĕ. Республикăри çамрăк ертÿçĕ хĕрарăмсемпе çыхăнтăмăр.

10 Мар, 2016

«Ял çынни фермăра ĕçлеме ÿркенет»

«Икĕ çын - мăшăр, çичĕ çын - çемье», - тенĕ ваттисем. Çурт ача-пăча сассипе тулнине нимĕн те çитмест. Пĕчĕкскерсем тăпăл-тăпăл чупса çÿресе савăнтараççĕ. Ашшĕ-амăшĕн ăшшинче ÿснĕскерсен вăхăт иртсен тăван килпе сывпуллашма тивет. Етĕрне районĕнчи Анат Мучарти Андреевсен аслă ачисем çемье çавăрнă ĕнтĕ.

10 Мар, 2016

Документсем йĕркеллĕ маррипе Канадăра йышăнман

Етĕрне районĕнчи Урпаш шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Ксения Максимова шăпи чылай çынна кăсăклантарать. Вулакансем ыйтнипе хĕрачан тăванĕсемпе тепĕр хут çыхăнтăмăр. Аса илтеретпĕр: кăрлачăн 16-мĕшĕнче районта йĕлтĕрпе чупассипе иртнĕ ăмăрту хыççăн хăйне япăх туйсан 13-ри хĕрачана больницăна илсе кайнă.

10 Мар, 2016

«Çитĕнекен ăру хура тарпа хĕрлĕ юн ан куртăр»

Иртнĕ кунсенче Куславкка районне çула тухрăмăр. Еплерех сывлаççĕ кунти ентешсем? Куснар тăрăхĕнчи ĕçчен халăх ураран ура иртми пулсан кăна саппунне салтать, ирхине Атăл шывне савса тухакан, шевлисене çак ял çыннисене хĕрхенмесĕр парнелекен хĕвелпе пĕрле вăранать.

10 Мар, 2016

Фильм ÿкерсе ял халăхне чапа кăларасшăн

«Чăваш Ен» телерадиокомпанийĕн кăларăмĕсене эфира кăларас тĕлĕшпе чылай çын тăрăшать. Çав ĕçре режиссер пульчĕ умĕнче ларакан Николай Семенов тÿпи те пысăк. Хăй вăл кадр хыçĕнче юлать, анчах унăн ĕçне кура çынсем кунсеренех çĕнĕ хыпарпа паллашаççĕ.

10 Мар, 2016

Хăйне çăлас темен этеме ыттисем пулăшайĕç-ши?

Редакцие Шупашкарти Б.Хмельницкий урамĕнчи 72-мĕш çуртра пурăнакан Людмила Самаркина шăнкăравларĕ. «Пирĕн общежитири яш инвалида çаврăнчĕ. Пĕлтĕр çын валли çăка чечекĕ татма йывăç çине хăпарсан ÿкрĕ те çурăм шăммине хуçрĕ. Халĕ вырăнпах выртать вăл. Япăх условире пурăнаканскере çав тери шеллетĕп.